Pri la retejo
 Novaĵoj
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Historio
 Literaturo
 Ĉuvaŝa lingvo
 Forumo
 Ligiloj
  ял ачи // 4277.62.6492 
  2013.05.12 10:57  | |
акан 27-мĕшĕнчи кăларăм пур кунта  http://www.youtube.com/watch?featur ... bedded&v=l6fGkascGHU  | |
Игорь Сайман // 3500.28.4662 
  2013.05.13 14:53  | |
"Судра" комеди (Ф.Павлов). Вăл пĕр пайран çеç тăрать! Çавна кура ăна тетрта лартма меллех мар: Ытла та хăварт вĕçленет.  | |
Игорь Сайман // 1699.50.8292 
  2013.05.13 23:45  | |
"Судра" комедие профессилле сцена çинче лартма меллĕ пултăр тесен мĕн тума пулать-ши? Ку тĕлĕшпе манăн хурав пур:Камăн та пулсан комедин иккĕмĕш пайне çырмалла! Ăна "СУТРА-2" ят пама пулать. Персонажсем çавсемех пулма тивĕçлĕ: Ухтеркке, Катăк Çăвар, Миравай, Крахьян, Сăпани...  | |
Agabazar // 1699.50.8292 
  2013.05.13 23:49  | |
—Как быть, Каринкке?
 —Çапла тăвас, Çаманкка!  | |
Agabazar // 1699.50.8292 
  2013.05.14 00:47  | |
Эпĕ, Игорь Сайман, шутларăм-шутларăм та, акă мĕн патне пырса тухрăм: "СУТРА-2" ăсталакансен (çыракансен) КОНКУРСНЕ ирттерес. Фёдр Павловăн "Сутра" комедийĕн тăсăмĕ пек. Стиль, жанр (т.ыт.те) уйрăмлăхĕсене сыхласа хăвармалла.  | |
Игорь Сайман // 6059.3.1778 
  2013.05.15 00:51  | |
Эпĕ, Игорь Сайман, шутларăм-шутларăм та, акă мĕн патне пырса тухрăм: "СУТРА-2" ăсталакансен (çыракансен) КОНКУРСНЕ ирттерес. Фёдр Павловăн "Сутра" комедийĕн тăсăмĕ пек. Стиль, жанр (т.ыт.те) уйрăмлăхĕсене сыхласа хăвармалла.  | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 
  2013.05.15 09:44  | |
Атя, кăмăл пур пулсан, чăн та ирттерер. Тулькăш, атя, пĕтĕм ĕçе хăвăн çине илĕн? Хыпарласси пирки унта хамах пĕлтерĕп — драма театрĕпе калаçассипе парне таврашĕ пирки, тата ытти йĕркелев саманчĕсем — санран. Килĕшмелле?  | |
Владюк // 2328.63.5793 
  2013.05.15 15:59  | |
Сутра-2, вăл паллах чăвашшăн драма.  Сирма пулать. "ухмах в квадрате" туса кăларсшăн ĕнтĕ. Тасалса тасални те пулать.  | |
Игогрь Сайман // 7300.9.8928 
  2013.05.15 16:44  | |
Admin, тавах шухăша тĕрев панăшăн. Ку, ăнсăртран тенĕ пек килсе тухнă идея, аван та пулма пултарĕ. Халĕ кăштах пиçсе çитессе кĕтмелле пуль. Комеди ятне çÿлте икĕ тĕрлĕ çыртăмăр: "Сутра" тата "Судра". Паллах, тĕрĕсси иккĕмĕшĕ.  | |
Agabazar // 7300.9.8928 
  2013.05.15 16:53  | |
"Ни пасар не пывал, ни Сăпани не кулял!" (Катăк Çăвар).
 Каçă тепĕр хутлама тариччен:"Çапла пултăр!" ака,27 : http://www.youtube.com/watch?featur ... bedded&v=l6fGkascGHU  | |
