Хальхи медицина палăртнă кунран маларах çуралнă ачасене те пурăнма май туса парать. Тĕнчере унашкалли нумай. Анчах пĕчĕк виçепе çуралнă хăш-пĕр ача вилĕме мĕнле çĕнтерни халĕ те тĕлĕнмелĕх шутланать.
Мэделайн Мэнн АПШра 1989 çулта 275 грамм виçепе çуралнă. Амăшĕ преэклампси чирĕпе аптăранă, çавăнпа ăна 27-мĕш эрнере кесарево тунă. Ачан çурланă чухне тĕрлĕ орган япăх ĕçленĕ, анчах специалистсем вĕсене йĕркене кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачине пульницăран 4 уйăхран çеç илсе кайма пултарнă. Ун чухне те вăл 2 килограмм ытла çеç тайнă. Халĕ вăл 130 сантиметр çÿллĕш, 32 килограмм таять.
Амелия Соня Тейлор 2006 çулта кун çути курнă. Вăл 284 грамм кăна тайнă. Ашшĕ-амăшĕ ача пирки чылай çул ĕмĕтленнĕ. Хĕрарăм çири ачана вĕçне çитиех йăтса çÿрессе шаннă, анчах ача маларах çуралнă. Ун чухне вăл япăх сывланă, пуç мимине юн кайнă. Пульницăран тухнă чухне вăл 1,8 килограмм тайнă.
Румаиса Рахмон 26-мĕш эрнере çуралнă. Вăл та 244 грамм кăна тайнă. Çÿллĕшĕ 24 сантиметр пулнă. Халĕ вăл тĕнчери чи пĕчĕк ача шутланать.
Йĕкĕреш хăраххи 563 грамм тайнă. Румаиса пульницăра 3 уйăхра 1,18 килограмм çеç тайнă. Вĕсене киле çур çултан кăна янă. 10 уйахра вĕсем хăйсем тĕллĕн ĕмкеч ĕмме пуçланă. Иккĕшĕн те куçĕ япăх курнă. Халĕ те Румаиса аталанас енĕпе тантăшĕсенчен юлаççĕ. Вăл 5 çулта 1 метр çÿллĕш пулнă, 15 килограмм тайнă.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.