Эп вара Шупашкарта палăк лартма сĕнетĕп. Паллах, асăннă саспалли ячĕпе мар. Чăваш Çырулăх йĕркевĕсен 75-мĕш параграфĕ ячĕпе. Анчах та скрижальсем çине çав текста çырса хунă чух
Çырулăхăн 75-мĕш параграфĕпе çак сайтрах паллашма пулать. http://chuvash.org/wiki/Пӗрле,%20дефиспа%20е%20уйрӑм%20ҫырасси%20(ОП) (Гиперкаçă ĕçлесшĕн мар, çавăнпа та унпа ахаль каçă пек усă курăр).
Асăннă Конференцире, ытти ыйтусемпе пĕрле, хайхи 75-мĕш параграф ячĕпе палăк çĕклес ыйтăва хускатма сĕнетĕп. Хăшĕсем калашле, Пичет çурчĕ умне мăн гранит кĕмĕркке илсе килсе пăрахмалла та — ĕçĕ те пĕтнĕ! Кĕмĕркке çине 75 хисепе касса кăларса вырнаçтарма пулать. Тепĕр тесен, скульпторсемпе архитекторсем те хăйсен сăмахне калаччăр.
Тĕрĕссипе мана çав Конференцие çитсе килме çăмăлах мар. Тепĕр тесен эп çавнашкал пĕр Пухăва хутшăнса курнă. Каланă эп унта хам шухăша. (Палăк пиркиех мар, анчах 75-мĕш параграф пирки çине-çинех аса илтернĕ).
Ют Ҫын // 2513.88.9023
2015.03.09 12:40
Шупашкарти конференцине каясси вӑл Австралине каясси мар пуль? Е ҫул укҫине саплаштараканни ҫук? Мӗн Каласси пур пулсан каймаллах тесе шутлатӑп.
Сăмах майлашăвĕсене вĕсем мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине пăхмасăрах, тĕпрен илсен, уйрăм çырмалла: ĕç укçи, ĕç çынни, ĕç халăхĕ; ял хуçалăхĕ, вăрман хуçалăхĕ; хур çăмарти, пит çăмарти; кукша пуç, кăвакал ури, кăвакарчăн куçĕ, чăрăш тăрри, утмăл турат; хĕрлĕ çунат, хĕрлĕ пĕсехе, вĕлтрен тăрри т. ыт. те.>>