Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Хӑрушсӑр тупӑк

Таисия Ташней27.05.2014 13:373972 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере тем шухӑшласа кӑларакан та пур. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри – хӑрушсӑр тупӑк. Ӑна ӗнер-паян шутласа тупман. Вӑл тахӑҫанах пур ӗнтӗ.

Тупӑка вилмен ҫынна пытарасран шухӑшласа кӑларнӑ иккен. Паянхи кун, тен, ун йышши актуаллах та мар-тӑр-ха. Ара, халӗ медицина вӑйлӑ та, ҫын сывланипе сывламаннине тухтӑрсем сисеҫҫех-тӗр. Тата чылай чухне ҫынна касаҫҫӗ. Ун пек «вакланӑ» хыҫҫӑн темле чӗрӗ ҫын та /капла каланӑшӑн шурӑ халатлисем кӳренмеҫҫӗ пуль тетӗп/ сывӑ юлаймӗ.

 

Хӑрушсӑр тупӑксене 18-мӗш тата 19-мӗш ӗмӗрсенче нумай шухӑшласа кӑларнӑ-мӗн. Вӗсен хуҫисем патентсем те илнӗ. Ятарласа регистрациленӗ пӗрремӗш тупӑка пруссен маршалӗ Дюк Фердинанд Брансуик герцог саккасӗпе ӑсталанӑ теҫҫӗ. Ӑна 1792-мӗш ҫулта регистрациленӗ.

 

Нимӗҫ генералӗн тупӑкӗ ҫинче чӳрече те вырнаҫтарнӑ. Вӑл ҫутӑ кӗме тесе тунӑскер пулнӑ. Кунсӑр пуҫне сывлӑш кӗме пӑрӑх лартса хунӑ. Тупӑк хупӑлчине пӑтапа ҫапса лартман, ҫӑрапа питӗрнӗ. Пытарнӑ вӑхӑтра ҫынни вилмен пулсан тупӑк хупӑлчине уҫма икӗ уҫӑ хурса парса янӑ: пӗри – тупӑк хупӑлчин, тепри – вилнӗ/ ҫынсене пытаракан ятарлӑ вырӑна, усыпальницӑна, уҫмалли алӑкӑн.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.05.30 10:15
Пире ку тупăк пирки калакан пĕлÿ çăлкуçĕ мĕн тума кирлине ăнланса илейместĕп-ха. Пăрахăçланă ку шухăша, питĕ лайăх. Киремет те, Турă та кун пек пулăмсене килĕштермеççĕ.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj