Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5239092 Пурĕ пăхнă

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Атнер // 3913.58.4645
2015.04.01 16:45
Родионов статьи тухнни Хыпарта улшӑнусм пулнипе кӑна ҫыхӑннӑ.
Микуль // 4292.84.0894
2015.04.01 19:15
Маш шутпа,"Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ"-тесе калани йӑнӑшрах.Туркай вӑрттӑн тусан вӗсене ҫисе яратчӗ пулӗ ӗнтӗ. Пӗр-пӗринпе калаҫсах пичетленӗ пек туйӑнать.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.02 08:55
Атила хӑта:"Бор тӗрӗс поплят.Прохановпа Кургинян тата Жириновский каланине кӑна курса лармалла сенкер зкрантан."-кун пирки эп ним те каламан.Пирӗн телевидени вполне толерантлӑ.Прохановпа Кургинян калаҫни эфирта 1 %-та ҫук.Сире валли Евроньс та ытти каналсем те пур.Турципе килӗшӳллӗ пурнакан Атиллӑ Истамбулта паянхи иртекен пӑтӑрмахсене камсем ертсе пынине ман пек Ӑс сахаллисене ӑнлантарма пултарсан пит пахаччӗ(тен,СВР-служба внешней разведки России?).Тата Хыпар хаҫатра тӑван халӑха ӑнлантарса парсан пит килӗшӳллӗ пулмалла(Туркайпа эсир ҫывӑх няк).Малтанах тав сӑмахӗ,рехмет.
мучавар мар // 4092.05.8024
2015.04.02 14:52
Эсир савăнма ан васкăр. Тепĕр верси те пур. Родионова пичетлерĕ Туркай, мĕншĕн тесен унăн 5-мĕш колоннăри пĕтĕм çынна тупса палăртмалли тĕллев пур тăр, ВВП шанчăкне тивĕçтермелле-çке... Тата, Родионовăн статьине пичетленĕ хыççăн шар Туркай енче пулать. Вăл хăй, е ухмах пулмасан, çын ("мы Пастернака не читали, но..." текенни) аллипе Родионовăн статьине хирĕç тата аркатуллăрах, вирлĕрех статья пичетлесе кăларать – а-ля "аэсĕхăвкамхавообше?!" Вара çĕнтертĕм тесе ларса сăвă çырса кăларать.
Çапла майпа Родионова та хирет "çутă малашлăх" çулĕ çинчен. Вĕсем туслах пулманни çинчен илтнĕччĕ. Список "антисоветчиков" пуçланчĕ: Хусанкай,Родионов,Илле... Шырасан - тупăнать иккен. Уйрăмах Туркай пеккисене хушсан. Истори çаврăнса таврăнать пулмалла. Черетре кам-ши?
Agabazar // 2528.03.9291
2015.04.02 17:39
Agabazar
Кашкăртан хăрас-тăк, вăрмана та ан кай.
Ют Ҫын // 4079.24.7295
2015.04.02 17:44
Тата мӗнле верҫи пур-ши ку статья пирки? Ытлашши тарӑн шухӑшлӑ мар и ку верҫисем? Унта МИ-6 тата Моссад хутшӑнӑвӗ пур шутпа. Кӗтсе пӑхар эппин тепӗр темиҫе верҫи,чӑваш халӑхӗ талантсемпе хӗсӗр мар.
2015.04.02 21:55
Аксар Чунтупай
Кунта "цинизм" текенни пур, çав кăна....
Agabazar // 4248.73.9420
2015.04.03 01:37
Agabazar
Цинизм тенине ма хăлăпкасемпе хупнă вара? Чăн-чăн цинизм мар-им? Суя цинизм-им?

Цинизм текенни пĕлĕтрен хăйне-хăй татăлса аннă пек ан калаçăр, тархасшăн!



Ют Ҫын // 4079.24.7295 2015-04-02 17:44: <<Тата мӗнле верҫи пур-ши ку статья пирки?>>

Верçи е Çерçи ?

Пасар // 4117.51.7078
2015.04.03 09:31
Тухнă статья, вара мĕн? Мĕн версисем шыраса ларатăр? Хыпар сайтне кĕрсе пăхăр-ха луччă: Хыпар команди Хусана кайса килнĕ, Никольский палăкĕ умне чечек хунă. Умĕнхи номерте вара хаçатăн 1-мĕш стр. Хыпар никĕслевçи Никольский пулнине асăннă. Те Туркайĕ йÿтеврен тухса пырать, те малтанхи редактор идеологийĕ каялла таврăнать. Арлановпа Максимов малтанхипе ĕçлеме чылай аванраххине уççăнах калаççĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.03 10:25
Пасар текенни те тӗрӗс ҫырать. Верси шыраса лараҫҫӗ ним ӗҫлеме аптранисем.Ӗнер ЧӑвашЕнъ телевиденийӗ те кӑтартрӗ Хусанта Хыпар делегацийӗ ҫӳренине.Пӗтӗмпех вырӑнлӑ пек.
Малтанласа пирӗн хӑватлӑ Чӑвашсен эпир кам пулнине ӑнланса илсен пит лайӑх пулмалла.Камсем эпир,мӗнле халӑх,хамӑра тӗнчере сыхласа хӑварас инстинк тени пур и пирӗн,мӗн тума пултаратпӑр ҫавна тума,кампа пӗрлешсе малалла аталанма пултаратпӑр?Никам ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑр тӑнлӑ-пуҫлӑ,чунӗпе чӑвашлӑхшӑн тата ЧӑвашЕнъ чечекленессишӗн ҫунакан чӑваша Элтепер вырӑнне шанса пама пултаратпӑр-и?Унсӑрӑн пуш параппан ҫапни ҫеҫ, леш кантур "ӗҫченӗсем" валли ӗҫ тунӑ пек кӑтартни.

Paĝoj: 1, ... 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj