Чăваш Енри влаçа паян ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă çынсем ярса илнĕ. Çак йышра - республика пуçлăхĕ М.Игнатьев, сенатор В.Николаев,Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю.Попов. Ĕлĕкрех республика тилхепине тĕпрен илсен историксемпе экономистсене, юристсене шанса панă. Анчах та ял хуçалăх институчĕн выпускникĕсене влаçа лартни республикăшăн уссах каймарĕ пулас. Йĕркесĕрлĕхсем çиеле тухма пуçларĕ. Унта та, кунта та "бестолковый" çынсене пуçлăхăн çемçе пуканĕсем çине лартма пуçласа кайрĕç.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Эпир пурте ял ачисем, пурте хирте, фермӑра, килти хуҫалӑхра пиҫӗхнӗ. Сельхоз пӗтернисем анчах мар. Сельхоз пӗтернӗ те вара ӗҫре пиҫӗхнӗ ҫын, вара ертсе пыма та тивӗҫлӗ тесе калани вырӑнлах мар. Ӗҫӗ, паллах. урӑххинче. Республикӑна ертсе пыма ҫӗнӗлле, новаторла шухӑшлакан Элтепер тата команди кирлӗ. Республикӑ халӑхне( ҫӗр ҫинче ӗҫлеть и вӑл,заводри цехра, фермерта, усламҫӑра,стройкӑ ӗҫӗпе, апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ ҫӗрте, апатланупа суту ӗҫӗнче-и - пурпӗрех). Ҫав эффективлӑ менеджер экономикӑна тапратса яма кирлӗ.
Атила // 3913.58.4645
2015.07.23 09:54
Чӑваш патшалӑх университетӗнче электрификаци факультетне пӗтерекенсем пирки аса илтерчӗ Бор пичче.Килӗшӗпӗр.
Ют Ҫын // 3358.63.0340
2015.07.23 11:20
Тахҫанах ҫырман,ырӑ кун тӗлне пулӑр,ырӑ ҫыннӑмӗрсем.Кун пек ҫырсан темӑна пӑхӑнни пек пулат. Кам ӑҫта вӗреннине пӑхмасӑрах пирӗн Чӑващ ЕНъ валли чухлакан Этем тупса палӑртасси пӗтӗм халӑхӑн тивӗҫӗ. Эпир хӗсӗр халӑх мар,тупмаллах ҫавӑн пек ертӳҫӗне. Халӑхӑн тата уншӑн чунӗпе ҫунакан интеллигенцийӗн.
Тӑван Ҫӗре тата халӑхӑмӑра аталантармалла, паллах. Анчах та темшӗн пурте Республика пуҫлӑхӗнчен ҫеҫ ыйтаҫҫӗ, унран ҫеҫ кӗтеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах 21 район пуҫлӑхӗсем пирки пӗр сӑмах та ҫук. Ҫак яваплӑ пуҫлӑхсенчен пит нумай килет. Тата халӑх депутачӗсем пирки пӗр ырӑ сӑмах калаканӗ тупӑнайӗ- ши?