Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Хресчен сасси» те Республика кунӗ хӑҫан пулнине пӗлмест

Аçтахар Плотников10.01.2014 19:3622362 Пурĕ пăхнă

Нумай пулмасть «Хыпар» хаҫат ҫӗртмен 24-мӗшне канмалли кун пек палӑртманнине пӗлтертӗм. Паян вара ман алла «Хресчен сассин» 2014 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмӗ лекрӗ. Почтӑра туянтӑм. Мана унти «Культурӑллӑ-и эпир?» статьи кӑсӑклантарчӗ те вуласа пӑхас терӗм /вулавӑшӗ пирӗн юнашар ялта ҫеҫ, унта ҫухрӑм утмалла/.

Уҫса пӑхрӑм та хаҫата — кусем те кунталӑк пичетленине куртӑм. Хайхи ятарласах ҫӗртмен 24-мӗшне пӑхрӑм. Ҫук, вӗсем те ӑна канмалли кун пек палӑртман (хаҫачӗ хура-шурӑлла ҫеҫ те, канмалли кунсене хулӑмпа кӑтартнӑ). Кун хыҫҫӑн вулавӑша кайса ытти хаҫатсене те тӗрӗслес килет — республикӑра тухакан хаҫатсем Республика кунӗ пирки астӑваҫҫӗ-и, е ҫук?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

ял ачи // 4277.62.6492
2014.01.11 00:25
Agabazar:"...Хурав тĕрĕс мар!..."
Мĕн тĕрĕс мар? «Хресчен сассин» тĕп редакторĕ тесе Леонтьев хушаматне çыраççĕ халь, пĕлместĕр-им?
http://hypar.ru/res/file/1001-_hreschen_sassi.pdf
Agabazar // 1208.11.4102
2014.01.11 10:11
Agabazar
Леонтьев "империйĕнче" кашни япалана -календарьтен пусласа аналитикăлла статья таран! — пĕр шаблонпа тăваççĕ ĕнтĕ халь.

"Хурав тĕрĕс мар" тени çакна пĕлтерет":Кунашкал япаласене Леонтьев шайĕнче татса параççĕ тени лÿпперрĕн илтĕнет ман шутпа.
2014.01.11 11:12
Аçтахар Плотников
Леонтьев татса парать-и, памасть-и — пуçлăх пулнăран явапне унран ыйтаççĕ. :)
Migulaj // 2158.60.7548
2014.01.11 11:15
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: кӳрентерӳ
Атнер // 3913.58.4645
2014.01.11 11:38
Чунра чăвашлăх çук пулсан çапла çав.А трибунăсенчен чăвашлăха çĕклесси пирки тĕрлĕ программăсем пирки мĕн чуль "тăнлă"сăмахсем юхтарман пуль шеремет.
Agabazar // 2988.1.6985
2014.01.11 16:14
Agabazar
Admin:"Леонтьев татса парать-и, памасть-и — пуçлăх пулнăран явапне унран ыйтаççĕ. :)"

Вăт-вăт, патшалăх СМИ-йĕ пулнăран, шăпах чăн малтан патшалăх умĕнче явап тытать. Курăпăр: патшалăх органĕсем ăна 24-мĕш числона "маннăшăн" явап тыттарĕç-и, çук-и? Çакă хăйне май лакмус хучĕ пулĕ. Йăнашсене тÿрлетсе хаçатсем тÿрлетÿ тата вулакансенчен каçару ыйтнине пичетлĕç-и? Çакăн хыççăн пурте яр уççăн куç умне курăнĕ.... Финал хуть те мĕнле пулсан та.
Agabazar // 2988.1.6985
2014.01.11 17:20
Agabazar
Migulaj // 2158.60.7548
2014-01-11 11:15
======Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: кӳрентерӳ======
Микулай хăта каллех çынсене тĕлли-паллисĕр тăмсай, быдло, кĕççепит, икĕпит, йĕксĕк теме пуçланă пуль-ха...........
Agabazar // 2988.1.6985
2014.01.11 17:26
Agabazar
Атнер:"Чунра чăвашлăх çук пулсан..."

Мĕн япала вăл "чунри чăвашлăх"? Мĕнле тарасапа виçсе пăхма пулать ăна? Хыпашласа пахма пулать-и? Сăмса умне тем пысăкăш чышкă çывхартса шăршлаттарсан нимĕнле "чунри чăвашлăх" та çăлса хăварма пултараймасть.
2014.01.11 19:04
Аçтахар Плотников
«Микулай хăта каллех çынсене тĕлли-паллисĕр тăмсай, быдло, кĕççепит, икĕпит, йĕксĕк теме пуçланă пуль-ха...»
Аха. Очепяткăна кăтартрĕ те — уншăн тав — кирлех мар тесе курăмлă тумарăм (тепĕр тесен ун валли эп нумай пулмасть ятарлă хатĕр вырнаçтарса — Ctrl+Enter кăна пусмалла). Хайхи пуçларĕ мана «сысналаннă чура (вырăс)» тесе ятлама. Пĕрре мана кӳрентерет, тата вырăс халăхне (саккун унашкаллине чарать!!!). Паллах, хуратрăм. Халь каллех, эп япăх çын.
Тимӗр // 3197.23.5313
2014.01.11 20:24
Акапасар.Чунри чăвашлăх вăл сан пирки мар пулас.Эсĕ канма пултаран кăштах.Кам сире чышкă кăтартать?Унсăрах эсир пĕр вырăна çулама хатĕр ăшă вырăнтан кăларса ярасран хăранипе.Кам редактора тустарма пултарать Республика кунне хĕрлĕпе палăртнăшăн?Мĕн чĕтрен?

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, [5], 6

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj