Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫӗмӗрлесем Вырӑс литературин ҫулталӑкне ирттересшӗн

Аçтахар Плотников29.07.2014 12:295352 Пурĕ пăхнă

Ман хыпарҫӑсем ҫак хыпара куҫарса панӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑш.

 

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Путин хушу алӑ пуснӑ — 2015 ҫула Литература ҫулталӑкӗ пек ирттересси ҫинчен. Паян вара Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗренӳ, спорт тата ҫамрӑксен политикин пайӗ район сайтӗнче ҫакӑн пирки хыпар вырнаҫтарнӑ, анчах темшӗн ӑна «Вырӑс литературин ҫулталӑкӗ» тесе ят панӑ.

Чулхула облаҫне куҫас шухӑшлӑскерсем Раҫҫей нумай нациллӗ пулни пирки маннӑ пулас, вӗсемшӗн литература текенни те пӗр вырӑссен кӑна пулма пултарать, пирӗн кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ халӑхӑнне кӑна пропагандӑламалла пулать. Литература енчен вара пирӗн чӑвашсен те мухтанмалли сахал мар.

Тӗрӗссипе, тен, сӑлтавӗ пачах урӑххинче? Чӑн та, вӗсен хыпарӗн пуҫелӗкне шыраса пӑхсан чылай сайтра ҫак ҫулталӑка «Вырӑс литературин ҫулталӑкӗ» тесе ят панине тупма пулать. Ҫӗмӗрлесем вара нумай аппалас теменрен ҫавсенчен пӗрине илнӗ те хӑйсем патне вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2217.50.1470
2014.07.29 13:32
Agabazar

Мускавра çÿç касма хушсан Çĕмĕрлере пуç касма тытăннă

Çапларах пулса тухать... Çĕмĕрлесене "хастар, хастар" текелеççĕ, чăннипе вара ав еплерех "хастарлăх" кăтартаççĕ иккен... Шел.
Agabazar // 3196.83.9246
2014.08.17 15:47
Agabazar
Кунта ĕнтĕ леш Фрейд асатте каланă пек пулса тухать.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj