bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.01 19:34 | |
Хăй кун пирки мĕн шухăшлать-ши Укаслу тете? Ку ыйту хăйĕнпе анчах татаса памаллискер(тата ,паллах, "Ед.Раççей" парти аллинче унăн шăпи)! | |
Якур // 2475.76.5500
2014.12.01 21:14 | |
Чăваш Элтеперĕ вырăнĕнче пур чăваша, çак территоринче пурнакан пур халăха пĕтĕçтерме(пĕтĕленме мар) пултаракан ЭТЕМ кирлĕ. Тавай çавна шыраса пăхар. Шырас текен кăмăл пулмасан пĕтрĕмĕр вара-кайрăмăр на задворки истории. Эп астăватăп хальхи Эльтепере суйласан та форумра хăлаçланакан хăш-пĕр хастарсем:" Пултаримасан та хамăр пек чăваш"-тетчĕç. Вара 4 Çул çурă иртсе кайрĕ. "Что в сухом остатке?"-теççĕ вырăссем. | |
Аçтахар Плотников // 1376.23.7540
2014.12.01 21:26 | |
Паллах, çĕнĕ çын кирлĕ. Игнатьева лартсанах халăх ыррине кĕтрĕ, унăн малтанхи утăмĕсене ырларĕ. «Ак тинех чăваш халăхĕшĕн тăрăшаканни ларчĕ» — текелерĕç. Шанчĕç ăна. Анчах Михаил Игнатьев хăраса ӳкрĕ çав чăваш халăхĕшĕн ĕçлеме, «националистсен» ретне лекесрен пушшех та хавшак политика тума пуçларĕ. Шаннă кайăк йăвара пулмарĕ, — теççĕ-и-ха ун пек чухне? Çĕнни малашне те чăваш халăхĕн проблемисене курмăш пулсан — ним ыррине те кĕтме май çук. | |
Атилла // 3913.58.4645
2014.12.02 11:57 | |
Угаслов ,паллах,питĕ маттур.Команди унăн камсенчен тăрать-ши?.Каллех çав Миша Краснов пеккисем мар-ши?.Хусанкай,Туркай,Станьял,Цыпленков тата ытти чăн патриотсем пурте конгресра ун тавра пулсан, аптамасть. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.02 14:56 | |
Командăра Çамрăк,Çĕнĕлле,Креативлă ĕçлеме пултаракан вĕреннĕ-практиксем кирлĕ.Вĕсен пулмалла сывă Патриотизм, идеологилле,идейăллă "патриотизм" мар,а именнă <приземленнăй> патриотизм(патриот тот,кто грезит о благополучии той местности,где проживает и делает максимум возможного для процветания этой местности и ее жителей,чтоб эта Земля стала привлекательней и комфортней для проживания,творчества и деятельности,чем всякие "швейцарии"). | |
саша // 4186.57.1361
2014.12.10 13:32 | |
тургай маттур качча камас-ши | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.10 21:52 | |
Угаслов пĕр сăмахсăрах эльтепер пулма пултарать.Анчахта паянхи кун пĕтĕмпех вертикаль властинчен килет.Кам çине тĕллесе калĕç? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.11 09:49 | |
Укаслăвпа Икнатьтьăв пĕр-пĕринпе калаçса татăлĕç-ха, Кремль кам çине тĕллесе кăтартĕ-çав ребус?Кремльти чиновниксене пирĕн тăрăхра лăпкăлăх çеç ытларах кирлĕ.Аталанать е кая юлса пырать регион-ку вĕсемшĕн иккĕмĕш ыйту. | |
Аксар Чунтупай // 3195.09.0228
2014.12.16 00:45 | |
Игнатьев Угаслова сутăн илме пуçланă та иккен: ăна вăл Раççей орденне (е Чăваш орденне) памашкăн тăратма сăмах тапратнă... |