Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Чухăнлăхра ÿснĕ çынсен йăлисем

Софья Савнеш05.04.2015 11:393424 Пурĕ пăхнă

Чухăнлăх - инкек мар теççĕ. Чухăнлăхра, çити-çитми пурнăçпа ÿснĕ çынсен йăли ĕмĕрлĕхе юлать-мĕн. Укçа енчен лару-тăру лайăхлансан та. Джон Чиз 35 çул чухăнлăхра пурăннă. Вăл çак тапхăрта унчченхи йăласенчен хăтăлайман-мĕн. Акă мĕн çырнă вăл.

1. Йÿнĕ апат-çимĕç. Чухăнрах пурăнакансем çимĕç туяннă чухне хакне тата усă курмалли срокне пăхаççĕ. Пĕрремĕшĕ пĕчĕк пултăр, срокĕ вара – нумайрах. Пахалăхĕ, тути, кам туса кăларни пирки шутламаççĕ. Ку – гурмансем валли. Чухăннисем эрнере пĕр хут лавккана çÿреççĕ. Е сайрарах та. Улма-çырла, пахча çимĕç ытла хаклă пек. Какай-и? Калаçмалли те çук.

2. «Ытлашши» укçа. Унăн енчĕкĕнче пысăк укçа – сайра тĕслĕх. Пулсан та ăна хăвăртрах тăкакламалла. Ку – чухăнлăх «инфекцийĕ». «Хура куна» валли хăварасси йăлара çук. Ахаль те кашни кун «хура». Çын йăлтах тăкаклать, малашнехи пирки шутламасть. Парадокс: чухăн çын укçа перекетлеме пĕлмест, пуянни пачах тепĕр май.

3. Парнесем. Укçа çук тăк кун пирки шутламалла та мар. Çуралнă куна Fix Price лавккаран туянсан çеç. Ачасем те çемьери лару-тăрăва ăнланаççĕ, нăйкăшмаççĕ. Çĕнĕ пушмак туянсан та – çаралнă кун ячĕпе. Уяв тепĕр çур çултан çеç çитни те темех мар. Пуянрах пурăнма тытăнсан аслисем ачисене парнесемпе иртĕхтерме тытăнаççĕ.

4. Бухгалтери. Чухăнсем пĕрмай укçа шутлаççĕ. Вĕсем карточка çинче мĕн чухлĕ укçа пулнине пĕлеççĕ. Юлашки пус таранах. Лавккара карçинккана хунă çимĕçсен хакĕсене ăсра шутлаççĕ, чека тĕрĕслеççĕ. Вĕсем ЖКХ тарифĕсене, вĕсене шутламалли формулăсене пĕлеççĕ.

5. Килте уйрăмах кирлĕ япаласем. Укçа çук чухне çын халĕ мĕн кирлине çеç туянать. Тĕслĕхрен, çулла хĕллехи курткăсене йÿнĕпе сутаççĕ. Чухăнни ăна укçа кăшт пулсан та туянмасть. Хĕллеччен пурăнмалла вĕт. Çулла хĕллехи мĕн тума кирлĕ? Аппăшĕ-пиччĕшĕсем хыççăн тăхăннă çынсем шăлавар çĕтĕлсе пĕтсен çеç çĕннине туянаççĕ. Каллех парадокс: чухăна шоппинг савăк кÿмест. Укçа пур, анчах ăна тăкаклама шел.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj