Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Мӗншӗн этем этеме ытлашши?

Таисия Ташней22.12.2014 19:344118 Пурĕ пăхнă

Этем, этеме ан пул ытлашши тесе ҫырнӑччӗ Митта Ваҫлейӗ «Анатри юрӑ» сӑввинче. Шӑпах ҫавӑн пирки шухӑша кайрӑм та эпӗ паян. Шухӑша путараканӗ ӗҫтешӗм пулчӗ. Иртнӗ эрнере вӑл упӑшкин асламӑшне пытарма кайнӑ. 89 ҫул тултариччен икӗ уйӑх пурӑнса ҫитереймен ватӑ хӑй вӑхӑтӗнче Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫине те хутшӑннӑ иккен. Ӗҫлеме вӑл Шупашкарти паллӑ предприятисенчен пӗринче тӑватӑ теҫетке ҫула яхӑн ӗҫленӗ. «Предприяти пуҫланса кайнӑ кунтанпах темелле», – ӗнентерет леш тӗнчене ӑсаннӑ кинемейӗн мӑнукӗн арӑмӗ.

Кинемей вилни пирки унӑн ҫывӑх ҫыннисем хайхи ӗмӗрне пӗр вырӑнта ӗҫлесе ирттернӗ организацие шӑнкӑравланӑ, юлашки ҫула ӑсатма пыма чӗннӗ. Пытарнӑ кун унтан никам та килменнине кура ӗҫтешӗм хӑй тепре шӑнкӑравланӑ. «Пӗлетпӗр, анчах халӗ пуҫлӑх канашлу ирттерет», – ӑнлантарнӑ мӑнкӑмӑллӑн ҫыруҫӑ. Пуҫлӑх сӗтелӗ ҫине чей кӗртсе лартма, унтан чей куркине ҫума, ҫырусем кӗртсе паракан ӗҫре тар тӑкакан ҫак ҫынсем хӑйсене питӗ мӑнаҫлӑн тытнинчен тӗлӗнмен-ха ӗҫтешӗм. «Апла тӗп бухгалтерпа калаҫасчӗ. Пирӗн асанне, мӗн тесен те, сирӗн патӑрта бухгалтерта ӗмӗрӗпе ӗҫленӗ. Тен, унтан кам та пулин килме кӑмӑл тӑвӗ», – тенӗ вӑл. Анчах ҫырувҫӑ тӗп бухгалтер та пуҫлӑхпа пӗрле канашланине пӗлтернӗ. Ӗҫтешӗм кунпах та лӑпланман-ха: «Эпир ӗнерех шӑнкӑравланине вӗсене пӗлтернӗ-и?» – кӑсӑкланнӑ вӑл. «Ҫапла!» – касса татнӑ пике. «Вӗсем мӗн терӗҫ?» – малалла тӗпченӗ ӗҫтешӗм. «Ним те каламанни пырас мар тенине пӗлтерет-тӗр», – оборона министрӗ евӗр тытнӑ ҫыруҫӑ.

«Мӗнле капла? Ветерансен шучӗ чакса пырать теҫҫӗ. Вӗсем пур – хӑнк та тумарӗҫ. Ҫитменнине, килес ҫул пирӗн ҫӗршыв Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине палӑртма хатӗрленет», – ниепле те лӑпланаймасть ӗҫтешӗм.

Ҫапла, вӑл куна халалласа шкулсенче сочиненисем ҫыртарӗҫ, ӳкерчӗксен конкурсӗсене йӗркелӗҫ. Клубсемпе культура учрежденийӗсем ҫав датӑна халалласа юрласа ташлӗҫ, тӗрлӗ курав йӗркелӗҫ. Ватӑсене хисеплемелли пирки пысӑк сцена ҫине тухсах калаҫӗҫ. Анчах ҫынна хисеп тӑвасси патшалӑх хваттер панинче кӑна мар-тӑр. Чӑннипех хисеплени кӑштах тимлӗх уйӑрнинчен, тен, ытларах та курӑнать пулӗ.

Тепӗр тесен, этем ӗҫленӗ чухне кӑна кирлинчен тӗлӗнме кирлех-ши? Ӗҫленӗ чух та хисеплемеҫҫӗ те хӑш чухне, ӗҫлеме пӑрахсан сума сӑвассине кӗтме кирлех-ши? Ҫавӑнпа, тен, кӳренме те кирлӗ мар-тӑр…

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.22 20:11
Килĕшетĕп,хурлăхлă япала.Паянхи олигархсене пуйтарассишĕн ĕçлесе пурăннă ватăсем никама та кирлĕ мар(за редким исключением),ку пурне те паллă.Эпĕ те 5 уйăх каялла хунямана пытартăм.Вăл 40 çул ĕçленĕ çĕре шăнкăравласа пăхма сĕнчĕç мана,вара лерен каларĕç:документсене йĕркеллĕ пуçтарсан пĕр 1000 тенкĕ таран уйăрса пама пултаратпăр терĕç. Вăт çапларах "пултараканскерсем" пирĕн.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.22 20:14
Зато пăх,Акасапар хăта, паянхи ИНТЕРНЕТгазета Чувашии. Мĕнлерех савăнаççĕ Мускавра ялхуçалăх министерствинче чăвашсене çаппа-çарамас хăваракан "чувашски" ĕçчешсем. Тимĕр хăтана та килĕшме кирлĕ.
Якур // 1804.62.9167
2014.12.29 00:41
Ытлашши кÿренме кирлĕ мар ман шутпа. Эпир социаллă улшăнусем, социумри çынсен кăмăлĕ лайăх енне хăвăртрах улшăнассине шанатпăр, анчах улшăнусен хăвăртлăхĕ пит начар.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj