Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Вӗренӳ министерствин порталӗнче чӑвашла ҫырнине курсан чун савӑнчӗ

Таисия Ташней22.04.2014 21:323270 Пурĕ пăхнă
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов

Чӑвашра пурӑнатпӑр пулин те чӑвашла ҫырнӑ хӑш-пӗр япала чуна ҫемӗҫтерсех ярать. Халь кӑна, акӑ, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарсене тишкернӗ май Вӗренӳ министерствин информацине тӗл пултӑм. Унта сӑмах черетлӗ мероприяти пирки пырать. Хам каярах юлса уҫрӑм та, министерство сайтӗнче пӗлтернӗ ҫав «ҫавра сӗтел» паян иртнӗ иккен.

«Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче "Чӑваш чӗлхине вӗрентес, аталантарас тата функцийӗсене сарас ӗҫ" темӑпа ҫавра сӗтел иртӗ. "Хавал" чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗпе ирттерекен мероприятие чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗпе кӑсӑкланакансене пурне те йыхравлатпӑр.

16 сехетре пуҫланать», – ҫапла пӗлтернӗ асӑннӑ ведомство. Чӑвашла ҫырни айне вырӑсла вариантне вырнаҫтарнӑ. Чун савӑнчӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj