Пӗчӗк ҫаврака пичӗ ҫинче – пысӑк куҫсем тата пӗчӗк хӑлхасем. Куҫӗ тавра хура йӗр пур, ун хушшипе ҫутӑ йӗр каять. Вӑл клоун маскине тӑхӑннӑ тейӗн. Сӑмах май, самӑр лори хӑйӗн ятне Голланди чӗлхинчен тивӗҫнӗ. Вӑл «клоун» тесе куҫать.
Тӗлӗнмелле те, ку чӗрчун наркӑмӑшлӑ. Чавсин шал енче парсем пур, унтан тухакан шӗвек сурчӑкпа хутӑшсан питӗ наркӑмӑшлӑ. Приматсен йышӗнче унашкалли ҫук. Ҫавна май чи наркӑмӑшлӑ чӗрчунсен рейтингӗнче вӑл пӗрремӗш йӗркене йышӑннӑ.
Чӗрчун ытларах каҫхине тухать. Вӑл лаппипе йывӑҫ турачӗсенчен нумай вӑхӑт тытӑнса тӑрать. Самӑр лори майӗпен куҫса ҫӳрет, ҫавӑнпа ҫулҫӑҫем хускалмасӑр юлаҫҫӗ. Анчах вӑл сикме пӗлмест.
Лорисем пӗччен, ыттисенчен аякра, пурӑнаҫҫӗ. Кашни хӑйӗн территорине шӑкпа паллӑ тӑвать. Унпа пӗрле тухакан ферментсене пула аҫи ами чупма хатӗррине пӗлет. Ами пӗр е икӗ ҫурине хырӑмра 188 кун йӑтса ҫӳрет. Вӑл турат ҫинчех ҫуратать. Ҫуралсан вӗсем амӑшӗ тӑрӑх, ҫӑмӗнчен ҫакланса, чупаҫҫӗ.
Тепӗр икӗ эрнерен ҫурисем йывӑҫ тӑрӑх ҫӳрееҫҫӗ. 9 уйӑх вӗсем амӑшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Самӑр лори ӳсен-тӑранпа та, хурт-кӑпшанкӑпа та тӑранать. Вӑл вӗсене ҫивӗч куҫӗ пулӑшнипе тухать.
Ытти приматпа танлаштарсан, лори чӗмсӗр. Ытларах амӑшӗпе ачисем «калаҫаҫҫӗ». Е мӗн те пулин сиксе тухсан сасӑ параҫҫӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.