Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.0 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Элтепер ыйтсан сусӑр валли урапа пулать

Таисия Ташней04.12.2015 17:202204 Пурĕ пăхнă

Раштавӑн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ пулчӗ. Ҫак ятпа районсемпе хуласем тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗҫ. Юрласа-ташласа та кӑтартрӗҫ вӗсенче, тӳре-шара сусӑрсемшӗн мӗн тери пӑшӑрханни-кулянни, вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн ырми-канми ӗҫлени пирки ӗнентермелле тухса калаҫрӗ.

Пулӗ те. Тӑрӑшаҫҫӗх-тӗр. Юлашки ҫулсенче, ав, лавккасене-учрежденисене сусӑрсене кӗме пандуссем туса параҫҫӗ. Сусӑрсен машинисене лартма вырӑн хӑварнипе хӑварманнине, ҫавӑн йышши ытти саманта прокуратура та тӗрӗслесе ҫӳрени пирки пӗлтерет.

Ҫав вӑхӑтрах ҫакӑн пек тӗслӗхсене мӗнле ӑнланмалла-ши? «Пӗренесем пасараҫҫӗ, витрере шыв шӑнать. Ҫурта ишӗлесрен темиҫе ҫӗртен каштасемпе тӗкӗ панӑ. Ҫакӑн пек пӳртре икӗ инвалид пурӑнать. Вӗсем темӗнле «чан ҫапсан та» 1886 ҫулта тунӑ ҫурта районти комисси пурӑнма юрӑхлӑ тесе ҫирӗплетнӗ», — ҫакӑн пек пуҫланӑ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат черетлӗ номерте редакцире ирттернӗ «хӗрӳ лини» пирки ҫырса пӗлтерекен материала.

Унтан райхаҫат журналисчӗ Хӗрлӗ Чутайӗнчи Октябрьски урамӗнчи икӗ хваттерлӗ 4-мӗш ҫуртра пулса курни пирки каласа кӑтартать. Унти пӗр пайӗнче хӗрӗпе амӑшӗ пурӑнаҫҫӗ-мӗн. Иккӗшӗ те — иккӗмӗш ушкӑн инваличӗсем. 80 ҫулти амӑшӗ чире пула сусӑра тухнӑ, хӗрӗ сусӑр ҫуралнӑ.

Ир-каҫ кӑмака хутни те, сивӗре пӳрте виҫӗ хутчен ӑшӑтни те пулӑшмасть иккен — кивӗ пӳрт хӑвӑрт сивӗнет.

Ял тӑрӑхӗн администрацине 2006 ҫултах заявлени ҫырса панӑ-мӗн. Анчах вӑл кӑштахран ҫухалнӑ. 2011 ҫулта ял тӑрӑхне каллех ыйтупа тухса ҫурт юрӑхлӑхне тӗрӗслеме ыйтнӑ. Комисси ҫурт 50 процент пурӑнма юрӑхлӑ тесе ҫирӗплетнӗ. 1886 ҫулта учительсене пурӑнма тунӑ, 1928 ҫулта тӗпрен юсанӑ ҫурт ку таранччен мӗн таран япӑхланса ҫитнине ӗнентерес тесе Шупашкартан специалистсене экспертиза тума чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫурта тӗплӗ тӗпчесе тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫурт 90,4 процент юрӑхсӑррине ҫирӗплетсе панӑ.

Е тата Элӗк районӗнчи тепӗр тӗслӗх. Кун пирки вырӑнти район хаҫачӗ сусӑр ҫунатланса калани тӑрӑх ырӑ хыпар пек пӗлтернӗ-ха. Кам епле йышӑнать пулӗ те, анчах ҫавӑн пек ыйтусенех Элтеперӗн тытса пама хутшӑнма тивни мана тем тесен те тӗлӗнтерет.

Асӑннӑ районти Питӗшкасси ялӗнчи Надежда Николаева сусӑр пулин те спортра, юрӑ-ташӑра пуҫаруллӑ та маттур, ал ӗҫӗнче те ӑста иккен. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Элӗк салин уявӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна уҫӑлса ҫӳремелли коляскӑна ҫӗнетме пулӑшма шантарнӑ. «Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, Элӗкри социаллӑ пулӑшу паракан центрӗн мобильлӗ бригади мана хаклӑ парне пачӗ. Асӑннӑ техника хатӗрне социаллӑ страхлав фончӗ тивӗҫтернӗ», — хавхаланупа каласа парать Надежда Николаева», — тесе ҫырнӑ район хаҫатӗнче.

Сусӑр савӑнӑҫне, чӑн та, ӑнланма пулать. Анчах урапана та Элтепер хушша кӗрсен кӑна панине вара ӑнланма пулать-ши?

 

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru