 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Ют Ҫын // 1123.01.7669 2015.04.06 07:50 | |
| Йÿтев процесне кам чараять? Ҫав процеса чаракан улӑп ҫуралаймарӗ пулмалла. Тепӗр тесен,пирӗн хушри ҫыравҫӑсем Улӑпа ним вырӑнне хумаҫҫӗ. Куштанраххисем пур пирӗн хушра. | |
| bor1959 // 1039.8.4424 2015.04.06 09:34 | |
| Чӑн та,Пасар хӑта,Сÿ-тĕк-сем!!!!!!!!!!!!! 
 Эпӗ тахҫанах ҫапла калатӑп.Анчах та Пасар ҫырать Акасапар патне:"Акапасар, мĕн тумалла ку аркатуçăсемпе?". Акасапарӗ хӑй те кӗмеҫ-и ҫав аркатуҫӑсем хушшине? | |
| Акапасар // 1384.6.2416 2015.04.06 16:56 | |
| Нимĕнле Улăпсем те çук. Кунта, пирĕн патра çук.  Мĕнпур Улăпсем Кремльте лараççĕ. | |
| Ют Ҫын // 2566.53.5956 2015.04.06 20:18 | |
| Кремльти Улӑпсем ҫине ална сулха эсӗ,хӑвӑн Улӑпусене хисеплесе вырӑна хур.Халлӗхе пӗркенчӗке унталла-кунталла турткалани ытларах курӑнать. | |
| Agabazar // 1677.02.0449 2015.04.06 23:22 | |
|  | Калап-çке-ха ĕнтĕ, кунта Улăпсем çук тесе. Апла пулин те хăйсеннех переççĕ. Кам кунти Улăп? Таймер-и? Туркай-и? Е.... Юрий Виноградов-и? | 
| Конми // 3526.4.1784 2015.04.06 23:28 | |
| Каллех кирлĕ мар çĕртенех шăв-шав çĕклетĕр. Диалектсем - челхемĕрĕн пуянлăхĕ. Диĕалектсемпе тăмсайрах чĕлхеçĕсем кĕрешеççĕ. Диалектсенчен кулни-мăшкăлланин сиенне пĕлмесĕр чĕлхемĕрти нумай сăмаха çухаттартăмăр. Анне, апай, апи вырăнне ахальтен мар МАМА кĕрсе ларчĕ чылай вырăнта. Хамран ХĂНЧА ЧĂВАШĔ тесе кулнине епле манăп. | |
| Конми // 3526.4.1784 2015.04.06 23:43 | |
| Диалектсем пăсăк чĕлхесем мар. Çакна шкулсенче тĕрĕс ăнлантармалла. Литература чĕлхин хăйĕн вырăнĕ: хаçат-журнал, театр, радиопа телевидени, обществăллă форумсем, ача сачĕсемпе шкулсем. Диалектсем, вырăнти калаçу - кил-йышра, пускилте, урамри хутшăнура, хамăръенсен тĕлпулăвĕнче. Анатрисемпе вĕсем патĕнче анатрилле, турисемпе - турилле калаçать чăн чăваш, тăван халăха хисеплеме пĕлет пулсассăн. | |
| Agabazar // 4051.43.3901 2015.04.07 06:14 | |
|  | Конми юлташ,
 Сăмах унта диалектсем пирки пымасть. Чăваш чĕлхинчен темĕнле ытти УЙРĂМ ЧĔЛХЕСЕМ уйăрса кăларасшăн. Пĕлетĕр вĕт 1920-мĕш çулсенче тутар чĕлхинчен пушкăрт чĕлхине уйăрса кăларнине? Халь вара, паянхи кун, пушкăртсемпе тутарсем, çав тери çывăх чĕлхеллĕ халăхсем пулин те, йытăпа кушак пек пурăнаççĕ. Мĕн, çав япаларан тĕслĕх илмелле-им пирĕн? Диалектсем пуррине кам пелмест? Паллах, пур вĕсем. Чĕлхе чĕрĕ юлсан, малашне те пулĕç. | 
| Agabazar // 4051.43.3901 2015.04.07 06:19 | |
|  | Вырăс чĕлхинче наречие сăмах пур. Вăл уйрăм чĕлхепе калаçакансен кĕçĕнрех пĕрлĕхне пĕлтерет. Эп çав сăмаха чăвашла ЧĔЛХЕВ теме сĕнетĕп. http://termin.chv.su/term/3077.html
 татах та кĕçĕнрех пĕрлĕхе диалект теççĕ. Татах та кĕçĕнреххине — калаçу. Язык. Наречие. Диалект. Говор. https://ru.wikipedia.org/wiki/Идиом | 
| Ют Ҫын // 1876.75.8586 2015.04.07 10:59 | |
| Пит тӗрӗс ҫырать Конми чӑваш.Анне,Апай,Апи текенсем сахалланчӗҫ, пӗтӗм ял ачи упкелешсех  Мама тесе чӗнеть. Эпӗ "чӗнет" тата "чӗнеть" тесе калама пултаратӑп. Маншӑн ним те улшӑнмасть. | |
