Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Галина Никитина: Ăнăçлă тата ăнăçсăр мăшăрлану: уйрăмлăхĕ мĕнре?

Галина Никитина18.03.2015 19:412527 Пурĕ пăхнă

Ăнăçлă мăшăрлану ăнăçсăрринчен мĕнпе уйрăлса тăнине психологсем тишкернĕ те çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне çитсе тухнă.

Лайăх мăшăрлану характеристики:

– мăшăрсем хăйсене епле пур, çавăн пек йышăнаççĕ. Çавна май вĕсем хăйсене лайăхрах пек кăтартассишĕн пĕрне пĕри мĕскĕнлетмеççĕ;

– ăнланманлăхпа расна шухăшлава сÿтсе яваççĕ, çавăншăн хĕрсе тавлашмаççĕ;

– мăшăртан иккĕшĕ те шанчăклă, хăйсен хутшăнăвне аталантарасшăн.

Ăнăçлă мăшăрланнисем хăйсене кирлĕлĕхне çак енĕпе тивĕçтерееççĕ: чун-чĕре тата ÿт-пÿ енчен çывăхланнинче; ар-арăмлă хутшăнура; хăйсен ĕçне тата тавралăха юратнинче.

Çывăхлану пирки каласан, ăнăçлă мăшăрланнă çынсем хăйсене мĕн пăшăрхантарни, мĕн туйни пирки пĕрне пĕри каласа кăтартаççĕ, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланаççĕ. Чун-чĕре тата психологи тĕлĕшĕнчен çывăхланине пула вĕсем хăтлă туяççĕ.

Ăнăçсăр мăшăрланурисем ăнманлăхран хăраççĕ. «Кĕнекере çырнă пек туймасан эпĕ чăн-чăн хĕрарăм е чăн-чăн арçын мар», «Йăлтах партнертан килет», «вăл мана юратнă пулсан ăнланнă пулĕччĕ» йышши шухăшпа минреççĕ.

Пĕр пек япалапа кăсăкланаканни те хутшăнăва çирĕплетет.

Ăнăçлă мăшăрланнă çынсем хăйсене мĕн пăшăрхантарни-шикленнине ăнланаççĕ, çакăншăн теприне айăпламаççĕ.

Ар-арăмлă хутшăнура кăна мар, ахаль чухне те пĕр-пĕрин çумне перĕнни те çынсене питĕ кирлĕ. Ача чухне ачашлăха туйманнисем кайран та, ÿссе çитсен те, партнер çумне перĕнесшĕн мар.

Ар-арăмлă хутшăну та ăнăçлă мăшăрланурисене киленĕç кÿрет.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj