Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗн чӑваш халӑхӗн этника хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлемелли ПРОГРАММӐна улшӑнусем кӗртмелли СӖНӲСЕМ

Аçтахар Плотников25.10.2013 14:4012665 Пурĕ пăхнă

Чӑваш наци конгресӗн чӑваш халӑхӗн этника хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлемелли ПРОГРАММӐНА кунта тупма пулать: http://chnk.ru/a/documents/10.html

Чӑваш наци конгресӗн чӑваш халӑхӗн этника хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлемелли ПРОГРАММӐна

улшӑнусем кӗртмелли

СӖНӲСЕМ

 

1. «Упраса хӑварас» ҫаврӑнӑшсемпе пӗрлех «Аталантарас» сӑмаха ытларах усӑ курмалла. Ӗмӗр-ӗмӗр тӑршшӗпе чӑваш халӑхӗ мӗн аталантарнипе кӑна ҫырлахмалла мар, ҫав пурлӑха хальхи самана ыйтнипе малалла ӳстермелле.

2. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика пайӗнче чӑваш ялӗ пирки кӑна асӑнни пур, хулари пурнӑҫ ҫинчен вара маннӑ. Хальхи вӑхӑтра — ҫамрӑксем ытларах хула таврашне талпӑннӑ май — хуласен социаллӑ пурнӑҫпа экономики, социокультура аталанӑвӗ пирки манмалла мар, хулара та культурӑпа чӗлхене аталанмалли майсем туса парас ӗҫпе ӗҫлемелле.

3. Чӑваш культурине тӗрлӗ сферӑсене анлӑрах кӗртессине те шута илмелле — архитектурӑра, тимӗрпе ӗҫлекенсен ӗҫне чӑвашлӑх эрешӗсене ытларах кӗртме сӗнмелле. Ҫапла май пирӗн хуласен хӑйне евӗрлӗхӗ, апла тӑк хуласен кӑсӑклӑхӗ (тепӗр май каласан туриссене нумайлатасси) ӳсмелле.

4. Чӑваш чӗлхипе литературине тата культурине вӗрентес ӗҫре республикӑпа ун тулашӗнчи шкулсемпе тата ача пахчисемпе ҫыхӑну йӗркелеме сӗнмелле (тулаш вӗренӳ заведенийӗсене учебниксемпе тата республикӑра хатӗрленӗ хатӗрсемпе тивӗҫтермелле; вӗренӳ опытне сарма пулӑшмалла).

5. Тулай чӑвашсем хушшинче шкул тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литературине тата культурипе историне вӗренмелли майсем туса парассине кӗртмелле.

6. Чӑваш чӗлхин вӗрентӗвне шкул умӗнхи вӗренӳ заведенийӗсене сарасси пирки сӑмах хушмаллах; чӑвашла воспитани паракан ача пахчисен йышне, уйрӑмах хуласенче, ӳстермеллине шута илмелле.

 

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников

25.10.2013

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3244.83.4905
2013.11.11 17:34
Agabazar
"ан сĕрле" Хăвăр ан сĕрлĕр!/b>"...пăтранан..." <b>хăвăр пăтранатăр"...Пуш параппан çапма пăрахмалла!.." Хăвăра чăн малтан пырса тивет ку сăмах.

акапасар сирĕнпе пĕрле выляса ÿсмен. Ăна "Эс" теме сирĕн нимле право та çук. Модератор пулсан сире тахçанах çакăншăн банлаттарнă!!!!
Agabazar // 3244.83.4905
2013.11.11 17:42
Agabazar
<b>Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар.</b>
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 17:59
Ку форумра эпир никампа та пĕрле выляса ÿсмен, кун пирки ан иккĕлен.Акасапар,уç ара ху сайт. Вара банлаттар,вара юлăн пĕччен хăвна ху банлаттарса.
Agabazar // 3244.83.4905
2013.11.11 18:02
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 18:11
Акасапар,уç ара ху сайт. Вара банлаттар,вара лар пĕччен хăвна ху банлаттарса.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.12 22:52
Чавашсене ытларах есе илекен пуслахсем те пур. Уйрам организацинче чавашсем валли ес вырене туса пани халхи вахатра Пысак ЕС! Пулашу! Анчах никам та чавашсене ес тупса патам тесе мухтанмасть, кашкармасть.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.13 12:17
Пур,пур ун пек чăвашсем,пĕлетпĕр.Сăмахран,Н.М.Тувалкин-Одер ял-йыш валли Суту-илю центрĕ,"Хытă"çул,шыв пăрăхĕсем тата ытти те,тата ыт. те..Тăван колхоза ура çине тăратрĕ, çынсене ĔÇ вырăнĕ пачĕ(чăвашсене, паллах).Пĕрре те кăкăрне çапмасть, анчах Акасапар Одера хирĕç пакăçсем çыркалать-мĕне пĕлтереть ку?Пуш параппан вăл Африкăра та пуш параппан.
Атнер // 3913.58.4645
2013.11.13 12:21
Тимере хăй вăхăтĕнче чăвашла пĕлекенсене кăна черетсĕрех заводран кирпĕч панăшăн директор ĕçрен кăларма тăнине илтнĕччĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.19 12:03
Сăмахпа Банлаттарма"пултаракан"Акасапар Тимĕр пек ĔÇсем тума пултарнă-и ха?(тем более,Совет самани вăхăтĕнче).Хурав каламасăрах паллă,вăл форумра кăна ХЕВТЮсем çинчен çыркаласа ларать.Конкретнăй ĕç тесен таçта кайса пытанать.
Якур // 3341.10.6083
2013.11.19 13:44
Тимĕрпе Атнер пек хастарсем пур пулсан пурнатпăр-ха! Ефимпа bor-та тĕрĕссине çырнă пек туйăнать!

Paĝoj: 1, 2, 3, 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj