Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Потребительсен прависем мӗнлерех?

Аçтахар Плотников15.03.2015 13:162325 Пурĕ пăхнă

Паян, пушӑн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери потребительсен прависене хӳтӗлекен кун шутланать. Ҫавна май сире туянакансен, пулӑшу илекенсен мӗнлерех правасем пурри пирки кӑшт та пулин ӑнлантарса парас шухашлӑ.

Лавкка хуралҫисен сирӗн сумкӑрсене тӗрӗслеме ирӗк пур-и?

Лавккари япаласене вӑрланӑ тесе сирӗн сумкӑрсене унти хуралҫӑсем тӗрӗслеме пултараймаҫҫӗ. Эсир хӑвсамӑр ирӗк парсан кӑна вӗсем сирӗн япаласене тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Анчах ку ӗҫе протокол туса ирттермелле е видео ӳкерсе. Енчен те хуралҫӑ эсир мӗн те пулин вӑрланӑ тесе шутлать пулсан вӑл сире чарса ун пирки калама ҫеҫ пултарать. Тата полицие чӗнме. Йӗрке хуралҫисем киличчен вара эсир ирӗклӗ, лавкка хуралҫисен сире тытса чарма ирӗк ҫук — кӑна сирӗн ирӗклӗхе вӑйпа пӑснӑ пек хаклама пулать.

Управ камеринче япаласене хӑвармаллах-и?

Управ камерисем пур пулин те лавкка хуҫисем унта мӗн хӑварнишӗн яваплӑ мар. Кун пирки вӗсем ахаль те пӗлтереҫҫӗ. Эсир сумкӑрсене вӑл камерӑна хумасӑр та лавккана кӗме пултаратӑр. Ку тӗлӗшпе сире ирӗксӗрлемеҫҫӗ. Анчах тухнӑ чухне лавкка ӗҫченӗсем сирӗн сумкӑна тӗрӗслеме ыйтма пултараҫҫӗ.

Тавар хакӗпе кассӑри хак пӗр килмесен мӗн тумалла?

Хӑшпӗр чухне чухне кассӑри хакпа сетре ҫинче кӑтартнисем расна пулма пултараҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе вара сирӗн хӑвӑрӑн тимлӗ пулмалла — тем тесен те сутӑҫсем сире япалана сентре ҫинче кӑтартнӑ хакпа сутмалла. «Потребительсен прависене хӳтӗлекен саккун» тӑрӑх хаксене тӗрӗс кӑтартасси — лавкка тивӗҫӗ.

Лавккари япалана ҫӗмӗрнӗшӗн ман тӳлемеллех-и?

Хӑш-пӗр чухне лавккара пӑтӑрмах сиксе тухать — асӑрхамасӑр пӗр-пӗр япалана ҫӗмӗрме е пӑсма пулать. Хӑшӗ-пӗрин шухӑшӗпе сутӑҫсем япӑх каякан таварсене ятарласа ҫирӗпех мар вырнаҫтараҫҫӗ те ватсан уншӑн тӳллетереҫҫӗ имӗш. Апла пӑтӑрмах сиксе тухсан эсир таваршӑн тӳлеме тивӗҫ мар — касса урлӑ тухиччен вӑл тавар лавкка харпӑрлӑхӗнче шутланать. Суту-илӳпе ӗҫлекенсем хӑйсем те унашкал пӑтӑрмахсене чылай чухне тавар хакне кӗртеҫҫӗ, ҫапла май ҫӗмрӗк япалашӑн хӑйсен кӗсьинчен тӳлеҫҫӗ. Анчах та ҫын сӑтӑра ятарласа тӑвать пулсан (тӗслӗхрен сентре ҫинчи кӑлпассине ҫырса илет пулсан) — кун пек чухне ӑна явап тыттарма пултараҫҫӗ.

Кассӑна ҫитиччен тавара уҫма юрать-и?

Ҫук, юрамасть. Эсир уншӑн укҫа тӳлемен, ҫавӑнпа та вӑл лавкка харпӑрлӑхӗ шутланать. Унашкал хӑтланнӑшӑн Граждан кодексӗпе килӗшӳллӗн лавкка штрафлама та пултарать — тавара пӑснӑшӑн сире уншӑн икӗ хут ытларах тӳллетерме пултараҫҫӗ. Анчах та, тӗслӗхрен вӑрӑм черетре ачан шыв ӗҫес килсе кайрӗ пулсан эсир лавкка ӗҫченӗпе калаҫса татӑлса кӗленчене уҫма пултаратӑр.

Сутӑҫ вакки ҫук тесе тавара сутмасӑр пултарать-и?

Ҫук, пултараймасть. Сутӑҫ тем тесен те сире килӗшнӗ япалана сутса ямалла. Япали сентре ҫинче пур пулсан вӑл ӑна сире хуть те мӗнле пысӑк укҫа сӗнсен те тивӗҫтермеллех.

Срокӗ тухнӑ тавара каялла тавӑрма пулать-и?

Срокӗ тухнӑ япаласене лавккасем сутма пултараймаҫҫӗ, саккун чарать. Сирӗн унашкал япала пур пулсан эсир ӑна каялла тавӑрса парса укҫӑра илме пултаратӑр. Срокран тухнӑ япалана сутнӑшӑн сутӑҫа 3–10 пинлӗх, лавккана — 20–30 пинлӗх штрафлама пултараҫҫӗ. Срокран тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутни вара тата та яваплӑрах. Кунта пуҫиле ӗҫ те пуҫарма пултараҫҫӗ — сутӑҫ е лавкка ҫын сывлӑхне сиенлетме пуларать-ҫке.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1648.39.6872
2015-03-15 13:38
Agabazar
Потребитель сăмах пирки. http://termin.chv.su/term/2540.html

Вăтăр глагол пирки: http://samah.chv.su/s/вăтăр

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru