Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Сиам йӗкӗреш хӑраххи Зита вилнӗ

Софья Савнеш30.10.2015 18:503027 Пурĕ пăхнă

Зита тата Гита Резахановсем пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Сиам йӗкӗрешне уйӑрни пирки хӑй вӑхӑтӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем нумай ҫырчӗҫ. Ара, кунашкалли пӗрремӗш хут-ҫке.

Зитӑпа Гитӑна уйӑрсан чиперех пурӑнса кайнӑ. Ҫапах нумай сипленме тивнӗ вӗсен. Апла пулин те хӗрачасем питӗ савӑннӑ. Вӗсем ыттисем пекех пулнӑ-ҫке-ха.

Аса илтерер: Зитӑпа Гита Кӑркӑсстанри Западное ялӗнче 1991 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӗсене 2003 ҫулта Мускаври Филатов ячӗллӗ ача-пӑча клиника пульницинче операци тунӑ. Ҫапла уйӑрнӑ вӗсене. Ку тӗнчипе те ӑнӑҫлӑ пӗрремӗш тӗслӗх пулнӑ. Хӗрачасен виҫӗ ура, пӗр купарча пулнӑ. Вӗсене пайлама тивнӗ. Операци хыҫҫӑн Зитӑпа Гита Мускавра виҫӗ ҫул сипленнӗ, унтан тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ.

2013 ҫулта Зита хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ. Унӑн куҫӗ те япӑх курма пуҫланӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен Зита темиҫе пульницӑра сипленнӗ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшма, ыратнине чакарма тӑрӑшнӑ. Анчах хӑш-пӗр чире сиплеме ҫук ҫав. Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Зитӑпа Гита 24-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ше те, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Мускаврипе 15 сехетре куҫне яланлӑхах хупнӑ.

Амӑшӗ Зумрият каланӑ тӑрӑх, Зита чылай чирпе аптӑранӑ. Вӗсен йышӗнче пневмони, пӳре чирӗсем пулнӑ. Тухтӑрсесм Зита сывлӑхӗшӗн 2013 ҫултах пӑшӑрханма тытӑннӑ. Ун чухне хӗрачан куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакса пынӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Зитӑн чӗри те чарӑнса илнӗ.

Зита икӗ ҫул ҫурӑ чирленӗ. Йывӑр чире пӑхмасӑрах тӑванӗсем вӑл чӗрӗлессе шаннӑ. Зитӑн питӗ вӑйлӑ ыратнӑ: ӳт температури тӑрук хӑпарса аннӑ, шӑнтса пӑрахнӑ. Хӑйне кӑштах лайӑх туйма тытӑнсанах шӳтлеме пуҫланӑ вӑл. Кӑсалхи ҫурла уйӑхӗнче пульницӑран киле таврӑнмашкӑн Зита хӑй шутланӑ.

Зита икӗ ҫул вырӑн ҫинчен тӑмасӑр тенӗ пек пурӑннӑ. Шел, 24 ҫул кӑна пурӑнма пӳрне ӑна…

 

Ӳкерчӗк ҫинче: Зита тата Гита Резахановсем амӑшӗпе. 2012 ҫул. Радио Азаттык сайтӗнчен илнӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj