Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗ «ТМЯП» шайӗнчен тухасшӑн мар?

Аçтахар Плотников05.03.2014 14:1418178 Пурĕ пăхнă

ТМЯП тени ӗнтӗ кунта — тулли мар яваплӑ пӗрлӗх тенине пӗлтерет, хайхи вырӑсла ООО тенине. Ку эп шухӑшласа кӑларнӑ япала мар, хайхи Тимӗр Тяпкин ушкӑнӗ каланӑ сӑмах. Ҫавна тӗпе хутӑм ӗнтӗ.

Мӗншӗн ку сӑмаха пуҫларӑм-ха. Ӗнер Митта Ваҫлейӗн преми лауриачӗсене чысланӑ мероприятире пултӑм. Хисеплӗ преми темелле ӗнтӗ, анчах та ЧНК ҫыннисем унта темшӗн курӑнмарӗҫ. Те чӗнмен ӗнтӗ вӗсене, те пӗлмен, те Илле Иванов ӑна ертсе пынипе унта хутшӑнасшӑн пулман.

Чӑваш наци конгресне хӑй вӑхӑтӗнче чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан тӗрлӗ организацисене пӗрлештерекен япала пек тума ӗмӗтленнӗ-ҫке. Апла-тӑк наци конгресӗн ҫавӑнашкал пысӑк уявсене, пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хутшӑнмаллах ӗнтӗ. «Ку — ют юшкӑн, ак ку — пирӗн ушкӑн» тесе уйӑрса тӑмалла мар.

Ҫавах ман шанас килет — Купрат патша каланӑ сӑмахсене ӑша хывса эпир чӑвашсем хӑҫан та пулсан пӗрлешетпӗрех, пайланса пӗтнӗскерсене пире пӗрлештерекен орган ҫуралатех. Чӑваш наци конгресӗ ҫӑк ӗҫе хӑйӗн ҫине илнӗ пулсан питӗ аван пулӗччӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.05 16:51
Пĕлтернĕ пулсан, пырса курма хавасчĕ. Анчах та çак Хисеплĕ-Сумлă премийĕн лауреачĕсем Чăвашлăхшăн ирттерекен пулăмсене ытлах хутшăнмаççĕ. Преми лауреачĕ текен çын хастарлăрах пулмалла пек.
Васса // 1590.72.2958
2014.03.05 20:39
ЧИ ХАСТАРРИСЕМ ĕНТĕ-ВОРПА ЯКУР
Серте Унтри // 3890.66.6211
2014.03.05 21:17
Вăл ку апла пулĕ та ха!
ЧНК хальхи лару тăрура мĕн шăл шакаса ларать? Вырăссем хăйсен çынисене Украинăра мĕнле хута кĕреçĕ! Интересленетĕр и хотя бы чăвашсем Украинăра мĕнле пурăнаçĕ ши тесе? Çынсенчен илтрĕм. Хăш пĕр чăваш çемьисем Украинăра килтен тухмасăр ларатпăр тесе звонит тăваçĕ мĕн.
Тен каялла Чăваша куçса килес текенсем те пур пулĕ.
ЧНК çак ĕçсенче ытларах хăйне кăтартма кирлĕ!!!!
Пушă мăйăрсем пире кирлĕ мар, ĕçĕсене туса кăтартăр малтан!
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.05 22:50
Админ.Тăмана кăнтăрла курманнишĕн хĕвел айăплă мар.Малтанхи ертÿçĕ чухне ЧНК ООО шайĕнче пулнă.Хальхи вăхăтра конгресс хăйĕн структурине Устав тăрăх йĕркелесе пырать.Районсенче ЧНК уйрăмĕсене уçма пултарчĕ.Пур çĕре те ăçта ĕлкĕрес манăн.Ма çырмастăн: шкул ачисен конкурсне хавхалантарма пыма пултартăм ĕçе пăрахсах.
С.Павлов // 4186.57.1361
2014.03.05 23:30
Тиркеме пултаратпăр-ха эпир.Пулашма тарашмастпар. Митта Ваçлейĕн преми лауриачĕсем пурте Илле тусесем.
2014.03.06 00:56
Аçтахар Плотников
«Ма çырмастăн: шкул ачисен конкурсне хавхалантарма пыма пултартăм ĕçе пăрахсах.»
Ара пурне те асăнтăм-çке хыпарта: http://chuvash.org/news/5078.html
Çӳлĕрехри хыпарта эп вара Якура хуравларăм. «Тяпкинсем те курăнмарĕç...» — кунта сана кăна мар, санашкал (каçар та вĕсем сан пекех шухăшлаççĕ, пĕр шит те уйрăм шухăш çук пек туйăнать) шухăшлакан, кунта çыракансене каларăм.
Чăн та пур çĕре те ăçта ĕлкерĕн... Ав, паян вĕсем Патăрьелне кайса килнĕ, эп кайман.
2014.03.06 00:59
Аçтахар Плотников
«Митта Ваçлейĕн преми лауриачĕсем пурте Илле тусесем.»
Пурте? Унта лауриатсем хушшинче Микуç Палтай та, Юрий Сан çыравçă та, Тимĕр Акташ журналист та, Владимир Карсаков та пурччĕ...
Эп хам чăн та пĕлместĕп вăл преми пирки пит тĕплĕн, анчах тивĕçлĕ çынсем кăначчĕ унта ман шутпа.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.06 09:30
Админăн пĕлмелле: Юрий Сан, Тимĕр Акташ тата ыттисем Иллен çывăх çыннисем. Эп хирĕç мар пĕртте, юлташсем нумай пулмалла тата нумай енлĕ пултаруллисем. Анчах Илле комсомолта ĕçленĕ чухнехи пекех пĕчĕк "междусобойчик" йĕркеленĕ. Кун пек хитре мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.06 10:36
Васса тăхлачăна пĕлсе тăма.Кунта хăйне "Бор хастар" тесе пĕр сăмах та çырман. Бор çырать: чăвашлăхшăн укçалла мар, чун-чĕре хистенипе-ыйтнипе ытларах хутшăнмалла. А кунта Акасапарпа Васса иксĕр çулталăк ытла темле паттăрсем çинчен çыратăр.
Тай // 3913.58.4645
2014.03.06 12:05
Тем весем Муркаша кайман ана хютелеме.Пелессе пуль кампа сыхланнине.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, [6]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj