Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Театрта хамӑра тытма пĕлетпĕр-и?

Таисия Ташней05.04.2015 19:012541 Пурĕ пăхнă

Театра çÿреме юратакансем пирĕн хушăра сахал мар. Анчах унта хамăра тытма пĕлетпĕр-и-ха? Пĕррехинче СССР халăх артисчĕ, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕ Вера Кузьмина калани асра юлнăччĕ. Театра пынисем залра апат çисе ларни пирки вăл: «Выçă çÿреççĕ-ши çав çынсем?» – тесе тĕлĕнсерех калаçнăччĕ вăл.

Чăн та, театрта та хăйĕн йĕрки пур. Кăткăс мар правилăсене астуса юлар-ха эппин:

1. Билет туяниччен зал планĕпе паллашăр. Ăна билет сутакан касса чÿречипе юнашар вырнаçтараççĕ. Ун тăрăх хăвăра килĕшекен вырăна суйлăр.

2. Театра капăр çипуçпа каймалла. Арçынсен тĕксĕм костюм тăхăнмалла, хĕрарăмсен – çын çине тухса кĕмелли платье. Джинс тăхăнсан та кĕртĕç-ха, анчах хăйне хисеплекен тата театр этикетне пĕлекен çын ун пек тумпа каймĕ. Хĕрарăмсен те театра шăлаварпа каймалла мар.

3. Театра хĕлле кайнă чух хĕрарăмсен туфли чикмелле. Атта гардеробра хăвармалла та курав залне туфлипе кĕмелле, мĕншĕн тесен каçхи шутланакан платье атăпа килĕшÿллех курăнмасть.

4. Духипе виçеллĕ усă курмалла. Вăл темле хаклă пулсан та ăна нумай сапмалла мар.

5. Алăра пысăк сумка, çăтăртатакан хутаç пулмалла мар.

6. Театра спектакль пуçланиччен 20-30 минут маларах çитмелле. Ку вăхăтра çиелти тумтире хыпăнмасăр хывса çакма, çÿçе йĕркене кĕртме, программа туянма, хăвăр вырăна йышăнма ĕлкĕрейĕр.

7. Хăвăр вырăнăр патне çитессинче те йĕрки пур. Енчен вырăнăр варринче пулсан ыттисене кансĕрлес мар тесе маларах кĕрсе ларма тăрăшăр. Енчен каярах юлсан рет варрипе иртнĕ чух çынсен енне питпе пăхмалла, кансĕрленĕшĕн хуллен е пуçпа сулса каçару ыйтмалла. Енчен вырăнăра йышăннă тăк администратортан пулăшу ыйтмалла. Зала кĕме виççĕмĕш шăнкăравччен юлмалла мар. Спектакль пуçлансан партер алăкне антрактчен хупаççĕ. Кая юлсан администратортан пулăшу ыйтмалла. Сире урăх вырăнта вырăн тупса парĕç. Антракт вăхăтĕнче хăвăр вырăна куçса ларăр.

8. Чавса хурса лармаллине иккĕшне те йышăнмалла мар. Пĕри – сире валли, тепри – кÿршĕр валли. Юнашар лараканпа тĕршĕнсе ларни те çынна хисеплеменни: сирĕн хыçăртисем те спектакль пăхасшăн. Пĕр-пĕрин çине сĕвенсе ларни хыçра ларакансене кансĕрлет.

9. Зала шăккăлат, бутерброд, панулми тавраш илсе кĕмелле мар. Енчен хытах выçса кайнă пулсан театрти буфета кĕрсе çыртса илĕр.

10. Спектакль вăхăтĕнче шăпăрт лармалла. Пĕр-пĕринпе калаçни, тапкаланса ларни куракансене кăна мар, артистсене те кансĕрлет. Çавăн пек хăтлансан сире администратор залран тухма ыйтма пултарать.

11. Телефон пуçланиччен карас телефонне сÿнтермелле. Шăнкăрав куракансене кăна мар, артистсене те кансĕрлет.

12. Спектакль вăхăтĕнче сăн тата видео ÿкерме администратор ирĕк парсан кăна юрать.

13. Шăнса пăсăлнă вăхăтра театра каймалла мар: ÿсĕрни тата сунаслани те куракансемпе артистсене кансĕрлет.

14. Кĕтмен çĕртен япăх пулса кайсан ыттисене кансĕрлемесĕр залран шăпăрт тухма тăрăшăр.

15. Спектакль вĕçленес умĕн гардероба хыпăнса чупма кирлĕ мар. Çипуçăра ыттисенчен пилĕк минут маларах илнипе нумай мала каяймăр. Артистсем сцена çинче пуç тайнă чух вĕсене ал çупса тав тума ан ÿркенĕр.

16. Гардеробăн номерне çухатсан штраф тÿлеме тивĕ.

17. Спектакле урăххипе ылмаштарсан е ăна урăх куна куçарсан билета кассăна пама юрать.

18. Актерсене чечек парас тесен администратор урлă тыттарăр.

19. Каçхи спектакльсене 6 çулчченхи ачасемпе кĕртмеççĕ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru