"Хыпар" хаҫатӑн тӗп редакторӗн, директорӗн ӗҫӗсене туса пыракан Михаил Михаилович Арланов хоспочына
УҪҪЫРУ.
Сиртен маларах хаҫата редакциленӗ В.В. Туркай хоспочын ҫӗршыв, тунтикун, ытларикун, юнкун йышши сӑмахсене пӗрле ҫырас туртӑма каялла тавӑрчӗ. Ҫапла туни чӑваш ҫырулӑхӗн халь вӑйра тӑракан Правилисемпе, Йӗркевӗсемпе 100 проценчӗпех килӗшсе тӑрать.
Эсир ертсе пыракан "Хыпар" ҫак туртӑма малашне те тытса пырасса шанас килет. Тавтапуҫ.
Май килнипе усӑ курса, Сире хайхи "и.о." текеннинчен тулли статуслӑ редактор-директор пулса тӑма суннине те пӗлтересшӗн.
Шутсӑр хытӑ хисеплесе — Акапасар.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.