«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:
Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...
Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?
Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.
Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.
Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.
Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.
Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.
2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.
Алина ЛУКИЯНОВА
Сирӗн мӗнле шухӑш?
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Суя кăшкăрнипех чăваш 10 çул хушшинче çур миллион çухатрĕ.Хăюллă тата чунпа ĕçлекенсем вĕсем сăпайлă.Трибунăран вара кăшкăрнăшăн ĕç укçи илекенсем анма пĕлмеçç.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.12 16:31
Манăн кукамай та чăвашла калаçнă!!!
Игорь Сайман // 2277.92.2589
2012.11.13 01:37
Тимер, ĕç акă мĕнре. Патăрьел педучилищинче вĕреннĕ çынсем пурте чăвашла калаçнă. Халĕ çав çуртрах уçăлакан вырăсла ятлă ача садĕнче шăпăрлансене ахăртнех вырăсла вĕрентме хатĕрленеççĕ. Калăр кун пирки хăвăрăн "сăпайлă" шухăшăра!
Игорь Сайман // 2277.92.2589
2012.11.13 02:09
Кукамай чăвашла калаçнă пуль-ха та, унăн тăхăмĕсем(Тимерсĕр пуçне) хăш чĕлхепе калаçаççĕ-ши?
Игорь Сайман // 2277.92.2589
2012.11.13 02:23
Çухалнă çур миллионшăн полномочисĕр "ораторсене" мар, влаçра ларакансене айăламаллла. Е сирĕн ыйтăва çапла лартма хевте çитмест-и? Полномочисĕр çынна ăçтан-ха айăплайăн?
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.13 13:47
Каждый народ достоин своего покровителя"-тенĕ авлхи грексем.Влаçа хамăр суйлапăр.Хамăр кăна айăплă.Влаç суймасть вĕт-ха чăвашлăха упрасшăн ĕçлетĕп тесе.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.13 13:52
"ораторсем"вара килĕнче ачисене чăвашла вĕрентейменскерсем кăшкăраççĕ чăваша упраса хăварас пирки.Кукамайăн эпĕ пур чĕлхене упраканĕ.Писательсен мăнукĕсем калаçаççĕ_и чăвашла?
Игорь Сайман // 2606.69.2273
2012.11.13 16:46
Тимер, мĕншĕн Патăрьел ача сачĕ пирки панă ыйтуран пăрăнатăр?
Игорь Сайман // 2606.69.2273
2012.11.13 16:57
Сăмах абсурд еннелле çаврăннăран ирĕксĕрех çапла шутласа илетĕн: ВĂЙ ÇИТНĔ ТАРАН чăвашлăхшăн тăрăшакан çынсене хирĕç юри тапратнă чее провокаци мар-ши ку? Влаçа пит шеллесе калаçни те çапла шутлама хистет. Паянхи чăваш хăйĕн влаçĕпе хăй хуçа мар, çавăнпа та авалхи грексен ĕмĕлкине ахалех вăрататăр.
Якур // 1039.8.4424
2012.11.14 11:54
Ман шутпа Тимĕрпе Сайманăн тĕл пулса поплемелле-иксĕр кăна пÿрнесемпе саспалисене шыраса ларатăр, çавăншăн çеç çыратăп.
Каламаллите пурта.