Камăн мĕн шухăш та, эпĕ вара хальхинче - арçынсен халсăрлăхĕ пирки-ха. Ку темăна манăн Нью-Йоркра пурăнакан 83 çулти Кармен Делль'Орефиче халĕ те арлă-арăмлă хутшăнупа пурăннине пĕлтернине вуланă хыççăн хускатас килсе кайрĕ. 68 çул мода тĕнчинче ирттернĕ çав хĕрарăм паян та чипер. Хăй вăл Итали скрипачĕпе Венгри балеринин çемйинче çуралнă. Ĕмĕрĕнче подиум тăрăх самай километр утнăскер чи вăрăм карьерăллă модель шутланать. Çавна пулах ăна Гиннес кĕнекине кĕртнĕ. Паян та вăл чипер. Унтан та ытларах арçынсемпе чун киленĕçĕ тупнине пытармасть иккен кинеми çулĕнчи чиперкке.
Анчах арçынсем ар вăйне çавăн чухлĕ упраса хăвараяççĕ-и-ха? Çын чунне кĕрсе кайма пултаракан специалистсем палăртнă тăрăх, арçынсем арлă хутшăнусенче халсăрланса пыраççĕ пулать. Темиçе çул упрăннă хыççă мар, çăмрăклах хăшĕсем аптăрама пуçлаççĕ. Хăйсен вăйсăрлăхне йышăнаймасăр ĕçе сулăнакансем те пур тесçĕ. Теприсем тата шăпах эрехе пула халсăрланса юлаççĕ.
Çапах та арçын халсăрлăхĕ мĕрен килет-ши? Кун пек теприсем арăмĕсене хурлама пăхаççĕ иккен. Вĕсем, мăшăрĕсем, илĕртме-астарма пĕлменнипе çавăн пек пулса кайнă пулать. Теприсем чир-чĕрпе сăлтавлаççĕ. Пулĕ те. Ара, кирек епле амака та çийĕнчех сиплемелле-çке. Шала ясан чирĕ те йывăрланса каять, ытти амака та пуçарса ярать.
Çапах та мĕнре-ши арçын халсăрланнин сăлтавĕ?..
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.