Эсир асăнакан Ю.Степанов çапла шутлать: Граждансенчен ытларахăшĕ чи хаяр преступниксене персе вĕлересшĕн имĕш... Кунашкал статистика -шахвăртуллă... ЫЙТĂВА АБСТРАКТЛĂ ЛАРТСАН ЧĂНАХ ТА ÇАПЛА. Конкретлă ятсене асăнсанах арпашăну пуçланса каять. Руслан Мирзаев тесен пурте апла та капла... Панкратов,Богданов,Булдыков тесен-пурте шăпăрт!
Игорь Сайман // 2943.88.3813
2012.12.04 23:42
...Тĕрĕссипе, юлашкинчен асăннă виççĕшĕ Мирзаевран пин хут хăрушăрах преступленисем тунă! Калăр-ха, Юрий Буданов(тăпри çамăл пултăр...) тĕлĕшпе ыйтăм ирттерсен мĕн тенĕ пулĕччĕ-ши халăх? Е гастарбайтерсене юри ятарласа вĕлерсе çÿрекенсем тĕлĕшпе?..
Вихтăр // 1039.8.4424
2012.12.09 11:21
Ку темăпа тарăнрах тишкерсен çеç калаçу тăсма пулать. Эпĕ çавна пĕлетĕп: эпир пĕр ушкăнра пурăнатпăр, çав ушкăнри пурнăç пиртен кашнинчен килеть. Мана, сăмахран, нимле "цензор" та кирлĕ мар-ман "цензор" хам ăшра, а теприне- казначейство, налук служби, КРУ минфина, КРУ адм. Президента тата ытти те, т.ы.т, т.ы.т.. Çапах та вăрлаççĕ,вĕлереççĕ улталаççĕ-вĕсен "физиологи" çавăн пек.
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.09 11:30
Влаç тытăмĕнчи çынсем ултав, суя пурнăçпа пурăнни вĕсене пырса лекместь тесе шутлаççĕ. Тĕрĕсрех каласан, вĕсен халăх шăпи( çав хушăрах хăйсен шăпи пирки те) çинчен шутлама вăхăчĕ те, ăс-хакăлĕ те çитместь. Вĕсем пуç мимминчи "шариксем" катăкрах пулнипе йăнăшаççĕ. Çапма пĕлмен пушă хăйсене пырса тиветь.