


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май пурте пĕлмен япаласем пирки сăмах хускатасшăн. Вĕсене тĕнче тетелĕнче ăнсăртран асăрхарăм.
• Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ.
• 1948 çултанпа Çĕнтерÿ кунĕ тĕп уяв шутланнă, анчах ăна никам та уявламан.
• Халĕ шутланă тăрăх, вăрçă хирĕнче 43 миллион совет çынни выртса юлнă.
• Вăрçă хыççăн 7 миллион çын кăна юлнă.
• Çĕнтерÿ хыççăн та Германипе СССР мирлешмен. Çапăçу вĕçленнине 1955 çулта кăна алă пуснă.
• СССР влаçĕ çапăçура вилнĕ çынсен йышне шутласшăн пулман. Сталин палăртнă çеç: 7 миллион. Вăл вилсен те ку хисепе тепĕр хут пăхса тухман. Ку ĕçе 1980 çулсенче çеç пуçланă.
• Вăрçăра 4 пин çын тыткăнра вилнĕ.
• Украинăри 334 яла нимĕçем халăхпа пĕрле çунтарса янă.
• Нимĕçсем ярса илнĕ чи пысăк хула – Чергнигов облаçĕнчи Корюковка. Икĕ кунра фашистсем 1290 çурта çунтарнă, 7 пин çынна вĕлернĕ.
• Совет Союзĕн Геройĕн ятне 87 хĕрарăм тивĕçнĕ.
• Медальсемпе орденсене кăларса ĕлкĕреймен, çавăнпа вĕсем пурне те лекеймен
• Вăрçăра 60 пин ытла йытă пулнă.
• Йытă саперсем 33 хулапа яла минăран хăтарнă.
• Гитлер Сталина мар, Юрий Левитан директора хăйĕн тăшманĕ тесе шутланă. Совет влаçĕ Левитана лайăх сыхланă. Гитлер ăна вĕлерекене 250 пин марка пама шантарнă.
Agabazar // 2547.79.6585
2015.05.05 22:49 | |
![]() |
|
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.05 22:51 | |
Акапасар тӗлӗнтерме пӑрахмасть.Ют ҫынна чӑваш мӗн авалтанпах ЭСӖ тенине ку сайтра пурте пӗлеҫҫӗ.Никамах та хирӗҫ мар пулас.Ваше высокоблогородие тееси пулмасть ӗнтӗ пиртен. | |
Agabazar // 2547.79.6585
2015.05.06 01:00 | |
![]() |
Вăт тÿрех çакăн пек укерчĕк куç умне тухса тăчĕ:
Таймер текен чăваш Зюганов текен вырăспа тĕл пулнă та лешне çине-çине "ты Зюганов, ты Зюганов, ты Зюганов" тет... Е тата: Таймер Легостаев прокурорпа калаçать:" Ты, Легостаев, ты Легостаев, ты Легостаев..." Мĕнле пек ку ÿкерчĕксем? Паллах кунашкал нĕрсĕр ÿкерчĕксем те Аслă Çентерÿ 70 çуллăхне пăсаймĕç! Ура! |
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.06 05:08 | |
Agabazar пиар ҫынниех вара. Нимле ҫветтуй япала та ҫук уншӑн, пӗтӗм сумлӑрах пулӑмпа усӑ курса пиар еннелле туртӑнасшӑн. | |
Ют Ҫын // 2067.29.4494
2015.05.06 08:16 | |
Ку Agabazar точнӑ Совет системинчен тухнӑ экс-кӑмсамул вожакӗ. Темӑпа ҫыхӑнса мӗнте пулин вырӑнлине ҫырсан аванччӗ. | |
Атила // 3913.58.4645
2015.05.06 08:47 | |
Акапасар охмаха перет.Ку темӑна тахҫанах хопнӑ.Чӑваш чӑваша пит хисеплесе,йоратса Эс тенӗ.Вырӑсене тата французсене мӗнле ыйтаҫ,ҫавӑнпак каланӑ поль.Акапасар француз мар-и?. | |
Agabazar // 3835.63.9202
2015.05.06 16:08 | |
![]() |
Аттила:"...Вырӑсене тата французсене мӗнле ыйтаҫ, çавăн пак кала..."
Чăвашсене те çаплах: Мĕнле ыйтаççĕ — çавăн пек калаççĕ! Мĕншĕн тесен вăл вырăсран та, хрантсусран та, чукчăран те катăкрах, начартарах мар!Атила:"...Чӑваш чӑваша пит хисеплесе,йоратса Эс тенĕ..." Вăт эсĕр Атила чăваш, эп те, Акапасар, чăваш. Эп сире шутсăр хисеплесе, юратса "хăвашшист" теем, сăмахран. Е "йĕксĕк" теем (каллех шутсăр юратса тата хисеплесе!). Килĕшнĕ пулаттăр-и эсĕр çакăнпа? Э? Тепĕр тесен Атила, бор, Таймер е Ют Çын Акапасара "шутсăр хисеплет, юратать"тенине çапса пăрахсан та ĕненместĕп! |
Agabazar // 3835.63.9202
2015.05.06 16:16 | |
![]() |
Ют Ҫын: <<Ку Agabazar точнӑ Совет системинчен тухнӑ экс-кӑмсамул вожакӗ. Темӑпа ҫыхӑнса мӗнте пулин вырӑнлине ҫырсан аванччӗ.>>
Сирĕн вара кунта темăпа çыхăнни мĕн пур? "Сывă пултăр Аслă Çĕнтерÿ!" — тенĕ сăпайлăн кăна Акапасар. Темăпа хăш енчен хирĕçлет вăл? "Тĕп пултăр!" темеллеччĕ-им? :-( |
Ют Ҫын // 2490.6.7880
2015.05.06 16:40 | |
Юратать тенипе хисеплет тени хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пур. Никам та форумра Agabazar текене юратма сӑмах паман,ҫавӑн пекех Ют Ҫына,Тимӗре,Бора, ... .Тем более,псевдонима. А эсӗ тӳрех "хăвашшист" Е "йĕксĕк" сӑмахсем ҫине куҫса каятӑн. Хӑвӑн характерӗ куштан,ахӑртнех. | |
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.06 18:55 | |
"Сывă пултăр Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарни! Ура! Ура! Ура"-ку сӑпайлӑн мар,чунтан мар, иронипе калани. Витӗр курнат мӗнле куласшӑн ҫав Уявпа кӑсӑкланакансенчен. Камит вӗт. |
Сывă пултăр Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарни! Ура! Ура! Ура!