Раҫҫей Украинӑн Хӗвелтухӑҫ пайне референдума куҫарма сӗннине унтисем ӑша хывманнине Кремль тишкересшӗн иккен. Аса илтеретпӗр, Донецк халӑх репсублики ӑна ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Анчах Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ун пек васкама кирлӗ мар, енсен – Украинӑн хальхи влаҫӗсем калаҫса татӑлсан аван тесе сӗннӗ. Анчах Украинӑн Хӗвелтухӑҫ пайӗ референдум кунне куҫарас темен. Кун пирки ИТАР-ТАСС информаци агентстви пӗлтерет. Луганск облаҫӗнче те региона федерализацилес ыйтупа асӑннӑ кун референдум ирттерме палӑртнӑ.
Украина тенӗрен, ҫӗршыв Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей Европӑн хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен организаци Украинӑри лару-тӑрӑва йӗркелеме дипломати каналӗсем урлӑ «ҫул-йӗр картти» илнине пӗлтернӗ. Халӗ ӑна пирӗн ҫӗршыв тишкересшӗн-мӗн.
Евросоюзӑн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен тата хӑрушсӑрлӑх политики енӗпе ӗҫлекен аслӑ элчи Майя Косьянович Путин каланине Украинӑри лару-тӑрӑва ҫивӗчлетме пултарать тесе хакланӑ-мӗн. Еврокомисси тата Евросоюзӑн тулаш политикн служби ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Украинӑра референдум иртмелле мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вӗсем Украинӑн «суверенечӗпе территори пайланманлӑхне» ырланине пӗлтернӗ.
... ... ... ... ...
...
(Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)