Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
 

Reklamo

«Хыпар»: Тенкӗпе пус тата «ылтӑн ҫӑмарта» ҫинчен

«Хыпар»28.05.2013 20:264385 Пурĕ пăхнă

Ас тӑвасса, пӗр-пӗр пуҫлӑха уголовлӑ майпа айӑплани ӑнсӑртран пӗрре тенӗ пек пулатчӗ. Халь апла мар. Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн, Шалти ӗҫсен министерствин пӗлтерӗвӗсене сӑнӑр-ха - куллен тенӗ пек вӑл е ку пуҫлӑх-ертӳҫӗ ячӗ уголовлӑ ӗҫсенче янӑрать. Юлашки уйӑхсенче вӗсен вӑрӑм списокне хатӗрлеме пулать. Халь ӗнтӗ ҫакӑ тӗлӗнтерет: айӑплаҫҫӗ, хупаҫҫӗ - вӗсем вара иртӗхме ҫав-ҫавах пӑрахмаҫҫӗ. Хӑрамаҫҫӗ! Укҫа-мулшӑн ҫунни хӑрас туйӑма та мӑкатать пулинех.

Шупашкарта авӑ поликлиникӑсенчен пӗрин заведующийӗ пирки каллех уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракан медсестра укҫине тӑпӑлтарнӑ иккен. Лешне хавхалантару тӳлевӗ панӑ, заведующи вара ҫав укҫана хӑйӗнпе пайламасан ӑна ҫав хавхалантарӑва сахалрах парассипе е вуҫех тӳлеме пӑрахассипе сехӗрлентернӗ. Медсестран хӑйӗн кӗсйине кӗмелли укҫан пӗр пайне ирӗксӗрех пуҫлӑха парса пыма тивнӗ. Пӗр уйӑхра - 2 пин тенкӗ, тепринче - 17 пин таранах. Пӗтӗмпе 148 пин тенкӗ тыттарнӑ. Заведующи вара ӑна кӑна ҫулӑхман. Ун пирки маларах та уголовлӑ ӗҫсем пуҫарнӑччӗ. 9-12-мӗш ҫулсенче вӑл ҫакнашкал майпах поликлиникӑн тата ултӑ ӗҫченӗн 346 пин ытла тенкине хӑйӗн кӗсйине чикнӗ...

Вӑт ҫакӑн пек истори. Кунашкалли, пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан учреждени, предприяти, унта ӗҫлекенсен укҫине куҫ хывни, пӗрре кӑна пулсанччӗ! Кашни утӑмрах-ҫке! Тепӗр чух ҫакӑн пек шухӑш та ҫуралать: вӗсем май пур чух вӑрласа-пуйса юлас тӗллев тытнӑ-тӑр. Пӗлсе пӗтер-ха, ыран тем пулать, тен, хыҫран тапса кӑларса ярӗҫ, ҫавӑнпа та паян пултарнӑ таран хыпса-тултарса юлмалла. Ҫын мӗн калӗ? - кунашкал ыйтупа хӗрелекен-намӑсланакан сахал пек туйӑнать. Каласа пӑхчӑр-ха - самантрах ӗҫсӗр юлӗҫ. «Килӗшмест тӗк - пӑрахса кай», - пуҫлӑхсем хӑйсене пӑхӑнса тӑракансене ҫапла калани пирки ҫине-ҫинех илтетпӗр.

Нумайӑшӗ ҫапла тӑвать те - пӑрахса каять. Ютра ӗҫлет. Унтан вара Пенза облаҫӗнчи автоаварире ентешӗмӗрсем теҫеткипех вилнӗшӗн хурланма тивет. Ҫав ҫынсем Сочие пурнӑҫа йӳнеҫтерес тӗллевпе кайнӑ вӗт. Кунта ӗҫ ҫуккипе. Ӗҫӗ, влаҫсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пур-ха. Анчах мӗнлерех ӗҫ? Этем паян пуспа кӑна ҫырлахасшӑн мар. Мӗн пытармалли, асӑннӑ инкек пуҫлӑхсем хӑйсем тенкӗпе илнӗ вӑхӑтра «хура халӑха» пуспа кӑна тӳленин юнлӑ кӑтартӑвӗ те вӗт. Ҫул ҫинче пысӑк йыш пурнӑҫӗ татӑлчӗ те - ҫӗр-шыв шайӗнче кӗрлемелли хуйхӑ пулчӗ. Анчах пӗрерӗн-икшерӗн вилни мӗн чухлӗ! Мускаври, ытти хулари стройкӑсенче вилнӗ ентешӗмӗрсене илсе килсе пытарнӑ пӗр тӗслӗх те пулин кашни ялтах пур-тӑр, тупата. Ӗҫ сыхлавӗ ҫине алӑ сулаҫҫӗ, будкӑра-мӗнре пурӑнаҫҫӗ - ӳксе вилеҫҫӗ, ҫунса каяҫҫӗ, укҫашӑн вӗлереҫҫӗ.

...Ялта ҫӗр улми лартаҫҫӗ. Ана пуҫласа чи малтан вӑрлӑх пӑрахмашкӑн /йӑли ҫапла - ку ӗҫе хӗрарӑма шанмаҫҫӗ/ арҫын ҫук иккен - пурте таҫта ҫичӗ ютра ӗҫлесе ҫӳреҫҫӗ. Юрать, шкул ҫулӗсенчи шӑпӑрлансем пур-ха - вӗсен арҫын тивӗҫне пурнӑҫлама тивет. Хӑй вӑхӑтӗнче вара пӗр-пӗр ҫын пахчинче ҫӗр улми лартнӑ чух арҫынсем икӗ лашапа черетленсе суха пуҫ тытмалӑх та пухӑнатчӗҫ - паян ҫакӑн патне пырса тухасси пирки тӗлленме те пултарайман.

Шухӑшлатӑп та, ҫӳлерех асӑннӑ поликлиника заведующийӗн хӑйӗн шалӑвӗ те пӗчӗк мар-тӑр - пур пӗр ҫитмест, тата ытларах кирлӗ. Чылай ертӳҫӗн айккинчен кӗрекенни нумаййине те кашниех пӗлет. Ҫийӗнчен - хӑйсен кӗсйинчен тухмалли тӑкаксене чакаракан майсем. Вӗсемпе вара чӑннипех иртӗхсе усӑ кураҫҫӗ, тӑкаксем шутлӑ мар - предприяти, хуҫалӑх, учреждени тӳс кӑна!

Пӗлӗшӗм каласа парса култарчӗ. Республикӑри паллӑ предприятисенчен пӗрин, кайӑк-кӗшӗк фабрикин, директорӗ тем пысӑкӑш машинӑпа килсе чарӑннӑ тет. Ҫынсем, паллах, кӑсӑкланаҫҫӗ: ку транспорт хатӗрӗ бензинне те аван ҫунтарать пуль? «Ан та кала, - тет директор мӑнаҫланса, - газ педальне пусмассерен пӗр чӑх вӗҫсе тухса каять».

Чӑх тенӗрен, тепӗр организаци пуҫлӑхӗ, хулара пурӑнаканскер, ҫак кайӑка ялти хуҫалӑхӗнче усрать теҫҫӗ - унта та ҫурт пур. Чӑх, паллӑ, ҫӑмарта тӑвать. Ӑна илме пуҫлӑха турттаракан служба автомобилӗ Шупашкартан инҫех мар ҫав яла куллен хутлать тет. Пуҫлӑха ӗҫе леҫет те - яла. Экологи тӗлӗшӗнчен питӗ таса ҫимӗҫ пуль ӗнтӗ, чӑннипех - ылтӑн ҫӑмарта.

Сӑмаха хӑш-пӗр пуҫлӑх-ертӳҫе сӑпайлӑрах пулма, кӑмӑлне виҫеллӗрех тума чӗнсе, хӑйсем ашне ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн шӑммине те пулин ахаль ӗҫченсене пӑрахса памалли пирки аса илтерсе малалла тӑсмаллаччӗ пуль те - усси? Юрӗ, статистика авӑ ку енӗпе чылай ҫул ӗнтӗ мухтанайман Чӑваш Енре те вӑтам ӗҫ укҫи чылай ӳсни пирки рапортлать, пуш уйӑхӗнче вӑл 18 пин тенкӗрен те иртнӗ-мӗн - ҫавӑншӑн савӑнар. Чӑн та, кунта уйӑхри саккунпа ҫирӗплетнӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫипе ҫырлахакан та, ҫӗр пин е ытларах илекен пуҫлӑх та пӗр купара, анчах пысӑк шалуллисене ку кулянтармасть пулас. ЧР Правительствин шайӗнче ирттернӗ пӗр канашлура ӗҫлекенсен вӑтам ӗҫ укҫине ертӳҫӗсеннинчен уйрӑм шутласа пӑхни кӑсӑкли пирки калаҫу пулнӑччӗ те - сӑмах айне пулса юлчӗ-тӗр.

 

Николай КОНОВАЛОВ

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Игорь Сайман // 3067.15.1690
2013.05.29 00:20
"...Унтан вара Пенза облаçĕнчи автоаварире ентешĕмĕрсем теçеткипех вилнĕшĕн хурланма тивет..."Сусăрланнисене ăçта хуратăр, Николай Коновалов? Вилнисем —пĕр теçетке, Аманнисем —тепĕр теçетке... Чĕрĕ юлнисене "телейлĕ" теме чĕлхе çаврăнмасть...
bor1959 // 1039.8.4424
2013.06.01 09:35
Автор питĕ тĕрĕс çырать ĕç укçи, вăтам шалу, пуçлăхсем пирки. Мĕн тумалла: Пуçлăхсен ĕç укçи вăтам шалуран 5-6 хутран мала пулмалла мар, финанс юхăмĕсене витĕр курăнмалла( прозрачные) тумалла, тĕрлĕ пуçлăха ăс-тăн шайне тата чун тасалăхне тĕпчесен кăна кĕртсе ямалла условный срока тата ытти те. Эпир хамăр хистемесен, ыйтмасан-пирĕншĕн никам та тăрăшмĕ.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj