1953 ҫулхи ҫуркунне.
— Кӗрӗр, кӗрӗр! — тенӗ хыҫҫӑн чаршав уҫӑлчӗ те, ман пӳлӗме пӗр ҫамрӑк ҫын кӗрсе тӑчӗ. Кӗлетки ҫӳллӗ, ҫирӗп, пӑхсан-салтак ятне кӗнӗ каччӑ темелле. Сӑн-сӑпатран пит чипер ҫын.
— Волгин чӑрмантарас тет-ха сире, — хаюсӑртарах тӑсрӗ вӑл аллине.
«Василий Волгин ҫакӑ иккен», шухӑшларӑм вара ӑшӑмра. Волгин сӑввисене эпӗ районти «Хӗрлӗ Октябрь» хаҫатра тӑтӑшах вуласа тӑраттӑм,
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.