«Екрем» халӑх ушкӑнӗ юрлакан юрӑсене итленӗ май мана ҫак юрӑри сӑмахсем кӑмӑла кайрӗҫ: Ӗҫмес, тӑван, ӗҫмес тӑван, намӑс курмастӑп.
Чӑн та намӑс пирки халӑх манса пырать пуль. Намӑсланасран хӑрамасть. Ҫакӑ халӑха чи малтан пӗтерет те пулӗ.
Юрӑ сӑввисене кунта тупрӑм: http://www.cap.ru/home/71/knigi/tra ... shike%20yurricem.htm
Тыр-пол хомханать, (3 хут)
Тырри тӑкӑнать.
Ӑна шӑши пуҫтарать
Тотӑ поласшӑн.
Шӗшкӗ авӑнать, (3 хут)
Мӑйӑр тӑкӑнать.
Ӑна сар хӗр пуҫтарать
Качча ҫаврасшӑн.
Юман авӑнать, (3 хут)
Йӗкел тӑкӑнать.
Ӑна сысни пуҫтарать
Самӑр поласшӑн.
Тӑван ӗҫтерет (3 хут)
Ӗссӗр тӑвасшӑн.
Ӗҫмес, тӑван, ӗҫместӗп,
Намӑс кормастӑп.
Опрыскьялӗ, Е.Р. Романовран (1920-1969) Е.Е. Дашкова ҫырса илнӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.