Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

Аксар Чунтупай: Г.Н.Архипов: Чӗлхене упраса чӑваш пулсах пурӑнар!

Аксар Чунтупай24.10.2013 21:2619247 Пурĕ пăхнă

15 ҫул. Чӑваш наци конгресне ҫакӑн чухлӗ ертсе пырать Геннадий Николаевич Архипов. Мӗн-мӗн тунипе кӑмӑллӑ-и вӑл? Паянхи кун ӑна мӗн хумхантарать, арман чулӗ пек пусарса тӑрать? Сиплев вӑхӑчӗ вӗҫленмен пулин те Геннадий Николаевич пирӗн ыйтусене хуравлама килӗшрӗ.

- Хамӑн тата ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ҫапларах каланӑ пулӑттӑм - ҫӗкленӳллӗ тапхӑрсем те, хавшакланнӑ вӑхӑтсем те пулчӗҫ: пурнӑҫри пекех. Ку чӑнлӑхпа кам килӗшмест - йӗри-таврашри пулӑмсене аса илтӗр, республикӑпа ҫӗр-шыв историне тишкерме те манса ан кайтӑр. «Хура» чӗлхеллисем тем те пӗр пакӑлтатсан та эпӗ нихӑҫан та правительство айӗнче пулман. ЧНК шухӑшне вылянмасӑр уҫҫӑн пӗлтернӗ. Хирӗҫӳллӗ самантсенче те ыйтусене пире майлӑ татса партарма мехел ҫитернӗ. Ҫирӗп принциплӑ ҫул-йӗртен пӑрӑнманранах-тӑр пысӑк шайри чиновниксем те мана: «Пирӗн пек шухӑшласа ӗҫлӗр», - темен. Мӗншӗн тесен эпир ҫынсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусенех ҫӗкленӗрен, чӑвашлӑх ӗҫӗнчи тӳнтерлӗхсене пӗтерме, витӗм кӳме ҫивӗч ыйтнӑран. Сӑмахӑма ҫирӗплетме пӗр тӗслӗх ҫеҫ илсе кӑтартам. Темиҫе ҫул каялла республикӑри хӑш-пӗр шкулта чӑваш чӗлхи урокӗсене эрнере пӗр сехет ҫеҫ хӑварма тытӑннӑ. Кун пирки правительствӑна тӳрех пӗлтертӗмӗр. Тӗл пулса ҫивӗч калаҫнӑ хыҫҫӑн виҫӗ сехет патне каялла таврӑнтарма май килтертӗмӗр. Виҫҫӗ те сахаллине ӑнланса эпир пилӗк сехет ыйтнӑччӗ. Шел те, пирӗн сӗнӳпе килӗшмерӗҫ.

- ЧНК пурнӑҫланӑ ӗҫсенчен тата хӑшӗсем сирӗн асӑрта янкӑр ҫуталса тӑраҫҫӗ?

- Вӗсем нумай пулнӑ ӗнтӗ. Шутласа та, аса илсе те пӗтереймӗн. Ҫапах та пӗр-иккӗшне палӑртам. Эпӗ президентра ӗҫлеме тытӑннӑ чухне Чӑваш наци культура автономийӗсем ҫирӗм саккӑрччӗ. Халӗ - тӑхӑр вуннӑ. Вӗсене йӗркелеме мӗнлешшӗ кӑткӑссине ку ӗҫе хутшӑнманнисем ҫеҫ пӗлмеҫҫӗ. Кашнинех вырӑна тухса, чӑвашсене тупса, пуҫтарса пӗр чӑмӑра пӗрлештернӗ. Ҫынсем хапӑл туса йышӑннӑ фестивальсен шайӗ те ҫулсерен ӳссе-капашланса пырать. Кӑҫал пӗрремӗш хут Чӑваш акатуйне Раҫҫейри тӗрлӗ регионта пурӑнакан чӑвашсемпе пӗрле ирттертӗмӗр. Ытти ҫӗр-шывра тӗпленнӗ тӑванӑмӑрсем те нумайӑн килсе савӑнчӗҫ, туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетрӗҫ. Каласа хӑвармаллах: Акатуй кирлӗлӗхӗ пирки «Хыпар» хаҫат тӑтӑш ҫырчӗ, ӑна пурнӑҫа кӗртме пысӑк пулӑшу кӳчӗ. ЧНК ертӳҫисем пирки тӗрлӗ хавха сарсан та - эпир Конгресс шайне антарса лартман. Пире итлеҫҫӗ, пирӗнпе канашлаҫҫӗ. Чӑвашлӑхшӑн вӑхӑчӗсене шеллемесӗр тӑрӑшакан хастарсене вара чӗререн тав тӑватӑп. Вӗсем нихӑҫан та укҫашӑн ӗҫлемен, вӗсенчен пӗри те патшалӑх бюджетӗнчен шалу илсе тӑмасть. Ҫак шутра - эпӗ те.

- Ку - ҫӗкленсе сӑмахламалли сӑлтавах мар-ха, Геннадий Николаевич. Кӳршӗ республикӑсенчипе танлаштарсан - пушшех. Ку ыйтӑва, патшалӑх шучӗпе тытса тӑракан штатсем Конгресра пулмаллине, эсир пӗрре те хускатман-и вара?

- Хускатнӑ. Тӑватӑ-пилӗк ҫынна шалу тӳлесе тӑма кӑҫалтан укҫа парасла каларӗҫ-ха. Чӑваш халӑх ҫуртне пӗтӗмпех Конгреса парас ыйту та татӑлчӗ теессӗм килет. Кусем каллех республика влаҫӗпе пӗр чӗлхе тупса ӗҫленине ҫирӗплетеҫҫӗ.

- Пурте пӗлетпӗр: халӑх ним ҫукранах пӑшӑрханмасть, тӗрлӗ сӑмах алламасть. Малтан ЧНК тавра чӑмӑртанса ӗҫленӗ пултаруллӑ ҫынсем мӗншӗн ушкӑнлана-ушкӑнлана пайланса кайрӗҫ?

- Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлес терӗҫ-тӗр. ЧНК алӑкне эпир питӗрмен. Вӑл яланах уҫӑ. Килччӗр, сӗнччӗр. Тӗрлӗ шухӑшлӑха эпӗ яланах ырланӑ. Тӗрлӗ шухӑшлӑхран тӗшшине тупса малалла ӑнтӑлма тӑрӑшнӑ.

- ЧНК регионсенче пурӑнакан чӑваш усламҫисене пӗтӗҫтерсе республика экономикине тӗрев парас ҫул ҫине тӑнӑччӗ. Ку ӗҫе йӗркелесе пыма вице-президент та суйланӑччӗ. Пархатарлӑ тӗллев шухӑш шайӗнчех юлчӗ пулмалла.

- Ӑна пурнӑҫлама пӗрремӗш утӑм тунӑччӗ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула вӑл путланчӗ. Ку ыйту патне таврӑнмаллах. Раҫҫей Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине кӗнӗ май чӑваш усламҫисем пӗрлешсе ӗҫлени пирӗн республикӑна питех те кирлӗ.

- Чӑваш Республикин Конституцийӗнчен «Патшалӑх» сӑмаха кӑларса пӑрахни нумай-нумай ҫынна тӗлӗнтерчӗ, калаҫтарчӗ. Кун пирки ЧНК Президиумӗ хӑйӗн витӗмлӗ сӑмахне мӗншӗн каламарӗ?

- Ҫак йышӑнӑва хирӗҫлесе влаҫ тытӑмне ҫыру янӑччӗ. Шел, ку енӗпе ҫирӗпрех пулаймарӑмӑр. Куншӑн, Президиум членӗсемсӗр пуҫне, эпӗ те айӑплӑ. Манӑн шухӑшӑмпа, кӑна ним тумасӑр ирттерсе ямалла мар, кунпа ҫырлахмалла мар. Шӑмат кунхи форумра Аслӑ пуху ячӗпе ятарлӑ резолюци йышӑнмаллах.

- Чӑвашлӑх еплерех аталанасси влаҫ тытӑмӗсенче камсем ӗҫленинчен ҫав тери нумай килет. Ку енӗпе, ӑста кадрсем, ятлӑ-сумлӑ лидерсем хатӗрлесе вӗсене министерствӑсемпе ведомствӑсене ертсе пыма сӗнессипе, ЧНК вун пилӗк ҫул пачах та ӗҫлемерӗ. Ҫавӑнпах-тӑр Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче культура сферин пӗр представителӗ те ҫук. Тутарстанра та, Пушкӑртстанра та вӗсем пур. Ку ҫеҫ те мар, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ те депутат мандатне илме «тивӗҫ» пулаймарӗ, Общество палатинче те ун валли вырӑн тупӑнмарӗ. Ҫак тӳнтерлӗхе ӑнлантарма сирӗн рецепт пур-и?

- Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче, чӑваш вӑраннӑ, тапраннӑ вӑхӑтра, лару-тӑру халӑхӑмӑра кирлӗ пек аталанма тытӑннӑччӗ. Каярахпа самана хӑвӑрт улшӑнчӗ. Эпир, культура анинче тар тӑкакансем - ӑсчахсем, чӗлхеҫӗсем, писательсем, журналистсем, художниксем, поэтсем, композиторсем, театр артисчӗсем, режиссерсем, музей, библиотека ӗҫченӗсем, халӑх ӑстисем - унӑн таппине хирӗҫ тӑраймарӑмӑр: тискер капитализмра ҫухалса кайрӑмӑр. Влаҫ ҫакӑнпа усӑ курни сирӗн юлашки икӗ тӗслӗхрен те яр уҫҫӑн курӑнать. Апла тӑк - пирӗн улшӑнмалла, хамӑра кӑтартмалла. Чӗлхене упраса чӑваш пулсах пурӑнмалла!

Геннадий Максимов

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 7147.1.8182
2013.11.11 15:11
Agabazar
Ак тата тепри хăй сисмесĕрех хăйĕн ăшчикне кăтартрĕ... (Мĕнех, çапла пулса тухнишĕн манăн айăп çук...) Ку çын та, паллах, "халăх йăлишĕн" мар, Акапасара лапчăтассишĕн çеç "Эсĕ" те "Эсĕ" тет. Паллах пĕр-пĕр прокурорпа судьяна вăл нихçан та апла калас çук. Апла калама мар, чăвашла сăмах хушма та хăяс çук. Пĕлетпĕр унашкаллисене. Виртуаллă Акапасарпа "эслетсе" ларасси — шутсăр çăмăл япала Çавăнпа мухтанаймăн... Кунта паттăрлăх кирлĕ мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 15:53
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: Варам
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 15:59
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ:
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 15:59
Акасапар,кам вара эсĕ сана лапчăтас тесе шутласа çÿреме?Кăшт значимыйрах пулсан стоило бы шутлама.Виртуаллă и есть виртуаллă.А прокурорсемпе судьясем е адвокатсем пирки:эс вĕсенчен пит хăран пулмалла,ман ун пек туйăмсем çук.Эп пĕлнĕ тăрăх нумай чăвашсем çав судьсемпе прокурорсене эс тесе каланинех илткеленĕ(чăвашраххисемпе ĕнтĕ).

Agabazar // 3244.83.4905
2013.11.11 17:40
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 18:23
Акасапар,кунта тема сан çинчен мар. Тема: наконец-то Архипов вăранни çинчен. Подытоживая свою жертвенную деятельность он пишет-" Г.Н.Архипов: Чĕлхене упраса чăваш пулсах пурăнар!".Тĕлĕнмелле, какое озарение!
Agabazar // 6265.8.4276
2013.11.11 21:04
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар.
Тимӗр // 4266.76.9177
2013.11.11 22:27
Акапасар,эсĕ виртуаллă япала.Мĕнле-ха сана эсир темелле.Эсĕ пĕчченех вĕт-ха?Е есир 3-4 çын.Пач пăтратса ятăн пире.Е ятарласа ухмаха перен эсĕ.Е чăваш пурне те эсĕ тесе чĕннине пĕлместĕн-им?Ман шутпа патшана кăна вырăссене кура эсир тесе чĕнме пултарнă чăваш.
Agabazar // 6265.8.4276
2013.11.11 22:32
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.13 12:49
Акасапар вăл пĕччен мар,вăл ушкăнран тăрать.Таки виртуаллă тĕнчерен тухаймарĕ ĕнтĕ вăл,килĕшет ăна çав тĕнчере.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, ... 7

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj