Паян йӗлтерпе каяса ярӑнтӑм. Колледжра вӗреннӗ хыҫҫӑн пӗрре те йӗлтӗрпе ярӑнманчӗ.
Ярӑнма вара «Дубрайный» йӗлтӗр базине кайрӑм. Кӑнтӑрла йӗлтӗрсем юлмаҫҫӗ тесе мана каланӑ хыҫҫӑн ир-ирех кайрӑм. Ку вӑл хулан тепӗр вӗҫӗ — сехет ытла ҫитмелле...
Пӗр ҫӗр метр кайрӑм-и — персе антӑм. Тахҫанах ярӑнманни сисӗнет ҫав... Кайран тата пӗр тӑватӑ-пиллӗк хут юкрӗм ӗнтӗ... Шел, чӑнкӑрах тӑвайккисем ҫукчӗ. Вӗсем ҫинчен вӗҫтерсе анма та май ҫук... Хӑш-пӗрисем вӗсем ҫинчен те ӳкеҫҫӗ.
Тата шел — йӗлтӗрме ярӑнма вӑхӑт ҫук. Килӗшрӗ ӗнтӗ, анчах тепӗр хут ку ҫул кайса ярӑнӑп-ши, пӗлместӗп.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.