Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Сÿтĕк хĕрарӑм валли саккун çук-шим?

Таисия Ташней14.04.2015 17:4612014 Пурĕ пăхнă

Камăн мĕн шухăш пулĕ те, Мускав облаçĕнчи Шатура хулинчи 51 çулти вĕрентекенĕн юрату шухăшĕ пулнă. Вăл 14 çулти арçын ачана кăмăлланипе ăна хаклă парнесем туянса панă, ачан сăнӳкерчĕкне ĕç сĕтелĕ çинче тытнă. 14-ри яш пĕр класра вĕренекен пикепе тĕлпулнине илтсен ăна вĕлерес шухăш патне пырса çитнĕ. Халĕ хĕрарăма арестленĕ.

Кун пек шăв-шав çĕкленнĕ хыççăн шкулта камсене ĕçлеттересси пирки ыйту сиксе тухать. Пуçĕ сывă çын 14 арçын ача çумне çулăхма пултарĕччĕ-ши? Кун пек вĕрентекене паян пурте тиркеççĕ-хурлаççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Ачасене воспитани пама тивĕç çын çавăн пек хăталннине ниепле те тӳрре кăлараймăн. Анчах эпĕ паян тепĕр самант пирки те сăмах хускатасшăн.

Хĕрарăмсене тӳрре кăларас тесе пачах каламастăп-ха. Хĕрарăмăн çавăн пек тыткаларăшне общество тӳрех хурлама тытăнни йĕркеллĕ пулăм евĕр туйăнать. Çав вăхăтрах ватă е çулланнă арçынсем çамрăк хĕрарăмсемпе хĕрсене курса вĕсем пирки ĕмĕтленнине эпир лăпкăнрах йышăнатпăр пек туйăнать. Ачи-пăчине ӳстернĕ хыççăн тепĕр арçынсем хăйсен текех çамрăк мар арăмĕсене пăрахса хăйсен хĕрĕ çулĕнчисем патне пăрахса кайнине тата мĕнле тӳрре кăлармалла? Е сӳтĕк арçын валли кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен саккун çук-ши?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.18 17:47
Пӑхрӑм кӑларӑмне,нимех те тӗлли-палли ҫук. Атьӑр-ха, хамӑрӑн хӗрарӑмсем ҫинчен,леш инҫете ӗҫлеме каякансен хӗрарӑмӗсем ҫинчен сӑмар пуҫарар. ТВ-ри пулӑм инҫетре. Пирӗннисем ҫинчен кулӑш ӑсти В.Сергеев "арҫиннисем укҫа ҫапаҫҫӗ,хӗрарӑмӗсем вара- ... " тесе сцена ҫинченех ним хӗрелмесӗрех калать те. Вара малалла мӗнле пурӑнмалла.
Псаки // 4292.84.0894
2015.04.19 08:52
Сӳтӗк хӗрарӑм ҫинчен кирлӗ мара поплятӑр. Ҫармӑссен тӗп хули мерсӑр порнать 3 кун,ҫавна шыраса топмалла.Пӗтӗм халӑхӑн хотшӑнмалла-"По сообщениям очевидцев, Павла Плотникова видели уезжающим со стоянки на отечественном автомобиле". Кам айӑплӑ, каллех хӗрарӑм?
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.19 15:24
Те сӳтӗк теме васкамалла,те упкелеме васкамалла мар. Кунта ТВ ри пиар ытларах пек туйӑнать. Паянхи кунра ТВ тата укҫа пит усал ӗҫ нумай тӑваҫҫӗ. Телевизорта Киркоров та мӗнле калать-надо быть полным дураком(таковым я и являюсь),чтобы завоеванную любовь первой женщины страны потерять или отдать в другие руки.Пӑхӑр Пугачевӑ текен хӗрарӑма халалланӑ кӑларӑма.Хам крнипе хам илтнине калатӑп. Маразм мар шим ку? Пурне те укҫа ухмаха ертсе янӑ.
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.19 21:20
Топӑннӑ сан Йошкр Ола мэрӗ.Паллах, каллях хӗрарӑм айӑплӑ.Опӑшка ҫок килте-милиципе шыраттарат охмахскер.А то милийин тек ӗҫ ҫок.Кильти выльх килех килет-тетчӗ ман апи он пак чохне.
Ют Ҫын // 1253.54.8168
2015.04.19 22:15
топӑннӑ Йошка мерӗ, пит лайӑх. Ытти ҫухалнисем те топӑнччӑр, пурте килех таврӑнччӑр.Луччӗ ан ҫохалччӑр тӑван килтен.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.20 10:06
Тимĕр текенни вĕçкĕнленсех кайрĕ, юри "вирьялла" çырать. Аташук теççĕ ун пеккисене пирĕн Ялта. Хăватлă литература чĕлхипе усă курасчĕ, шăллăм.
Атила // 3913.58.4645
2015.04.20 10:49
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: тепӗр хутшӑнакана кӳрентерни
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.20 12:55
Хӑватлӑ вирьял чӗлхи мӗнпе айӑпа кӗнӗ Яковлев ҫирӗплетнӗ литература чӗлхи?.Пур литература чӗлхи.Пур аслӑ та мӑнаҫлӑ пин ҫолти ати-апи чӗлхи.Пасара ме чармас Админ?.
Agabazar // 3595.28.0701
2015.04.20 13:49
Agabazar
Таймер, илткеленĕ эпир эсир калаçкаланине: Ни вирьялла, ни анатрилле, ни хиртекле, ни çарăмсанла, ни куславкккалла, ни стандартлă чăвашла йĕркеллĕ калаçаймастăр эсир тÿррипе. Каласшăн та марччĕ кун пирки, ирĕксĕрех калаттаратăр... "Смесь нижегородского с французским" — çапла каланă классиксем (А.С.Грибоедов)
Agabazar // 3595.28.0701
2015.04.20 13:58
Agabazar
"...Тимĕр текенни вĕçкĕнленсех кайрĕ, юри "вирьялла" çырать. Аташук теççĕ ун пеккисене пирĕн Ялта. Хăватлă литература чĕлхипе усă курасчĕ, шăллăм..."

Хайхи статья хыççăн курнăçланма пусларĕ теес пулать. Мĕн, эп калаçма пултараймастăп-и "вирьялла"? Ним те мар калаçма пултаратăп! Вара мĕн? Вара çавна кура стандартлă чĕлхене пăрахăçлас çул çине тăмаллла-и? Сăмах май каласан, Яковлев нимĕн те "çирĕплетмен". Вăл пĕтĕм ĕмĕрне вырăсла калаçса ирттерсе янă. Паллах, паянхи Тимер те чăннипе чăвашла питĕ сайра калаçать пурнăçра.

Paĝoj: 1, [2], 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj