Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Суйлав - эрех ĕçмелли сăлтав-и?

Софья Савнеш13.09.2015 21:293684 Пурĕ пăхнă

Суйлав иртрĕ те ял самаях «чĕрĕлчĕ» темелле. Иртенпех çынсем суйлав участокĕнелле утрĕç. Клуб умне урапа нумай пухăнчĕ. Ĕлĕкрех суйлава халăха колхоз турттаратчĕ те. Халĕ харпăр кашни хăйĕн урапипе çитсе ларать.

Суйлав – кашни çыншăн уяв. Ара, хамăрăн пуласлăха суйлатпăр-çке. Çак кун ялти лавккашăн та чăн-чăн «уяв» пулчĕ. Самай тупăш турĕ вăл. Эрех-сăра сутса.

Пирĕн ялта лавкка суйлав участокĕнчен инçех мар. Кашни килен-каян тенĕ пекех кĕрсе тухрĕ унта. Чылайăшĕ хулхушшине «пулăштух» хĕстерсе тухрĕ. Сутчăр эрехне – нимĕн те каламастăп. Анчах ялти ĕçкĕçсем суйлав участокĕпе юнашарах пухăнса черкке хыççăн черкке ÿпĕнтерни килĕшÿллĕ-и вара?

Юлашки вăхăтра республикăра пĕлтерĕшлĕ мероприяти, уяв ирттернĕ чухне лавккасенче эрех-сăра пули-пулми суттарма пăрахрĕç. Кăна ырламалла. Суйлав та, манăн шухăшпа, ыттисенчен кая мар пĕлтерĕшлĕ пулăм.

Суйлава çынсем килеççĕ, каяççĕ… Кусем вара çаплипех кĕленче пушатса ларчĕç. Саккун общество вырăнĕнче эрех ĕçме, пирус туртма чарать. Кусемшĕн вара пур пĕрех. Пирусне те мăкăрлантараççĕ, «çутти» патне те лавккана хутлаççĕ.

Кашни суйлав участокĕнче йĕрке хуралçи ларать. Унран хăраççĕ-и вара вĕсем? Вĕсемшĕн пултăр эрех. Çак ыйту тĕлĕшпе йĕрке çирĕп пулманни çеç кăмăла хуçрĕ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj