Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Ыттисенчен уйрӑлса тӑракан ача пахчисем

Софья Савнеш09.11.2014 13:024490 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере хӑйне евӗр ача пахчисем пур. Кӗтессӗр, вӑрманта…

 

Индири Aadharshila Vatika ача пахчине шӑпӑрлансем хаваспах чупаҫҫӗ. Унӑн ҫурчӗ архитектура конкурсӗсенче чи лайӑххисен йышне час-часах кӗрет. Ача пахчинче спорта, пултарулӑх студийӗсене аталантарнисӗр пуҫне пӗчӗккисен тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ. Ку ҫуртӑн хӑйне евӗр дизайнӗнчен те паллӑ. Вӑл пулӑшнипе ачасем тӗнчепе паллашма вӗренеҫҫӗ.

 

Норвегире аш-какай ҫитермен ача пахчи пур. Ачасем унта пачах какай ҫимеҫҫӗ, йогӑпа, медитаципе кӑсӑкланаҫҫӗ, пӗҫерме, ӳсен-тӑрана пӑхма вӗренеҫҫӗ. Воспитательсем тата ачасем кашни эрнере хут, кантӑк, тимӗр кайса параҫҫӗ.

 

Германири вӑрманта ача пахчи пур. Ку шухӑш Данире 1950-мӗш ҫулсенчех ҫуралнӑ. Унта Элла Флаутау хӑйӗн ачисене вӑрмана уҫӑлма илсе ҫӳренӗ. Каярахпа ҫынсенне те ҫавӑтса кайнӑ. Халӗ кунашкалли чылай ҫӗршывра сарӑлнӑ. Тӗслӗхрен, Германире вӑрманта 700 яхӑн ача пахчи. Ачасем ҫанталӑк мӗнлине пӑхмасӑрах куна вӑрманта ирттереҫҫӗ. Уҫӑ сывлӑш сывлӑхшӑн усӑллӑ. Кунсӑр пуҫне ача ҫутҫанталӑкра хӑвӑртрах аталанать, нумайрах ыйту парать.

 

Францири Crèche de la Girafe ача пахчи шӑпӑрлансен пултарулӑхне аталанма пулӑшать. Унӑн дизайнӗ те ҫавӑн пиркиех калать. Кунта юрлама, ӳкерме, математикӑна вӗренеҫҫӗ.

 

Германири Taka-Tuka-Land ача пахине «Пеппи – длинный чулок» историри Тука-Тука ҫӗршыва халалласа ят панӑ. Унта кӗтессем ҫук. Сийӗ те – ҫемҫе. Ҫавӑнпа кунта ача хӑть те мӗн чухлӗ чупма, сикме, алӑ ҫинче утма пултарать.

 

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 8524.694
2014.11.17 17:49
Agabazar
Ача пахчи тени Ача сачĕ тенинчен мĕнпе лайăхраххине çапса пăрахсан та ăнланса илеес çук.
Якур // 1724.64.0000
2014.11.17 20:47
Эпĕ те ăнланмастăп мĕншĕн Ача пахчи? Мĕншĕн ача сачĕ мар, мĕншĕн ача çурчĕ мар? Тетен ача-пăча картишĕ е ача-пăча уçланки?
2014.11.17 21:50
Аçтахар Плотников
Кăна ăнланас тесен «Детский сад» текен термин ăçтан тухнине пĕлмелле. Сент Экзюпери «Дети - цветы жизни» тенĕ пулас, çапла май вĕсем чечексем пулсан, вĕсене пăхакан учреждени «сад» пулмалла имĕш. Вăт çавна чăвашлатнă та ĕнтĕ — «ача пахчи» тесе.
2014.11.17 22:00
Аçтахар Плотников
Тутарла, кăркăсла — пахча.
Акăлчанла «garden» (сад); хрансусла — амăш шкулĕ?
Туркăлла — шкул.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj