Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Чиперкке: Купӑста яшки

Чиперкке11.04.2014 16:253780 Пурĕ пăхнă

Вӗресе ларакан пахча-ҫимӗҫ яшки

Тарӑхса пур енне ҫуллӑ кӑпӑк сурать.

Паянхи тӗл пулу, куҫ кӗрет, юлашки -

Купӑсталлӑ яшка, имӗш, йӑлӑхтарать.

 

Мӗн калас? Мӗн сунас? Ҫилленместӗп пачах.

Эп сӗнместӗп ризотто, лазанья, эклер...

Эс пуласшӑн вара хӑвӑнтан чаплӑрах.

Ӑнӑҫу, яка пыр! Тутӑ пул та... Чипер!!!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Владимир // 1665.24.4719
2014.04.13 18:52
Паха. Чăнах та ĕнтĕ, вăйпа никама та юримастăн.
Васса // 1089.9.9792
2014.04.13 19:14
Чаплă,килĕшрĕ.
Тимӗр // 4916-2612
2014.04.13 21:31
Какай çиес килет пурин те.Пĕрмай купăста яшкипе кам пурăнĕ?
2014.04.13 23:44
Купăста яшки те темшĕн аса килет хăш-пĕр чухне, уйрăмах кăмакара пĕçерни. Ан кулян, купăста яшки кăмăллакансем те пур, ытларах арçынсем ăна кăмăллаççĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.14 14:43
Тĕрĕс,Чиперкке! Яка пыр кайтăр яка чĕлхеллĕ хĕрсем патне, чармалла мар вĕсене. Килет, кĕтсех тăр, купăста яшкипе голубцы килĕштерекен, вĕсенчен ытларах Чиперккене савакан каччă. Вăхăчĕ çитсен, паллах. Чăтăмлăх ,шанчăклăх тата тÿсĕмлĕх чиперккесене!

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj