Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Хресчен сасси» те Республика кунӗ хӑҫан пулнине пӗлмест

Аçтахар Плотников10.01.2014 19:3622364 Пурĕ пăхнă

Нумай пулмасть «Хыпар» хаҫат ҫӗртмен 24-мӗшне канмалли кун пек палӑртманнине пӗлтертӗм. Паян вара ман алла «Хресчен сассин» 2014 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмӗ лекрӗ. Почтӑра туянтӑм. Мана унти «Культурӑллӑ-и эпир?» статьи кӑсӑклантарчӗ те вуласа пӑхас терӗм /вулавӑшӗ пирӗн юнашар ялта ҫеҫ, унта ҫухрӑм утмалла/.

Уҫса пӑхрӑм та хаҫата — кусем те кунталӑк пичетленине куртӑм. Хайхи ятарласах ҫӗртмен 24-мӗшне пӑхрӑм. Ҫук, вӗсем те ӑна канмалли кун пек палӑртман (хаҫачӗ хура-шурӑлла ҫеҫ те, канмалли кунсене хулӑмпа кӑтартнӑ). Кун хыҫҫӑн вулавӑша кайса ытти хаҫатсене те тӗрӗслес килет — республикӑра тухакан хаҫатсем Республика кунӗ пирки астӑваҫҫӗ-и, е ҫук?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Атнер // 3913.58.4645
2014.01.17 19:03
Шупашкарта кашни çул халăха пухса чăвашсен авалхи уявне- сурхурине- анлă ирттерни пирки телевидени кăтартрĕ.Тимĕр ирттернĕ тесе каларĕç.Ку сайтра та хыпар та пур сăнÿкерчĕкĕсемпех.Хĕветĕр Мадурова чÿк ирттерме пулăшакн Тимĕр пирки пĕлетпĕр.Васса тăхлачă тем пăтрататăн пулас.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.17 19:47
Акасапар хăта! Эс çырнă хыççăн:"Ку этемсем Иван Юркин камне те йĕркеллĕ пĕлмеççĕ вĕсем. "Музей" текенни Иван Николаевич хăй вăйĕпе 19-мĕш ĕмĕрте (е кăшт каярахпа-и) лартнă чул çурт иккенне те чухламаççĕ."-татах хытăрах ĕненме пуçлан Акасапар "Кача пÿрнипе тата кача пÿрни çинччи шĕпĕнĕпе те мухтанма пултараканни" шăп та лăп Акасапарах пулнине.
Васса // 3050.00.5933
2014.01.17 20:35
Ним те пăтратмастăп, пĕр-пĕр ĕç тунă хыççăн "ăна турăмăр та, кăна турăмăр " тесе мухтаннипе кăна çырас терĕм, унсăр пуçне тата хайсене кăна ĕçлетпĕр тесе шутлаççĕ, çавă çеç.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.19 08:48
Васса тăхлачă,эс япалана йĕркипе вуласа тух.Калаçу Акасапарпа мĕнрен пуçланса кайрĕ.Ним те йĕркелесе курман,пулăмсене хутшăнма вăтанакан Акасапар пурнăçа вĕрентме пуçлать те,çавна хирĕç çырмалла пулса тухрĕ.Никам та мухтанмаç.Анчах та Акасапар мухтанма пуçласан эпир ăна сăпайлăн чаратпăр та,вăл вара калать:"мĕнле вара ман пуçа хăйăр ăшне чиксе пурăнмалла-и?"-тет.
Тимӗр // 4222.19.2045
2014.01.19 20:34
Васса,кинемей,тем пăтратать яланхи пекех.Халиччен Тутарстана пĕр вунă хут пулнă.Юхма,Тургай,Вера Кузьминична Кузьмина,Порфирий Афанасьев,Станьял,Мадуров тав тун мана вĕсене кашнине Хусана илсе кайнăшăн хам шутпа ,хам машинăпа.Музей юсама сăмах паман.Хĕрарăма суйнăшăн каçаратăп.Вĕсемпе тата ухмахсемпе тупăшма хушман.
Васса // 1121.85.9008
2014.01.19 21:10
О-о!вĕсем мĕнле пархатарлă,хĕрарăма "тăхлачă, кинемей,инке" тесе кÿрентеретпĕр тетĕр пуль, урăхла чĕнме пĕлместĕр,урăх чăвашла лайăх сăмах пĕлместĕр, çавăнпа тÿрех-тăхлачă.О-О! Хусана хăй укçипе ,хăй машинипе лартса кайса килнĕ, мĕн пысăкăш ĕç тунă , арçын пулса мухтанмалăх пур.
Agabazar // 7773.9.8959
2014.01.19 21:22
Agabazar
Timer:"...Тутарстана пĕр вунă хут пулнă... Хусана..." Хусан вăл пĕтĕм Тутарстан мар-ха. Тутарстан пысăк. Унта 3-4 миллион çын пурăнать. Пĕр кĕтессинчен тепĕр кĕтессине çитме 1000 километр.

Timer:"Юхма,Тургай,Вера Кузьминична Кузьмина,Порфирий Афанасьев,Станьял,Мадуров тав тун мана вĕсене кашнине Хусана илсе кайнăшăн хам шутпа..." Мĕншĕн "хам шутпа" тата? Пуçтармалла пулнă кашнийĕнчен укçа бензин туянмалăх та пулин. Мĕн пустуй песплат турттармалла çынсене? :-)
Agabazar // 7773.9.8959
2014.01.19 21:33
Agabazar
Timer:"Хĕрарăма суйнăшăн каçаратăп.Вĕсемпе тата ухмахсемпе тупăшма хушман."

Манăн вара, темшĕн-çке, хĕрарăмсене ухмахсемпе "пĕр кĕрекене" лартнăшан каçарма кăмăлсем çукрах....
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.20 08:55
Акасапарпа Васса пĕр урапа çинчен, хăйсем кунта ĕр пуçне ним те йĕркелесе курман. Форумра шăл йĕрсе ларма пултараççĕ çеç-çке. Ай-уй, малалла танкăлтатасшăн тата.Вассв,паллах, хĕрарăм мар-ха, ку унăн псевдонимĕ. Нимех те мар, маншăн хуть турчанка тесе çыртăр.
Атнер // 3913.58.4645
2014.01.20 09:18
Акапасар хăй пĕр курăмлă ĕç туни пирки таки каламарĕ-ха.Аварине лекнĕ Яклычевăна Тимĕр пек пулăшас темерĕ.Банер çакма нимелле хал çитмерĕ.Юркин музейне юсама ,тен, нимелле килĕшĕ?Миçе пин парĕ-ши?

Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5, 6

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj