Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Анастасия Пирӗшти: Тӗрӗс-тӗкел пурӑнма тӑрӑшасчӗ

Анастасия Пирӗшти25.05.2015 19:2880819 Пурĕ пăхнă

Сиссе те юлаймарăмăр, çуркунне ырлăхĕ таврана çавăрса илме те ĕлкерчĕ. Ҫу уйӑхӗсене кĕнĕрен Раççейри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв та çывăхланчĕ.

Ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раҫҫей халӑхӗ тискер фашиста аркатнăран 70 ҫул ҫитнине паллӑ турӗ. Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи мӗн тери пысăк хуйхӑ илсе килнине эпир вӑрҫӑ хирӗнче паттӑрӑн ҫапӑҫнӑ салтаксенчен, ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсен асаилӗвӗсенчен кӑна пӗлетпӗр. Шел пулин, унта та пулсан чуна парса ҫав вӑхӑтри саманапа кӑсӑклансах каймастпӑр.

Паянхи кунсенче эпир выҫлӑхпа аптраса лармастпӑр ӗнтӗ, ҫӑвара ҫӑкӑр татӑкӗ хурассишӗн ҫухрӑм-ҫухрӑмӗпе ҫул та такӑрламастпӑр, шӑнтнӑ ҫанталӑкра ҫара уран крахмал пуҫтарассишӗн та уя тухмастпӑр. Тӑрӑшсан, ӳркенмесен, сывлӑхӗ пулсан кӗрмен ҫӗклесе лартмаллӑх укҫа та ӗҫлесе илме пултаратпӑр. Ҫапах та пӗрисемшӗн ку та ҫителӗклӗ мар. Тӳссе курман хурлӑх – ҫавӑ пӗтерчӗ этеме ӗнтӗ. Курӑр-ха, ăçта пире илсе çитерчĕ тутăллă пурнăç? Хăш-пĕр çĕршывсем паянхи кун та лăпкă пурнăçпа пурăнаймаççĕ. Раççейре сывлăша пăтракатакансем те çук мар. Ун ҫинчен пире МИХ пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Мĕнле амак çамрăксен ăнне минретет, мĕнле куçпа курăнман усал вăй ÿсекен ăрăва Адольф Гитлера Турă шайне çĕклеме хистет? Вăрçă хирĕнче пуçне хунă салтаксем паянхи пурнăç мĕнле çулпа пынине пĕлес пулсан, хӑйсен пурнӑҫӗ хальхи пӑтрашуллӑ саманашӑн ҫав тери пысӑк хак пулнине ӑнланса илӗччӗҫ.

Вăхăт малалла шăвать, пурнăç урапи хăйĕн çулĕпе малалла кустарать. Ăçта пире илсе çитерĕ вăл тепĕр 10 çултан пĕлме май çук. Çавăнпа паянах лӑпланса пурӑнмалла. Ӳсекен ӑрӑва тӗрӗс ҫулпа ямалла. Нацизм, фашизм, расизм шухӑшӗсемпе ҫунатланнӑ ҫамрӑксем нимле майпа та малашлӑхри пурнӑҫӑн тӗрекӗ пулма пултараймаҫҫӗ. Самантлӑха та пулин шухашласа пӑхӑр-ха эсир, енчен те паян вӑрҫӑ пуçланас пулсан ҫав «хастарсем» тӑван халӑх хӳттине тӑрӗччӗҫ-ши? Паллах, ыррине кӗтес ҫук.

Чӑвашсем те Раççейри ытти халăхсемпе пĕр та ҫапăçу хирĕнче юн юхтарнă. 210 пин чăваш салтакĕ тискер фашиста хирĕç тăрса мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ. Тылра вăй хуракан хĕрарăмсем, ват çынсемпе ачасем Ҫĕнтерÿ кунне кĕтсе илессишĕн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Эпир вара вӗсен ятне ярса, вӗсен паттӑрлӑхне хаклама пӗлмесӗр наци тавра пыракан тавлашура вӗҫне-хӗрне тупса пӗтерейместпĕр.

Аслӑ Аттелӗх вӑрҫин кĕрлевĕ лӑпланнӑранпа 70 ҫул иртрӗ пулин те, паянхи кун та çав тискер вăхăтри ĕç-пуçсене аса илсен ветерансемпе тылра вӑй хунӑ хастарсен куçĕсенче мĕн тери тарăн ырату палăрăмĕсем сисӗнеҫҫӗ. Вăхăт сыватмасть, чунри ыратăва самантлăха пусарать çеç ҫав. Çентерÿ кунĕ пирĕншĕн ĕмĕрĕпех ырӑ тĕслĕх пулса тăмалла. Уйрăмах, ку çамрăксене пырса тивет. Тÿрĕ çулпа утма тăрăшасчă, ырă ĕçсемпе кăна палăрасчĕ. Пуҫ хунӑ салтаксемшӗн, ветерансемпе тылри ӗҫченсемшĕн ку нимпе те танлашма пултарайман чи пысăк тав пулĕ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Микуль // 4292.84.0894
2015.05.27 10:52
Тӗрӗс-тӗкел пурӑнма тӑрӑшатпӑр,ҫакӑншӑн кӗрешетпӗр. Тавах Анастасия. Амазонка Хӗрарӑмсен малалла Тӗрӗс-тӗкел ҫулпа ертсе кайма тытӑнмаллах, Арсем ҫине шанчӑк сахалрах.
2015.05.31 17:52
Статьяна хаҫатсенче кун ҫути кӑтартсан пит аван пулмалла. (Тен, пичетленнӗ те, эп асӑрхаман)
Ют Ҫын // 2427.55.5440
2015.05.31 20:27
Настя тӗрӗс ҫырни куҫкӗрет. Анчах кун пек ҫырни хут ҫинчи "хотелкӑ" ҫеҫ. Раҫҫейре те, пирӗн Чӑвашра та хӑйсене "оппозици" текенсем йышлӑ ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем пирӗн тӑрӑха "арабская весна" текен пулӑм килессе шанса пурнаҫҫӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн кӗтеҫҫӗ теме те юрат. Вара Настя - "Вăхăт сыватмасть, чунри ыратăва самантлăха пусарать çеç ҫав"-тесе ҫырнипе килӗшме юрат.Пӗтӗм япалана танлаштарупа ӑнланма пулат.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.01 17:23
Эпӗ те ҫапла шутлатӑп,Ют Ҫын текен хӑта. Наподобие "арабской весны" кӗтсе пурнакансем наммай. Кайран мӗн пуласса та пӗлмеҫҫӗ, ун ҫинчен шутламаҫҫӗ те. Разве в нашей супер многонациональной стране можно об этом мыслить, даже помышлять нельзя.
Микуль // 4292.84.0894
2015.06.02 00:12
Чӑн та, Хыпар хаҫатра, Сувар хаҫатра ку статьяна пичетлесен аван пулмалла. Тен, тӗп редакторсем хирӗҫ пулмӗҫ. Пурте халӑхра Agabazar ҫӑварӗнчен пӑхмаҫҫӗ вӗт.
Ют Ҫын // 1442.33.9633
2015.06.06 07:39
"Тӗрӗс-тӗкел пурӑнма тӑрӑшасчӗ"-ку темӑ никамах та кӑсӑклантармарӗ пулмалла. Ара, шаритленӗ япала ҫук Agabazar валли.
Атила // 3913.58.4645
2015.06.11 09:58
Эп ӑнланмарӑм.Мӗнле майпа нацизмпа фашизм пере чвашсене интереслентерме полтарат?.Мӗнле полӑм ку?.Пустуй мӗн поплят ку?.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.16 19:52
Акасапар хӑта,тӗрӗс-тӗкелех пурӑнма тӑрӑшасчӗ.Издание пишет:"Сейчас основной целью Вашингтона является препятствование росту таких двух держав с ядерным потенциалом,как Россия и Китай.Чтобы сдержать Россию, США создали кризис на Украине. Против Москвы развернута санкционная и информационная кампании, идут постоянные военные учения НАТО у российских границ. Китаю же приходится противостоять американскому "развороту в сторону Азии" и строительству американских военных баз в Южно-Китайском море, которые призваны обеспечить контроль США над ситуацией в регионе. При этом ни Россия, ни Китай не вторгаются в Мексиканский залив и не проводят военные учения у берегов США, отмечает издание".
Agabazar // 1820.7.4954
2015.06.16 22:09
Agabazar
—Кхм... тӗрӗс-тӗкелех пурӑнма тӑрӑшасчӗ, Мичча кум!
—Эп ун пирки мар-ха, тӗрӗс-тӗкелех пурӑнма тӑрӑшасси пирки шутлап...
—Ээээ.... Эпĕ эсĕ те тӗрӗс-тӗкелех пурӑнма тӑрӑшасси пирки шутлать пулĕ тесе.... Йăнăшнă иккен....
Ют Ҫын // 5514.7.1089
2015.06.16 22:15
Agabazar кум юморист та иккен. Ну чисти Юлий Цезарь-нумайенлӗ талатлӑ чӑваш каччи. Мухтанмалли ҫех юлат.

Paĝoj: [1], 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj