Пӗрехинче пепкеҫӗм сан аллусене хам алла тытса пӗрер пӳрнен чуп туса тухрӑм... Урамра юр укетчӗ, эпӗ вара сана ҫулелле ҫӗклерӗм те юр сан пит ҫӑмарти ҫинче ирӗлнине сӑнаса киллентӗм... Эсӗ вара мана мӑйран ыталарӑн та тӗлӗннипе сарӑлса кайнӑ куҫусемпе тӗнчене сӑнарӑн, аллусемпе сулкаласа тем пӑшӑлтатрӑн... Тахҫан-тахҫан. Халӗ ӗнтӗ эсӗ хӑв тӗллӗнех ҫуретӗн, нимрен тӗлӗнмесӗр, никамран хӑрамасӑр. Хӑшчух эс ҫывӑрса кайсассӑн, ҫӗр варринче сан ҫине пӑхса шухӑша каяттӑм... Ӗмӗр иртӗ манӑн, санӑн вӑхӑту та ҫитӗ, теттӗм. Эсӗ те пӗрехинче хӑрамасӑрах шыва кӗрсе кайӑн, ҫӗтесрен шикленмесӗрех сӗм вӑрмана кӗрӗн...Сан чӗрӳ те, вӑхӑт ҫитсен, тӗленмелле туйӑмсемпе тулӗ, кӑкрунтан тухса тарас евӗр ҫунса тапӑлтатӗ....Ҫак туйӑм сана никам ҫитейми ҫӳле ҫӗклӗ, эсӗ вара хӑвӑн юрруна ҫиле шанса ӑна хӑвна парнелӗн. Хӑҫан та пулса... Хӑҫан та пулса хӑв ачуна чӗрҫӳ ҫине хурса, ун ҫуҫӗсене тирпейлесе ларнӑ вӑхӑтра эсӗ мана та аса илӗн.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.