Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Кивӗ замокри ретроурапасен музейӗ

Аçтахар Плотников13.06.2014 19:574409 Пурĕ пăхнă

Италири Кастальхранкӑ-Эмиле хула ҫумӗнче вырнаҫнӑ Панцано замокра хӑйне евӗр ретроурапасен пуххи вырнаҫнӑ иккен. Замок хуҫи те, урапасен хуҫа те — Марио Ригини.

Кунта, сӑмахран, сайра тӗл пулакан Alfa Romeo урапасем пур, вӗсен шутӗнче Tazio Nuvolari’s 8C 2300 та. Ку урапасен пуххинче Lancia моделӗсем те вырнаҫнӑ, ҫав шутра — Stratos. Кунтах «Формула 1» автомобильсем пур. Замокри урапасен пуххинче ҫавӑн пекех Энцо Феррари Alfa Romeo-ран кайсан ӑсталанӑ пӗрремӗш машин вырнаҫнӑ — Auto Avio Costruzioni (AAC) Type 815 ятлӑскер. Сӑмах май, Милле Милья урапасен ӑмӑртӑвӗнче унпа паллӑ гонщик Альберто Аскари хӑваланӑ.

Урапасен пуххин чылай пайне ашшӗ туяннӑ пулать. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче правительство вӗсен кил-йышне усӑ курма пӑрахнӑ машинсене сутнӑ — юрӑхсӑра тухнисем запчаҫсем ҫине те пулин кайӗҫ тесе шутланӑ. Марио Ригини ашшӗ вара пурне те салатман, хӑшӗ-пӗрне хӑварнӑ. Ретроурапасен пуххи ҫапла пухӑнса пынӑ та ӗнтӗ.

Хальхи вӑхӑтра урапасем замокӑн картинче пӗлӗт айӗнче тӑраҫҫӗ. Пӗр пайӗ малтан лаша вити пулнӑ сарайра вырнаҫнӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj