«Посмотрите на рейтинг Путина, который сейчас зашкаливает — это уникальное совершенно явление, оно продолжается, когда лидер страны тем более на фоне таких турбулентностей не только сохраняет свой рейтинг, а он его увеличивает», — заявил Песков.
Кунта ним ҫӗнӗлӗх те ҫук. Ку ҫулпа хӑй вӑхӑтӗнче АПШ президенчӗ Буш утса пӑхсаччӗ. Суйланас тесе вӑл Иракра вӑрҫӑ пуҫланӑччӗ. Ҫапла май вӑл халӑха патшалӑхри йывӑр лару-тӑру пирки мантарса патриотизм хумӗ ҫинче пуканне сыхласа хӑварчӗ. Мӗн калӑн — вӑрҫӑра ӗҫсем чӑн та лайӑх пыраҫ пулсан — патшалӑх пуҫлӑхӗн те рейтингӗсем ӳсеҫ. Ку — чӑнлӑх. Анчах ӗҫ-пуҫ япӑхланма тытӑнсанах, салтаксем вилме пуҫласанах — пӗтӗмпех кутӑн ҫӑврӑнса тӑрать. Историре те ав Буш ырӑ сӑмахпа ҫырӑнса юлмарӗ...
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Чăвашла калаçма чарни пирки Тымарлансăр пуçне Шупашкарта никамах та калаймасть пулмалла.Акапасар,паллах,хăй пирки нимех те калаймасть.Кантура е лавккана пырса чăвашла ыйтма хавшакрах пуль çав.
Калаймастпăр çав. Мĕншĕн тесен чараççĕ. Тымарлана та чараççĕ. Ахальтен мар ун сасси тахçантанпах илтĕнмест. Ăна та алла илнĕ авă.
Якур // 1849.05.3548
2014.03.12 23:02
Акапасара никам та чармасть, хăв юлхавлăхне такам çине йăвантарса тÿрре тухасшăн. Вăт чее тилĕ.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.13 09:15
Акапасар,эсĕ хăв пирки кала.Ăçта,хăçан,кам сана чăвашла калаçма чарнă?.Вара мĕнле йĕр хăвартăн?.Книга жалоб çине çыртăн-и?.Сĕтеле чышкăпа çапрăн-и?Макăрса ятăн-и?.Е саккунпа килĕшÿллĕн суда патăн-и аслă та мăнаçлă чăваш чĕлхипе калаçакана кÿрентернĕшĕн?.
Якур // 2834.76.9953
2014.03.13 16:14
Ниçта та Ним те туман вăл Акапасар. Кунта та ПИАРшăн çеç хăлаçланкалать. Кама сута пама пултарать Акапасар, çынна ан култар-ха Атнер хăта?
bor1959:"ăнлантаратăп мĕншĕн Тымарлан пулăмсене хутшăнма пăрахнине" <br>Кирлĕ мар ăнлантарма. Капла та паллă. Бор ку тĕлĕшпе шăпăрт тăманни те çавнах тепĕр хут çирĕплетет: Тымарлана алла илнĕ. Мĕнле калас, "нейтрализациленĕ".
Мĕн-ши вăл "Буш çулĕ"? Ара, вăл Иракăн пĕр миллиметр çĕрне те туртса илмен.
Акапасар таки каламарĕ:хăçан тата кам тата ăçта ăна чăвашла калаçма чарнине.Тымарланпа ан витĕн.Калаçса курнă-и эсĕ унпа?.Юнашар тăрса курнă-и?.
ЯКУР // 2270.52.0131
2014.03.14 00:43
АКапасар, эсĕ ăçта кĕрсе каятăн? Буш тата Путин политики патне сана иртерех-ха!Буш çулĕ, пĕр миллиметр çĕрне илмен. Пĕрремĕшĕ- çĕр кв.мм-па виçĕнеть. Иккĕмĕшĕ-Муркаша та пулин çитсе кил. Виççĕмĕшĕ- Малтан сăмсуна шăлма вĕрен.