Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Юбилейлӑ медальсем хуҫисем патне ҫитеймен, мӗншӗн тесен вӗсем ҫухалнӑ

Софья Савнеш20.09.2015 21:542835 Пурĕ пăхнă

Вӑрмар районӗнчи Кавал тӑрӑхӗнче пулнӑ япала, чӑннине калатӑп, пуҫа ниепле те вырнаҫмасть. Кун пеккине ку таранччен курманнчӗ те, илтменччӗ те. Унта медальсем ҫухалнӑ.

Мӗнле медальсем тетӗр-и? Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа кӑларнӑ медальсем. Вӗсем тыл ӗҫченӗсем, ветерансем патне ҫитмелле пулнӑ. Анчах 5-6-шӗ (ку хисепе ҫирӗплетсе калаймастӑп, анчах пӗр медальне хам та алӑра тытса куртӑм) вӗлтӗрен хушшинче выртнӑ. Вӗсен ачасем тупнӑ та вылянӑ, унтан ялти сцена айне пытарнӑ.

Ачасем кун пирки аслисене асӑрхаттарсан ҫеҫ Кавалти Галина Смирнова сцена патне кайса медальсене тупнӑ. Тӳрех администрацине вӗҫтернӗ вӑл. Анчах медальсене унта илсе юлман, специалист «кирлӗ мар та ҫавӑнпа ҫухатнӑ пуль» тенӗ имӗш. Кайран вӑл тепӗр ҫын патне кӗнӗ те медальсене кӑтартнӑ. Галина Смирнова каланӑ тӑрӑх, вӑл киле ҫитсен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вӗҫтерсе ҫитнӗ те ҫав медальсене илсе кайнӑ. Чӑннипе, кунта кам айӑплӑ? Хӑшӗ суять? Хальлӗхе кун пирки ҫирӗплетсе калама ҫук. Тен, прокуратура вӗҫне-хӗрне тухӗ? Ҫынсем унта ҫитнӗ терӗҫ.

Апла-и, капла-и – ку ӑнланмалла мар япала. Ку пире тӑнӑҫ пурнӑҫ парнеленӗ ҫынсене ҫапла тав туни-и? Хисеплени-и? Тем тесен те, яваплӑх пулмалла. Кун пирки «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» тухнӑ статьяпа тӗплӗнрех паллашма пулать.

Вӗлтӗрен хушшинче тупнӑ «пурлӑх», е Ҫухалнӑ медальсем ҫинчен

Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине Раҫҫейӗпех анлӑ паллӑ турӗҫ. Чӑваш Енре те Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа мероприяти чылай иртрӗ. Таса тӳпеллӗ куна ҫывхартнӑ паттӑрсене хисеплесе юбилей медалӗсемпе чысласси йӑлара. Кӑҫал та юнлӑ хирсенче ҫапӑҫнӑ ветерансене, тыл ӗҫченӗсене, фашистсен концлагерӗнче асапланнӑ ҫул ҫитмен узниксене «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарни» юбилей медалӗсене пачӗҫ. Чӑваш Енре 24 пин ытла ҫын ӑна тивӗҫнӗ. Вӗсене февраль уйӑхӗнчен пуҫласа РФ Президенчӗн ячӗпе ЧР Пуҫлӑхӗ, хуласемпе районсен администрацийӗн пуҫлӑхӗсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие килейменнисене юбилей медалӗсене киле пырса панӑ. Ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене чысласси йӗрке ҫапла пулса пымалла. Ку - Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ, пире ҫутӑ малашлӑх парнеленӗ ҫынсене хисеп туни.

Вӑрмар районӗнчи Кавал ял тӑрӑхӗнче ачасем юбилей медалӗсене урамра тупса вӗсемпе выляса ҫӳренине илтсен малтанах ӗненмерӗмӗр. Ара, ветерансемпе тыл ӗҫченӗсен кӑкӑрӗ ҫине ҫакмаллискер тетте мар вӗт. Кун пекки республикӑра халӗччен пулманччӗ те... Тӳрех ҫула тухрӑмӑр.

Кавалта пурӑнакан Галина Смирновӑн ҫывӑрма выртсан ыйхи те килмест. Медальсене тупнӑранпа канлӗхне ҫухатнӑ вӑл. Ачасем ялти сцена ҫывӑхӗнче вӗсемпе выляса ҫӳренине шӑпах вӑл пӗрремӗш асӑрханӑ.

- Мӑнукӑм Даниил медальсем тупнине, вӗсемпе ачасем вылянине темиҫе кун каласа ҫӳрерӗ. «Пӗрне илсе килсе кӑтартма юрать-и?» - пӗр вӗҫӗм ыйтрӗ пӗчӗкскер. «Юрӗ апла, илсе кил», - терӗм юлашкинчен. Ун чухне шӑпах лавккараччӗ. Данилка юбилей медальне йӑтса килчӗ, - каласа кӑтартрӗ Галина Борисовна. Ӑна курсан вӑл шалтах тӗлӗннӗ. - Тӳрех сцена патне кайрӑм. Ачасем медальсемпе вылянӑ-вылянӑ та сцена айне пытарнӑ. Икӗ медальне йӑтса ял тӑрӑхӗн администрацине чупрӑм. «Совеҫ ҫук сирӗн! Ак халех прокуратурӑна ҫитӗп!» - ҫапла ятларӑм та унтисене килелле утрӑм. Ман хыҫҫӑнах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Кузьмич килчӗ. Медальсене манран илсе кайрӗ.

Галина Смирнова медальсене тупнӑ хыҫҫӑн вӗсене пӗр ҫурт урлӑ пурӑнакан Елизавета Рисова патне кӗрсе кӑтартнӑ. Елизавета Александровнӑпа та курса калаҫрӑмӑр.

- Иртнӗ эрнекун, августӑн 28-мӗшӗнче, пулчӗ ку. Удостоверенисем вараланса пӗтнӗччӗ, мӗн ҫырнине вулама ҫукчӗ. Ҫапах хӑшӗ-пӗри ҫинче ятпа хушамат паллӑччӗ. Чумычкина Галина Захаровнӑн ятне вуларӑм, - каласа кӑтартрӗ Елизавета Александровна. Вӑл хӑй те, тыл ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗскер, вӑрҫӑ терт-нушине тӳссе курнӑ. Нимӗҫсем Совет Союзне тапӑнса кӗнӗ чухне Елизавета Рисова ача ҫеҫ пулнӑ, ҫапах хӑруша ҫав кунсем унӑн асӗнче ҫырӑнса юлнӑ. Ҫавӑнпа Елизавета Александровна медальсем хуҫисем патне ҫитмесӗр урамра выртнине, унпа ачасем вылянине ниепле те ӑнланма пултараймасть. Ку уншӑн хӗвеллӗ кун аҫа ҫапнӑ евӗрех. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗрне медале киле пырса панӑ, теприсене Майӑн 9-мӗшӗнче чысланӑ. Елизавета Александровна юбилей медальне илнӗ. Анчах кусем мӗнле майпа ҫухалма пултарнӑ? Ку ыйту вӗсене канӑҫсӑрлантарать.

- Тен, Майӑн 9-мӗшне паллӑ тунӑ чухне манса хӑварнӑ? Е вӗсене Кавал уявӗнче, июнӗн 12-мӗшӗнче, илсе тухнӑ та ҫухатнӑ? Медальсене парса пӗтерменни пуҫра та пулман. Апла-и, капла-и - ку пулӑма ниепле те тӳрре кӑлараймӑн. Яваплӑх пулмаллах, - ҫапла калаҫрӗҫ Елизавета Рисовӑпа Галина Смирнова. Ҫыннӑн, тунмастӑп, ӑна-кӑна ҫухатасси, манса хӑварасси пулать. Анчах кӑштахран кун пирки аса илмелле-ҫке. Ял тӑрӑхӗн администрацине пысӑк ҫак яваплӑха шанса панӑ вӗт. Кавалсем каланӑ тӑрӑх, хутаҫра 10 ытла медальпе удостоверени пулнӑ. Вӗсене шкулта вӗренекен Даниил Гурьев тупнӑ терӗҫ те унпа курнӑҫрӑмӑр. Даниил каланӑ тӑрӑх, ӑна унран та маларах тепӗр ачасем асӑрханӑ. Арҫын ача кун пирки йӑмӑкӗнчен пӗлнӗ, вӑл хутаҫа сцена ҫывӑхӗнчи вӗлтӗрен хушшинче тупнӑ. Даниилпа йӑмӑкӗ ӑна сцена айне хунӑ. Ачасем хутаҫа шыраса тупса медальсене салатнӑ.

Малалла ҫул ял администрацийӗн ҫурчӗ еннелле выртрӗ. Пирӗн телее, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Адюков вырӑнтӑхчӗ. Медальсем пирки сӑмах хускатсан малтанах ӑнланмарӗ. Унтан ҫапла каласа кӑтартрӗ:

- Ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене медальсене валеҫнӗ хыҫҫӑн, хамӑр хушӑра каласан, вӗсем валли клубра уяв сӗтелӗ хатӗрлерӗмӗр. Ку Майӑн 9-мӗшӗччен пулчӗ. Хӑналанӑ хыҫҫӑн ватӑ ҫынсем килӗсене часах саланман. Вӑт ҫавӑн чухне ҫухалнӑ пулӗ.

Галина Смиронова медальсене Василий Кузьмич илсе кайрӗ терӗ те, ҫав медальсен шӑпи мӗнлерех-ши? Вӗсем хуҫисене тупнӑ-и? .

- Эпир вӗсене хуҫисенех унчченех панӑ-ха, - ҫапла пулчӗ пуҫлӑх хуравӗ. Эппин, ҫухалнисенчен халӗ ыйтсан медаль панӑ тейӗҫ? Ку ыйтӑва хуравласа ҫапларах каларӗ Василий Кузьмич: - Эпӗ камӑн медалӗ ҫухалнине пӗлместӗп вӗт. Пурне те панӑ. Ял тӑрӑхне пилӗк ял кӗрет, кашнине килӗрен валеҫнӗ.

Вӑрмар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан пай пӗлтернӗ тӑрӑх, Кавал ял тӑрӑхне Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа 60 ҫынна юбилей медалӗ памалла пулнӑ. Унтан Галина Захаровна Чумычкина пирки аса илтертӗмӗр. Ӑна та медаль памалла пулнӑ-ҫке, анчах унӑн медаль удостоверенине Галина Смирнова сцена айӗнче тупнӑ.

- Галина Захаровна больницӑра выртнине пула унӑн медальне хӗрне Виолеттӑна тыттартӑм, - хуравларӗ Василий Кузьмич. Апла унӑн медалӗ епле ҫухалнӑ-ха? Мӗншӗн сцена айӗнче выртнӑ? Ыйту хыҫҫӑн ыйту ҫуралчӗ пирӗн. Ҫакна илтсен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗннӗ пек пулчӗ: - Чумычкинӑн ҫухалнӑ-и? Вӑл Гурьевсенчен инҫех мар пурӑнать.

Тӗрӗсех ӑнлантӑмӑр-ши - медале Даниил Гурьев вӑрланӑ теесшӗн мар-и? Кун пирки тӗлӗнсе ыйтсан хурав ҫапларах пулчӗ:

- Вӑрламан пулӗ. Вӑрлакан ачасем пек туйӑнмаҫҫӗ. Чумычкина тенӗрен халӗ мана шухӑша ятӑр. Нимӗн те пӗлместӗп. Шкула ҫавӑнтан ҫӳреҫҫӗ. Медале Галина Захаровнӑн хӗрне Виолеттӑна Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн патӑм.

Виолетта Чумычкина амӑшӗн медальне чӑнах та илнӗ-ши? Иккӗленӳ ан пултӑр тесе каярахпа ун патне шӑнкӑравларӑмӑр.

- Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ аннен медальне паратӑп тесе калатчӗ. Анчах ӑна эпир илмен, - терӗ вӑл. Амӑшӗн медалӗн удостоверенине сцена айӗнче тупнине пӗлтерсен хурав кӗске пулчӗ: - Эпир пӗлместпӗр.

Калаҫуран Галина Чумычкина нимӗнле медаль те илменни паллӑ пулчӗ. Ачасем медальсене сцена айне пытарнине ялта пурӑнакан тепӗр темиҫе ҫын та ҫирӗплетрӗ. Пӗрне хамӑр та алӑра ҫавӑркаласа пӑхрӑмӑр. Ялти пӗр ача сцена айне лайӑх ухтарнӑ хыҫҫӑн медалӗн ҫурри таран ҫуннӑ курупкине те тупнӑ. Медальсем хуҫисене тупайманнишӗн пӑшӑрханакан ҫынсем ку ыйтупа прокуратурӑна ҫитнӗ.

«Тӗрӗслӗх ула кӗсре хӳри айӗнче», - тенӗ ваттисем. Медальсене ачасенчен хӑшӗ тупни пӗлтерӗшлех мар. Вӗсем хуҫисем патне ҫитменни - акӑ мӗн пӑшӑрхантарать Кавалта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫынна. Пире таса тӳпе, сарӑ хӗвел, тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелессишӗн сахал мар юн тӑкнӑ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ хупмасӑр ӗҫленӗ ҫынсене ҫапла хисеплемелле-ши? Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирӗнтен кашнинех пырса тивнӗ. Унта пирӗн асаттесемпе кукаҫисем, тӑвансем ҫапӑҫнӑ...

Галина КАЛИНИНА.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru