Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: 10 паллӑ скульптурӑн вӑрттӑнлӑхӗ

Таисия Ташней17.06.2014 21:083978 Пурĕ пăхнă

Мӑйракаллӑ Моисей

Микеланджело Буанароттин 1513–1515-мӗш ҫулӗсенче калӑпланӑ хӑйӗн ӗҫӗнче Моисея мӑйракаллӑ кӑтартнӑ. Ӳнер историкӗсенчен чылайӑшӗ ҫакна автор Библие тӗрӗс мар ӑнланнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Синай тӑвӗ ҫинчен Моисей йывӑҫ хӑмасемпе аннӑ чухне иудейсене унӑн сӑнӗнчен пӑхма йывӑр пулнӑ. Ҫав вырӑн пирки каланӑ чух сӑмаха «пайӑрка» тесе те, «мӑйрака» тесе те куҫарма пулать. Контекст тӑрӑх Моисей пичӗ хӗвел пайӑрки евӗр ҫуталнине ӑнланма пулать.

Чечеклӗ авалхи тӗнче

Авалхи грексен тата римсен шурӑ мрамортан ӑсталанӑ скульптурисем тӗссӗр пулнӑ тесе чылай вӑхӑт шухӑшланӑ. Анчах ӑсчахсен нумаях пулмасть ирттернӗ тӗпчевӗ статуйӑсене тӗрлӗ тӗспе сӑрланине кӑтартса панӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫавӑ ҫутӑпа тата ҫилпе тӗссӗрленнӗ.

Вутӑшпи асапланӑвӗ

Эдвард Эриксенӑн 1913-мӗш ҫулта Копенгагенра вырнаҫтарнӑ скульптурине вандалсем питӗ ватаҫҫӗ. Ӑна темиҫе пая темиҫе хутчен ет касса вакланӑ. Халӗ те ун мӑйӗ ҫинче ҫӗвек сисӗнет. Ку «суран» скульптурӑн пуҫне ылмаштарма тивнипе ҫыхӑннӑ. Вутӑшпине икӗ хутчен пуҫсӑр хӑварнӑ: пӗрре – 1964-мӗш ҫулта, тепрехинче – 1998-мӗшӗнче. 1984-мӗш ҫулта унӑн сылтӑм аллине касса илнӗ. 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унӑн аллине фаллоимитатор тыттарнӑ, статуйӑна хӑйне зеленкӑпа сапнӑ, ҫурӑмӗ ҫине «Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ ячӗпе!» тесе ҫырса хунӑ. Вандалсем ан ватчӑр тесе кайран ӑна карапсем тӑмалли ятарлӑ вырӑна куҫарма йышӑннӑ.

Чуптуман «чуптӑву»

Огюст Роденӑн «Чуптӑву» скульптури малтанласа «Франческа да Римини» ятлӑ пулнӑ. Ӑна скульптурӑра сӑнланӑ XIII ӗмӗрӗнчи Итали хӗрарӑмӗ ячӗпе панӑ. Унӑн ятне Дантен камичӗ вилӗмсӗрлетнӗ. Хайлаври хӗрарӑм хӑйӗн упӑшкин шӑллӗне юратса пӑрахнӑ. Ланселотӑпа Гвиневра историне вуланӑ чух вӗсене хӗрарӑмӑн упӑшки асӑрхать те вӗлерет. Скульптура ҫинче Паоло кӗнеке тытни курӑнать. Пӗрне пӗри юратакан чунсем чуптуман. Ку вӑл вӗсем ҫылӑхсӑр пулнине палӑртать. Скульптура ятне критиксем 1887-мӗш ҫулта ылмаштарнӑ.

Мрамор вуаль вӑрттӑнлӑхӗ

Рафаэль Монтин XIX ӗмӗрти скульптурине пӑхсан вуале мрамортан епле ӑсталама май килнин тӗлӗнтерет. Ҫакӑн вӑрттӑнлӑхӗ – мраморӑн хӑйне евӗр тытӑмӗнче. Скульптурӑн пӗр сийӗ витӗр курӑнать, тепри – хулӑнрах. Халӗ ун пеккине тупма йывӑр, анчах пур. Ӑста хӑйне мӗн кирлине кура ӗҫленӗ те ҫавӑн пек илеме ӑсталанӑ.

Япӑхлатнӑ мрамортан ӑсталанӑ чипер Давид

Микеланджелон Давид скульптурине шурӑ мрамортан ӑсталанӑ. Ӑна вӑл тепӗр скульптурӑн, Агостино ди Дуччон, юлнӑ касӑкӗнчен тума хӑтланнӑ. Кайран ӑна пӑрахнӑ.

Давида ӗмӗрсем хушши арҫын илемӗн тӗслӗхӗ тесе шухӑшланӑ пулин те чӑннипе вӑл ун пек мар – вӑл чалӑш куҫлӑ. Кӑлтӑка Америка ученӑйӗ Марк Ливой лазерпа компьютер техникипе тӗпченӗ чух асӑрханӑ. Пилӗк метр ытла тӑршшӗ скульптурӑн чалӑш куҫӗ ӑна ҫӳллӗ пьедестал ҫине тӑратнӑран курӑнмасть тесе шухӑшлаҫҫӗ. Экспертсен шучӗпе Микеланджело хӑйӗн Давидне юриех чалӑш куҫлӑ тунӑ. Кун вӑл пур енчен пӑхсан та хитре курӑнать.

Пултарулӑх ӗҫне хӗтӗртнӗ вилӗм

Побленоу каталонсен ҫӑви ҫинчи асамлӑ статуйӑна 1930-мӗш ҫулта ӑсталанӑ. Унӑн авторӗ камне паян та пӗлмеҫҫӗ. Жауме Барба тесе те, Жоан Фонбернат тесе те шухӑшлакансем пур. Авторӗ уҫӑмлӑ мар ҫав ӗҫ Бергман кинорежиссера «Ҫиччӗмӗш пичет» фильм ӳкерме хистенӗ. Унта Рыцарьпе Вилӗм хутшӑнӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Милосри Венера

Пирӗн ӗмӗрччен 130–100 ҫул каялла ӑсталанӑ Милосри Венера кӗлетки Парижри Луврта упранать. Ӑна грек хресченӗ Милос утравӗ ҫинче 1820-мӗш ҫулта тупнӑ. Вӑл вӑхӑта скульптурӑна икӗ пая пайланӑ пулнӑ. Сулахай аллинче Турӑ амӑшӗ панулми тытнӑ, сылтӑммипе – усӑнакан ҫипуҫ. Авалхи скульптурӑн пӗлтерӗшне ӑнланса илнӗ май хрантсуссен ҫар флочӗн офицерӗсем утрав ҫинчен илсе кайма шут тытнӑ. Карап патне скульптурӑна илсе кайнӑ чух ту хысакӗсем тӑрӑх илсе кайнӑ чух йӑтса каякансем ҫапӑҫса кайнӑ та скульптурӑн икӗ алли те катӑлса ӳкнӗ. Ывӑнса ҫитнӗ матроссем каялла таврӑнса алӑсене шырама ним тусан та килӗшмен.

Самофраки Ники

Ку статуйӑна пирӗн ӗмӗрчченхи II ӗмӗрте ӑсталанӑ. Ӑна Самофраки утрав ҫинче 1863 ҫулта Шарль Шампуазо, хрантсус консулӗ тата археологӗ, тупнӑ. Ылтӑн тӗслӗ парийски мрамортан тунӑ статуя тинӗс туррисен алтарьне палӑртнӑ. Тӗпчевҫӗсем Никӑна паллӑ мар скульптор ӑсталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Турӑ амӑшӗн аллисемпе пуҫӗ ҫухалнӑ. Ҫӳлелле ҫӗкленӗ сылтӑм алли кубок, пуҫ кӑшӑлӗ е горн тыма пултарнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Аллине ӑсталас тени юрӑхлӑ пулман – темле тӑрӑшсан та ҫӗнӗрен ӑсталанӑ алӑ статуйӑпа килӗшсе тӑман. Ҫапла вара Ника епле пур, ҫавӑн пек хитре тесе йышӑннӑ.

Пӑхӑр юланут

Этьен Фальконен Пӑхӑр юланута Пӗрремӗш Петӗре халалланӑ. Статуя пирки ҫӳрекен юмах-халапран пӗрне ӗненсен, 1812-мӗш ҫулхи Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пӗрремӗш Александр ӳнерӗн уйрӑмах хаклӑ произведенийӗсене илсе кайма хушнӑ пулать. Батурин текен майор патшан кнеҫӗпе Голицынпа тӗлпулу ыйтса илнӗ имӗш те Батурина ӑна ялан пӗр тӗлӗк тӗлленине пӗлтернӗ. Хӑйне вӑл Сенат лапамӗнче курать-мӗн, юланутҫӑ хыск ҫинчен анса пӗрремӗш Александр пурӑнакан Каменноостровски картише кӗрет, ӑна хирӗҫ патша тухать-мӗн. «Ҫамрӑк ҫын, манӑн Раҫҫее ӑҫта ҫитертӗн эсӗ, – тет пулать пӗрремӗш Петӗр ӑна. – Эп кунта чухне манӑн хуламӑн нимӗнрен те хӑрамалла мар». Унтан хайхи лаши ҫине хӑпарса ларать те ҫаврӑнса каять. Ҫак тӗлӗке каласа панине илтнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш Александр палӑка хӑй вырӑнӗнче хӑварма хушать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 4313.7.6129
2014.06.18 20:46
Agabazar

Пăхăр юланут

Agabazar // 4313.7.6129
2014.06.18 20:53
Agabazar
Ника Самофракийская. Нивушлĕ авлхи грексем çапла каланă? Нивушлĕ чăвашăн çапла каламалла?

Венера Милосская. Милосри Венера темелле пуль. Çав утрав çинче тупнă скульптурăна.

Русалка = > Вутăш е Вутăшпи


Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj