Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Владимир: Нумаях ши мана кирлӗ

Владимир12.04.2014 17:523531 Пурĕ пăхнă

Нумаях ши мана кирлӗ

Ҫак теретлӗ пурнӑҫра:

Пулманран пулни те ҫитӗ

Пӗр юлташпа пӗр ташман

 

Нумаях ши мана кирлӗ:

Ан хуплантӑр ҫак сукмак

Ун ҫинчи аттемӗр килӗ

Ялан тӑтӑр куҫӑмра

 

Нумаях ши мана кирлӗ:

Тӑвӑл хыҫҫӑн- лӑпкӑ ҫил;

Усалпа аса ан илччӗр:

Пӗрре пурӑн, пӗрре вил.

 

Хӗвелпе ирех тӑрса

Халӑхпа пӗрле пуласчӗ,

Ырлӑха сума туса,

Этемлех пурнасчӗ.

 

Парнелесчӗ хама хамӑн

Пысак мар, пӗчик ҫеҫ пил:

Пултӑрччӗ таҫта пӗр манӑн

Мана ҫеҫ кӗтен пӗр ҫын...

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2014.04.14 00:02
Пултăрччĕ таçта пĕр манăн

Мана çеç кĕтен пĕр çын...
Аннÿ кĕтет пуль кашни кун, тăванусем кĕтеççĕ пуль. Авланнă пулсан - арăмупа ачусем кĕтеççĕ... Кам та пулин кĕтетех!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.14 13:44
Володя хăта, ку йĕркесене кĕркунне çырса пулĕ? Тавай,апла пулсан, çуркуннехи йĕркесем кĕтетпĕр. Мăнаçлăраххисене, çут малашлăха чĕнекеннисене.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj