Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Туслӑх — арканми?

Аçтахар Плотников24.02.2012 19:4118855 Пурĕ пăхнă
«Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ Геннадий Кузнецовӑн «Туслӑх — арканми» шухӑшпа паллашрӑм. Шел те, ман унпа пӗрре те килӗшес килмест.
Хальхи вӑхӑтра ман шутпа вырӑс халӑхӗпе чӑваш халӑхӗ хушшинчи хутшӑнусене ним енчен те туслӑх тесе калас ҫук. Туслӑх вӑл икӗ енлӗ-ҫке — пӗри теприне хисеплет пулсан тепри те ӑна хисеплет. Чӑвашпа вырӑс хушшинче вара — чӑваш вырӑса хисеплени ҫеҫ. Вырӑс чӑваша пӗрре те хӑйпе пӗр тан халӑх шутласшӑн мар.
Геннадий Кузнецов хӑйӗн шухӑшӗнче XIII ӗмӗрте пӑлхарсемпе вырӑссем тутар-монголсене хирӗҫ пӗрле тӑни пирки те ҫырать. Пӗрле тӑнӑ пулсан Атӑлҫи Пӑлхар патшалахӗ пӗтмӗччӗ ӗнтӗ. Пулӑшман ҫав пире вӑл вӑхӑтра вырӑссем, пирӗн халӑх тутар-монголсене тытса чарӗ тесе шаннӑ. Тен, тутар-монголсем пире ӑшаласа илсен Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ патшалӑх вӑйӗ чакасси пирки те шутланӑ пуль. Авторӑн ҫак шухӑшӗ мана пушшех те килӗшмерӗ вара.
Хӑйӗн шухӑшне Геннадий Кузнецов нумай пулмасть тухнӑ Путин статьине тишкернӗ май калӑпланӑ. Путин ун шухӑшӗпе ырӑ туйӑмсем вӑратнӑ.
Ман вара ыйтас килет: Путин чӑнах та нумай нациллӗ халӑхшӑн пулнӑ пулсан мӗншӗн чӑваш халӑхне хӑйӗн элтепӗрне суйлаттарасшӑн мар? Мӗншӗн чӑваш халӑхӗн Президент пулаймасть (ма Пуҫлӑх кӑна пулмалла ун?)? Мӗншӗн вӗренӳре наци компоненчӗ пулаймасть? Мӗншӗн пирӗн республикӑра чиркӳ хыҫҫӑн чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ (Чулхула тӑрӑхнех илӗр — унта аплах тӑрӑшмаҫҫӗ-ҫке)? Мӗншӗн телекуравра вырӑс чӗлхи кӑна (ытти халӑхсен вара хӑйсен тапӑҫланма тивет /пирӗнешкел чухӑн халӑх вара, тапӑҫланаймасӑр, вырӑсла кӑна информаци илет/)? Тата ытти, тата ытти те.
Путина чӑнах та нумай нациллӗ патшалӑх кирлӗ пулсан вӑл пирӗнешкел наци республикисенчи вырӑс мар халӑхсен прависене пӑснӑшӑн вырӑнти пуҫлӑхсенчен ҫирӗп ыйтмалла. Пӗр тан условисем туса пама ыйтмалла. Ун пекки ҫук.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Игорь Сайман // 2337.11.4098
2012.11.11 03:03
Вырăссен инкекĕ çакăнта: вĕсен хушшинче çынсене интернационалист пулма вĕрентесси тахçанах пăчланнă. Ырă вырăссене мĕнле шăпа кĕтнине пĕлетĕр:Старовойтова, Юшенков, Чувашов, Гиренко, Политковская, Маркелов, Бабурина...
Игорь Сайман // 3660.1.6617
2012.11.11 15:30
Çÿлерех асăннă хурлăхлă списока тата Юрий Щекочихин журналист ятне кĕртме пулать.
Игорь Сайман // 1201.65.1906
2012.11.21 14:47
Атăлçи пăлхарсемпе авлхи вырăссен "пулăшĕвĕсем" пирки тепĕр Кузнецов -Иван Данилович - çырнăччĕ тахçан. Статья та пурччĕ пулас - "Туслăх - 1000 çулта".

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, [5]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj