Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Пултаруллӑ ертӳҫӗре пулмалли паха ҫичӗ ен

Таисия Ташней18.05.2014 20:523998 Пурĕ пăхнă

Ҫынсенчен пысӑк пайӗ хӑйӗн профессине чунтан юратманнине кура ӗҫе чӑтма пултараймасть иккен. Гэллап институт Америкӑри ӗҫ рынокне тишкернӗ те, ӗҫлекенсен 30 проценчӗ кӑна хӑй тивӗҫне кӑсӑкланса пурнӑҫланине ӑнланса илнӗ. Пирӗн патра урӑхла теме кирлӗ мар. Пур ҫӗрте те ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пуҫлӑхсен ертӳҫӗсене кирлӗ ҫичӗ енне пӗлмеллех:

1. Пултаруллӑ ертӳҫӗ хӑйӗн ушкӑнне парӑнса тӑрать. Унӑн хӑйӗн ӗҫченӗсене хисеплемелле тата вӗсемшӗн тӑрӑшмалла. Кӑмӑллӑ ӗҫченсем клиентсене те кӑмӑллӑ тӑваҫҫӗ.

2. Пултаруллӑ ертӳҫӗ коллектива ӑнланмалла, конкрентлӑ, спецификӑлла хушусем парать. Ӗҫченсенчен чылайӑшӗшӗн, аслӑраххисемшӗн уйрӑмах, ӗҫ укҫи кӑна тӳлени ҫителӗксӗр: вӗсен хӑйсене хакланине туяс килет.

3. Пултаруллӑ ертӳҫӗшӗн шухӑш-ӗмӗте пурнӑҫа кӗртесси тупӑшран маларах вырӑн йышӑнать. Ун пек пуҫлӑх укҫа-тенке вӑл е ку идейӑна пурнӑҫа кӗртсен ӗҫлесе илме май килнине ӑнланать.

4. Пултаруллӑ ертӳҫӗ асра юлмалли кӑсӑклӑ историсем каласа кӑтартать, вӗсене пурнӑҫа кӗртет. Кӗскен тата ансат чӗлхепе ӑнлантарни те питӗ пӗлтерӗшлӗ.

5. Пултаруллӑ ертӳҫӗ хирӗҫле реакцие кӗтет. Хӑйӗн ӗҫченӗсене вӑл тӗрӗссине калама ыйтать. Вӗсене итлесе вӑл вӗсене мӗн кирлине туса парать.

6. Пултаруллӑ ертӳҫӗ ҫынна шаннине палӑртать. Вӗсен вӑйне, пултарулӑхне ӗненнине кӑтартать.

7. Пултаруллӑ ертӳҫӗ ҫынсене ырлама тата хавхалантарма пӗлет. Мухтасан ҫын ҫунат хушать те малалла ӑнтӑлать, хурласан унӑн алли усӑнать.

http://hr-portal.ru/article/7-sposo ... olyubit-svoyu-rabotu

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj