Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.4 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Сÿтĕк хĕрарӑм валли саккун çук-шим?

Таисия Ташней14.04.2015 17:4610929 Пурĕ пăхнă

Камăн мĕн шухăш пулĕ те, Мускав облаçĕнчи Шатура хулинчи 51 çулти вĕрентекенĕн юрату шухăшĕ пулнă. Вăл 14 çулти арçын ачана кăмăлланипе ăна хаклă парнесем туянса панă, ачан сăнӳкерчĕкне ĕç сĕтелĕ çинче тытнă. 14-ри яш пĕр класра вĕренекен пикепе тĕлпулнине илтсен ăна вĕлерес шухăш патне пырса çитнĕ. Халĕ хĕрарăма арестленĕ.

Кун пек шăв-шав çĕкленнĕ хыççăн шкулта камсене ĕçлеттересси пирки ыйту сиксе тухать. Пуçĕ сывă çын 14 арçын ача çумне çулăхма пултарĕччĕ-ши? Кун пек вĕрентекене паян пурте тиркеççĕ-хурлаççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Ачасене воспитани пама тивĕç çын çавăн пек хăталннине ниепле те тӳрре кăлараймăн. Анчах эпĕ паян тепĕр самант пирки те сăмах хускатасшăн.

Хĕрарăмсене тӳрре кăларас тесе пачах каламастăп-ха. Хĕрарăмăн çавăн пек тыткаларăшне общество тӳрех хурлама тытăнни йĕркеллĕ пулăм евĕр туйăнать. Çав вăхăтрах ватă е çулланнă арçынсем çамрăк хĕрарăмсемпе хĕрсене курса вĕсем пирки ĕмĕтленнине эпир лăпкăнрах йышăнатпăр пек туйăнать. Ачи-пăчине ӳстернĕ хыççăн тепĕр арçынсем хăйсен текех çамрăк мар арăмĕсене пăрахса хăйсен хĕрĕ çулĕнчисем патне пăрахса кайнине тата мĕнле тӳрре кăлармалла? Е сӳтĕк арçын валли кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен саккун çук-ши?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ют Ҫын // 3199.70.7123
2015.04.16 12:23
Тӗрӗссипе,Ташней юлташ темелле е инке темелле,пӗлместӗп. Тӗрӗссипе асӑннӑ историнче нимле уҫӑмлӑх та ҫук. Ятарласа вӑхӑта шеллемесӗр пӑхрӑм ТВ па ик передачӑ-нимле уҫӑмлӑх та ҫук.Эп те Таиси шухӑшпе килӗшеп, арҫыннисем пурте тенӗпе пӗрех ҫамрӑкрашкасем патне ҫыпҫӑнаҫҫӗ,физиологи ӗнтӗ ку.Анчах та чарӑнма та пӗлмелле пурнӑҫра.
Зина // 1481.5.3496
2015.04.17 07:51
Юлашки вăхăтра хăш пĕр ашшĕ-амăшĕсем вĕрентекенсем çине ытлашшипех тапăнаççĕ.Ачисене вĕренсе килменнишĕн те, шкулта уроксенче планшетпа, телефонпа выляса ларнишĕн те,урокри дисциплинăна паснишĕн те, пĕрле вĕренекенсемпе вĕрентекенсене кÿрентернишĕн те асăрхаттарма та юрамасть.Ашшĕ-амăшĕсем халĕ ачисемшĕн тем тума та хатĕр.Тăтăш асăрхаттару паракан вĕрентекенсене чăтма пултараймаççĕ,çăхавсем çырма тытăнаççĕ, элек сараççĕ е тата тÿрех прокуратурăна çитеççĕ. Вĕрентекенĕн эппин шкул ачин япăх енĕсене пĕрре те курмалла мар. Тен, вĕрентекенсене ĕçлеме пулăшмалла. Халĕ шкулта çамрăк вĕрентекенсем йывăр лару-тăрăва пула тытăнса тăмаççĕ, пенси çулне çывхарнисемпе пенсие тухнисем çеç çакна шăл çыртса тÿсеççĕ. Çак калаçури вĕрентекен те 14 çулхи вĕренекен çине куç хывса çылăха кĕмен пуль ĕнтĕ. Хăшпĕр вĕренекенсем вĕрентекенсем пултаруллă вĕренекенсемпе нумайрах ĕçлесен те "Ăна çеç юратан",тесе хăйсен пуçĕсене те парта çинчен çĕклемеççĕ... Хăйсене "айтăр ку ыйтăва пĕле сÿтсе явар"_ тесен те усси çук..
2015.04.18 08:57
Таисия Ташней
Материалне çырнă хыççăн хам та пăхрăм Малаховăн кăларăмне. Ман шутпа, хĕрарăма юри такам сăтăр тăвасшăн...
Agabazar // 3733.85.4570
2015.04.18 09:06
Agabazar

Вĕрентевçĕ=Учитель

Ют Ҫын // 1574.17.1212
2015.04.18 15:11
Ашшӗ-амӑшӗ чӑнах хӑйсен пепкисемшӗн такама кӳрентерме хатӗр, за редким исключением ӗнтӗ. Аслӑ класри ачисем уже хӑйсем кама угодно кӳрентерме пултараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах шкулта вӗрентес ӗҫре ӗҫлес текен шухӑшлисем нумай мар,мӗншӗн тесен шалу начартарах.

Paĝoj: 1, 2, [3]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj