Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Тепĕр лини уçнă тенĕрен....

Таисия Ташней25.03.2015 21:271891 Пурĕ пăхнă

Юлашки вăхăтра çынсемпе пур çĕрте те тенĕ пекех сăпайлă калаçма тытăнчĕç. Халăха меллĕ пултăр текелесе нумай компани хĕрÿ лини номерĕсем те уçать. Анчах çав номерсем пурте йĕркеллех ĕçлеççĕ-и-ха?

Эп сиснĕ тăрăх, çук. Акă, çавна çирĕплетекен темиçе тĕслĕх. Тĕнче тетелне килти компьютертан урăх компани урлă тухмалла тăвас терĕм. Каланă - тунă. Хĕрÿ лини номерĕпе шăнкăравласа хăш-пĕр ыйтăва уçамлатма шăнкравлатăп. Лини вĕçĕнче автомат калаçать, эп çыхăнас тенĕ самантра операторсем пурте ĕçлĕ иккенне пĕлтерет, анчах кăштахранах ман пата хăйсем шăнкравласса ĕнентерет. Суяççĕ пуль тетĕр-и? Çук, кăштахранах шăнкравларĕç. Тепĕр куннех тĕнче тетелĕпе çыхăнтарса та пачĕç.

Пĕринче хайхи çыхăну тĕнче тетелне йăпăр-япăр илсе тухми пулчĕ: аран-аран кĕртет. Техника пулăшăвĕ текен уйрăма шăнкравлас-ха терĕм. Вăхăчĕ те аванахчĕ-ха, каçхи 10 сехетсемччĕ. Шăп та лăп 50 минут кĕттерчĕç. Автомачĕ: "Ан пăрахăр. Оператор пушансанах тытать", - тесе кашни минутра тенĕ пек каласа тăрать. 50 минутран пушанчĕ те оператор.

 

"Сирĕн шăнкăравăр пирĕншĕн питĕ хаклă. Телефона ан сÿнтеĕр, лини çинчех юлăр", - текен йышши тепĕр лини те пур юлашки вăхăтра. Вăл нумай хваттерлĕ çурта тĕплĕн юсас ыйтăва уçăмлатма тесе уçнă номер. "Çынсем йышлăн ыйтнине кура тепĕр лини уçнă", - хыпарланă кун пирки официаллă çăлкуçсенчен пĕринче. Атту унчченхипе шăнкăравласа илме хĕнччĕ. "Йышăну пÿлĕмĕпе çыхăнма 1 çине пусăр, юристсем кирлĕ тĕк 2 пусмалла, производство пайне 3..." - тесе хыпарлать-ха автомачĕ, анчах хăть 1 çине пус, хăть 4 çине - тытакан çук. Кĕтсен-кĕтсен "халĕ пурте ĕçлĕ" тесе хыпарлать те каллех унчченхи цифрăсене пусма сĕнет. Тепĕр лини уçнине илтсен савăнмаллипех савăнтăм. Çынсем те пĕлччĕр, çырса пĕлтерем-ха тетĕп. "Чим-ха, малтан шăнкăравласа пăхам-ха", - тесе телефон кĕпçине алла илтĕм. Çук, никам та тытмасть. Икĕ минут кĕтрĕм, пиллĕк, вуннă. Пулмарĕ шăнкăравласа илесси. Аптрушки ку хĕрÿ линисемпе. Е вĕсем хăйсен интересне кăна хÿтĕлеме кирлĕскерсем-ши?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj