Нью-Йорк университечӗн Лэнгон ячӗллӗ медицина центрӗн неврологӗсен ҫӗнӗ тӗпчевӗ ҫӗнӗ информацие вӗреннӗ хыҫҫӑн ҫывӑрса илмелле.
Ӑсчахсен сӑнавӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫывӑрнӑ чухне пуҫ мимин клеткисенче дендрит шилик текен пӗчӗк кӑна мӑкӑрӑлчӑксем нумайланаҫҫӗ те ытти нейронап ҫыхӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ информацие синапс урлӑ йышӑнассине, пуҫ мимин клеткисем урлӑ ҫӳрессине ҫӑмӑллатать. Тарӑннӑн е кӑштах кӑна ҫывӑрнӑ чух пуҫ мимин клеткисен хастарлӑхӗ ӳсет. Вӗреннӗ хыҫҫӑн ҫакӑ пушшех те кирлӗ.
Тӗпчеве шӑшисемпе туса пӑхнӑ та ыйхӑ пӗлӗве пухма тата астуса юлма пулӑшать тенин чӑнлӑхне ҫирӗплетсе панӑ. «Ыйхӑ вӗренессинче тата астуса юлассинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнни тахҫанах паллӑ пулнӑ. Эпир физикӑн епле механизмӗ ку ҫыхӑнушӑн яваплине пӗлес тӗллев кӑна лартнӑччӗ. Пирӗн тӗпчев ыйхӑ нейронсене ҫыхӑнтарнине кӑтартса пачӗ. Ҫакӑ пӗлӳ пуҫ миминчи структура ылмашӑвӗсене витӗм кӳнине ҫирӗплетрӗ», – тенкӗ Вэнь-Бяо Ган невролог тата физиолог.
Клекта хастарлӑхӗ тӗлӗшпе ыйхӑ пӗртте кану шутланмасть. Ҫӗнӗ информаци илнӗ чух нейронсем ҫунса каяҫҫӗ. Тарӑннӑн ҫывӑрнӑ чух ҫӗнӗрен хастарланаҫҫӗ. Пуҫ миминчи хусканусем лӑпланаҫҫӗ, куҫ енчен енне чупма тытӑнать, ҫын ыйхӑран вӑранать. Шӑпах ҫав самантра ҫӗнӗ аса илӳсем йӗркеленеҫҫӗ. Анчах уншӑн структуррӑн хӑш тытӑмӗ яваплине халиччен ӑсчахсем пӗлмен.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.