Микула // 3913.58.4645
2014.03.06 12:16 | |
Хĕрарăм арçынсем хушшине сăмсине ма чикет-ши? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.06 16:53 | |
Тай питĕ тĕрĕс çырать Илле Иванов пирки. Темшĕн ăна хÿтĕлеме Митта Ваçлейĕн лауреачĕсенчен пĕри те çитимарĕ Муркаша. Муркаш вроде Крым та, Сочи те мар. Çавăнта кайса килме хăват тупаймарĕç. Может причина в другом? | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.03.06 18:24 | |
Ак каллех эсир темăна пăрса ятăр вĕт! Каллех Илле çине, каллех Акапасар çине тапăнатăр. Теми вара пĕртте Илле мар. ЧНК пурне те пĕрлештерекен орган пулас теменни. ЧНК пурне те пĕрлештермелле — Юхман ЧОКЦне те, Тимĕрĕн «Сăварне» те, Иллен юлташĕсене те, «Хавал» тавраш çĕнĕ ушкансене те, чăвашлăхшăн çунакан пур чăваша та.
//ăс çукран пулĕ пĕр Иллепе Акапасара кăна тапăнатăр? Пĕрле ĕçлес вырăнне. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.06 21:29 | |
"Căвар"фонд пирки калас пулсан,вăл конгресспа тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕр.ЧОКЦпа тахçанах хутшăнатпăр."Хавал"ушкăн маттур çамрăксене пухма пултарнă.Ĕç тăваççĕ.Вĕсемпе те хатĕр пĕрле ĕçлеме. | |
Аксар Чунтупай // 8909.2.0975
2014.03.06 21:45 | |
//ăс çукран пулĕ пĕр Иллепе Акапасара кăна тапăнатăр? Пĕрле ĕçлес вырăнне.
Çĕтĕк чунлă теççĕ ун пеккисене... | |
Якур // 9181.9.5065
2014.03.07 00:34 | |
Админ, тăванăм! Мĕнле тема Иллепе çыхăнман пултăр-ха? Хăвах çыратăн вĕт "те Илле Иванов ăна ертсе пынипе унта хутшăнасшăн пулман." -текелесе. Вăт кунта чăнлăх пур теме юрать. Хăйне ытлашши тăнлă, мăнкăмăллă пек тытакан çын( кунта Иллене те, Микулай пиччене те аса илме пулать) нихçан та халăха пĕтĕçтерме, пĕрлештерме пултаримаç. Çав "чир" конгресс ертÿçисене те пырса тивнĕ. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.03.07 00:47 | |
Кунта ман шутпа çакна ăша хывас пулать — чăн-чăн ертӳçĕ пур çынпа та пĕр чĕлхе тупма пултармалла мар-и? Ман шутпа çав-çавах пурне те пĕрлештерекен орган ЧНК пулмалла: вăл Илле пеккисене те юрама, пĕрле ĕçлеттерме пĕлмелле, ыттисене те. Ак ку мана ура хучĕ-ха хăй вăхăтенче тесе кĕвĕçсе лармалла мар. Хăшне тен çак чикĕ урлă иртсе кайма йывăр пуле те, анчах чан та ертсе пырас тесен çав чикĕ урлă (хутшăнăва чараканни урлă) каçмаллах, хăват тупмаллах. | |
Якур // 9181.9.5065
2014.03.07 00:48 | |
Ак кунта акă Админ кашни кунах пĕлтерÿсем çакать.Çавăнта хитреленекен çынсенчен нихăшĕ те чăвашлăха сыхлас тенĕ митинга е пулăма пымасть, хотя вĕсем чăвашлăх темине асаплантарса укçа тенкĕ "ĕçлесе" илеççĕ.Мана каллех <ăмсанатăн> тесе питлеме пуçлаççĕ,пĕлсех тăратăп.Анчах вĕсене чăвашлăх теми манран самай ытларах кирлĕ,а ман чуна çеç ыраттарать тата Тимĕр калашле, кăсьерен е çемьерен укçа шăйăрать.Вот çавăн çинчен çыратăп эпĕ, а вовсе Акапасар е Илле çинчен мар. | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.07 12:08 | |
Админ,ан васка.Паянхи конгресс йывăррăн çĕнелчĕ.Ăнсăртран лекнисем унта çурри таран.Майĕпен Угаслов ЧНК шайне хăпартасса шанас килет.Вара,тен,эсĕ калашле, пĕрлештерме пултарĕ. | |
Микула // 3913.58.4645
2014.03.07 16:55 | |
Кашни чăваш хăй патша.Кам пĕрлештерме пултарать Юхмана,Станьяла,Кибече,Мадурова,Тургая тата ытти обществосен ертÿçисене?.Ун пек çынна тÿрех Нобель премине памалла. |